Çак ӗçе пуçласа яма çăмăл пулман. Çав вăхăтра уншăн пӗлтерӗшлӗ тата кирлĕ ĕçе йӗркелеме Семен Михайловичăн 40 гектар çĕр çеç пулнă. Паянхи кун вăл 900 гектара çитнĕ. Техникăпа пурлăх бази те пуян: «Вектор-410» тырă вырмалли комбайн‚ К-700 тата виçĕ МТЗ тĕрлĕ модификациллĕ тракторсем (вĕсенчен иккĕшĕ навигаци системипе), ЮМЗ‚ икшер ДТ-75 тракторпа ЗИЛ автомобиль пур. Пухса илнĕ тыр-пул тухăçне упрама икĕ склад ăсталанă.
Кăçалхи кĕр акинче хуçалăхра пуçласа кĕрхи тулă акнă. Асăннă культура валли 70 гектар çĕр уйăрнă. Семен Михайлович каланă тăрăх‚ кăçал вĕсем çурхи тулăпа урпа‚ йĕтĕн пуçтарса илнĕ. Вĕсен тухăçĕ гектартан 10‚ 17 тата 8 центнерпа танлашнă. Пурĕ 290 гектар çĕр çине лартнă хура тула, хĕвел çаврăнăшĕпе сахăр кăшманне пуçтарса илнĕ. Кăçалхи тухăç çине çанталăк условийĕсем пысăк витĕм кÿнĕ. Çакна Семен Сергеев фермер та палăртать.
КФХ пуçлăхĕ ял хуçалăх культурисене ÿстернĕ чух агрономи технологийĕсемпе усă курать‚ анчах çанталăка хирĕç тăма çук. Яланах кунта ĕçлекенсем - тăваттăн. Вĕсем пурте Эрĕнпур облаçĕнчен. Елена Сергеева бухгалтер - КФХ пуçлăхĕн тăван аппăшĕ. Вăл ППАУран вĕренсе тухнă. Семен Михайлович практикантсене те хапăл туса кĕтсе илет. Сăмахран‚ кăçалхи вырмара Хурамал каччисем, Николай Павловпа Семен Ванюшин, Пелепейри механизаципе электрофикаци колледжĕн Ермеккейри филиалĕн студенчĕсем вăй хунă. Ертÿçĕ хăй те кирек мĕнле ĕçе тума ăста‚ тĕрлĕ техникăпа та çÿреме пултарать. Анчах та пĕр-пĕрне пулăшмасăр ĕç кал-кал каймасть. Хăш-пĕр чух çĕмĕрĕлнĕ техникăна та пĕрле тÿрлетеççĕ. Кредит илме васкамаççĕ, мĕншĕн тесен ку пулăмăн хăйĕн тÿнтер енĕ пур.
Паянхи кун хресченпе фермер хуçалăхӗн пуçлăхне пуçтарса илнĕ тухăçа ăçта вырнаçтарасси шухăшлаттарать. Тăкакланă укçа-тенкĕ каялла таврăнĕ-ши? Тавар хакĕ мĕнле пулĕ? Çакна, паллах, вăхăт кăтартса парĕ. Апла пулин те, ниме пăхмасăр, Семен Михайловичăн малашлăх планĕ пысăк.
Ермеккей районӗ, Хурамал ялӗ.