Урал сасси
+17 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
6 Нарӑсӑн 2019, 18:01

Фермăра ĕç кал-кал пырать

Чăваш Хурамал ялĕнчи çĕнетнĕ ĕне ферми чăн-чăн комплекс пулса тăнă, кунта выльăха хĕл каçармалли тапхăр ăнăçлă пырать.

Вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ „Салават” хресченпе фермер хуçалăхĕпе пĕрлешнĕренпе çулталăк ытла çитрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăт хушшинче фермăра пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Фермăна, çумĕнче территорипе машина паркĕ пуртан, комплекс, заведующине – управляющи тесе чĕнме пуçланă.
Пăру витине юсанă. Ĕне витисенчен пĕринче, тăррине улăштарса тата чÿречесем лартса тултан юсанисĕр пуçне, оборудование пĕтĕмпе çĕнетнĕ. Сĕт пăрăхĕ хывнă, тислĕк кăлармалли тата шăвармалли автоматла системăсем, сĕт сивĕтмелли çĕнĕ хатĕр вырнаçтарса лартнă.
- Сĕт сивĕтмелли танка 10 тонна сĕт кĕрет. Ку 248 ĕнешĕн çителĕклĕ. Вырăнĕ юлать те-ха. Çакăн пеккине сыхă ятне илтĕмĕр. Кăçал сăвăнакан ĕнесен йышне тата 120 пуç ÿстерме шутлатпăр. Вĕсен сĕчĕпе уйрăмлăха пĕтерсе пырăпăр, - каласа парать малашлăх планĕсем çинчен Николай Алексеев управляющи.
Фермăра кашни кун тенĕ пек ĕнесем пăрулаççĕ. Пĕр кунхине вунă пăру та пулать. Осеменаторсем хăйсен ĕçне пĕлсе, планпа килĕшÿллĕ пурнăçлаççĕ. Шултра мăйракаллă тĕрлĕ ăратлă выльăх кĕтĕвне майĕпен (пурĕ 700 пуç) пысăк тухăçлă хура-ула ăратпа ылмаштарса пыраççĕ. Пăрусене тÿрех чип лартаççĕ. Ятарлă компьютер программисем тин çут тĕнчене килнĕ пăрусен биографине, вĕсен йăх тымарне тĕрĕслесе тăраççĕ. Ферма специалисчĕсем выльăх мĕнле ăратран пулнине, унăн йăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕн кăтартăвĕсене пĕлме пултараççĕ. Кирлĕ чухлĕ ÿт хушнă вăкăр пăрусене „Салават” ХФХн Кăтаймасри самăртмалли площадкăна куçараççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем ăшă витесенче ĕçлеççĕ. Ĕçе хаваспах çÿреççĕ. Унчченхи йывăр лару-тăру тĕпрен улшăннă.
- Лайăх ĕç укçи илетпĕр, 25-30-шар пин тенкĕ. Яланах вăхăтлă тÿлеççĕ. Графика çирĕп пăхăнса ĕçлетпĕр. Хуçалăх ертÿçи Василий Федоров ĕçлекенсем йĕркипе каннине, вĕсем отпуска вăхăтлă кайнине хăй асăрхаса тăрать. Пире валли кану пÿлĕмĕ туса пачĕç. Ĕçе механизациленĕ. Унчченхи пек выльăх апатне витрепе салатмалла тата сĕт сума бидонсемпе çÿремелле мар, - тет машинăпа ĕне сăвакан пысăк стажлă оператор Ирина Умова.
Кадрсем тĕлĕшпе ыйту çук. Чăваш Хурамалĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ çакăн пек условисенче ĕçлесшĕн. Кÿршĕ ялсенчен те ĕçлеме çÿреççĕ.
Тĕп предприяти пулăшнипе выльăх апачĕсен пысăк запасне тума пултарнă, вăл çуллаччен çитĕ. Ĕнесене, унчченхи пек, утă тата улăм çитермеççĕ. Рациона тулли пахалăхлă апат хутăшĕсем тата хушма апат кĕртнĕ. Çакă тухăçлăх çинче хытă палăрнă. Унччен, ĕнесен йышĕ пысăк чухне, талăкне виçшер тонна сĕт суса илнĕ. Çавна лайăх кăтарту тесе шутланă. Халĕ ĕнесем тăватшар тонна сĕт параççĕ. Пĕр пайне пăрусене ĕçтереççĕ. Ыттине сутса пыраççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен планĕсем пысăк. Çĕнĕ кĕтĕве вырнаçтарма çулла корпуссенчен пĕрне юсасшăн. Тепĕр корпусĕнче пăру вити тăвĕç, унта пăрулаттармалли уйрăм та пулĕ.
Андрей ВОРОНЦОВ.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: