Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
27 Мартӑн 2019, 18:09

Çураки çĕр ĕçченне васкатать

Черетлĕ командировка пире Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялне илсе çитерчĕ. «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ОООн çĕрĕсем çине пырса кĕнĕ май, куçа çул хĕрринчи тĕкĕр пек ялтăртатакан тÿпем илĕртрĕ. «Мĕн-ши ку?» тесе пуç ватрăмăр. Анчах та хуравне тупаймарăмăр. Яла çитсен те çак ыйту канăç памарĕ. Тĕл пулнă çынран ун çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

Хайхи тĕкĕр ялтăрккаллă тÿпем полиэтиленпа витнĕ сенаж хунă вырăн пулнă иккен. Ăна вырăнти хуçалăх траншейăсенче вырăн пулманран (вĕсене пурне те выльăх апачĕпе тултарнă), иртнĕ çул тухăç лайăх пулнăран çул хĕрринчех, уçă хиртех, хывнă. Унти запас икĕ çула та çитмелле. Çакна хуçалăх ертÿçи Вадим Соколов шÿтлесе: «Вăл - пирĕн НЗ», - терĕ.
Хальхи вăхăтра «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ОООра‚ ытти нумай хуçалăхри пекех‚ çурхи ака ĕçĕсене хатĕрленес енĕпе хĕрÿ тапхăр пырать. Машинăпа тракторсен паркĕнче ĕç шавĕ тăрать. Техникăна тĕрĕслесе хак париччен шутлă кунсем юлнă ĕнтĕ. Вăл тивĕçлĕ шайра иртесси пирки иккĕленÿ çук.
- Тĕрĕссипе каласан‚ эпир акана ырантан тухма хатĕр‚ юлашки вак-тĕвек ĕçсем тăрса юлнă‚ - тет хуçалăх пуçлăхĕ. - Çурхи уй-хир ĕçĕсене 28,9 пин гектар çĕр çинче туса ирттерме шутлатпăр. Акмалли лаптăк 2018 çулхипе танлаштарсан‚ кăçал пысăкрах пулĕ. Чăн та, тĕш тырăсем акмалли лаптăка ÿстернĕ, çав вăхăтрах выльăх апачĕ валли каякан культурăсен виçине чакарнă. Мĕншĕн тесен‚ иртнĕ çулхи те юлнă. Ăна эсир пирĕн хуçалăха пырса кĕнĕ чухне те куртăр пулĕ... Ĕçсене вăхăтлă пуçлас тесе тата кĕрхи культурăсене апатлантарма 800 тонна азотлă минераллă им-çам хатĕрлерĕмĕр. Çак ĕçре авиацисĕр май килмест. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен енчен те çитменлĕхсем çук‚ кĕркунне тата хĕлле 600 тонна (солярка‚ çу‚ бензин) туянтăмăр. Çакна та палăртса хăвармалла‚ запассен кăтартăвĕсене иртнĕ çулхи виçепе пăхсан‚ пĕр килеççĕ. Çавăн пекех хуçалăхра икĕ-виçĕ элементран тăракан хутăш удобрени те çителĕклĕ. Унсăр пуçне фермăсен çывăхĕнчи тислĕке хирсене кăлартăмăр. Акана тухма вăрлăх та хатĕр‚ вĕсем пурте элитлă сортсем‚ - сăмахне вĕçлерĕ Вадим Васильевич.
Хуçалăхра мĕн чухлĕ тата мĕнле культурăсене акассипе‚ çурхи ĕçсен планĕпе тĕп агроном‚ ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Борис Данилов паллаштарчĕ.
- Кăçал çурхи ака вăхăтĕнче эпир çак культурăсене акса хăварма палăртнă: çурхи тулă (Архат‚ Экада 109) - 2100 тонна‚ урпа (Арлан‚ Памяти Чепелева) - 800 тонна. Сахăр кăшманĕ 1000 гектар йышăнĕ‚ кукуруза - 1600 гектар. Кĕрхи культурăсем вара 8500 гектарпа танлашаççĕ: тулă - 6500 гектар (Московская 40‚ Скипетр)‚ кĕрхи ыраш - 2000 гектар. Çураки вăхăтĕнче вăрлăхсене 4300 тонна удобренипе имçамлатпăр. Çурхи ĕçсене пуçлама ятарлă техникăна та юсаса, хатĕрлесе хунă. Сăмахран‚ тĕш тырă сеялкисем (СЗ 36)‚ агромастер агрегачĕсем, сарлака илекен агрегатсем (HORSCH), çаплах сÿресемпе культиваторсем‚ акапуçсем‚ вĕсене çаклатакан тракторсем те çителĕклĕ.
Çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленесси планпа килĕшÿллĕн пынине тĕп инженер Эльдар Анваров та çирĕплетрĕ.
- Машинăпа тракторсен паркне запас пайсемпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун 132 единица техника çуракине тухма кĕтсе тăрать. Вĕсем хушшинче гусеницăллă (ДТ-75) тата кустăрмаллă (Кейс Магнум 500‚ Джон Дир 9530‚ Джон Дир 9620) тракторсем‚ çăк турттармалли машинăсем.
Пĕтĕмĕшле илсен, «Базы» ял хуçалăх предприятийĕ» ООО çуракине тухма 100 проценчĕпех хатĕр тесен те юрать. Эпир те çĕр ĕçченĕсене ĕçе кĕске вăхăтра тата ăнăçлă туса ирттерме сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Чекмагуш районĕ.
Читайте нас: