Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
30 Апрелӗн 2019, 13:53

Ака ĕçĕсем вăхăтлă вĕçленĕç

Мияки тăрăхĕнчи Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх анисем çинче тракторсем кĕрлеççĕ. Тĕп агроном Евгений Антонов пĕлтернĕ тăрăх, ака ĕçĕсене вăхăтлă вĕçлес тесе механизаторсем çурхи кунăн кашни сехечĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ.

Пĕрремĕш бригадăн машинăпа трактор мастерскойĕ çумĕнчи лаптăк çинче (92 гектар) МТЗ тракторпа Юрий Семенов хĕвел çаврăнăш акать. Николай Егоров ăна вăрлăхпа тивĕçтерет. Юнашар ана çинче Владимир Кузьмин трактористпа Иван Кузьмин сеяльщик ĕçлеççĕ. Вĕсем кĕркуннерен акса хăварнă тулă çине сĕлĕ хушса акаççĕ. Вячеслав Кузьмин вăрлăх турттарса тăрать. Ана урлă çĕре кăпкалатас ĕçе йĕркеленĕ. Леонид Иванов МТЗ-221, Сергей Тихоновпа Виталий Захаров КПЭ-3,8 прицеп çаклатнă ДТ-75 тракторсемпе хĕвел çаврăнăш акмалли хире кăпкалатаççĕ. Ятарлă сеялкăпа кĕрхи тулă çине сĕлĕ акнă хыççăн анана МТЗ-80 тракторпа Виктор Васильевпа Владимир Игнатьев сÿрелеççĕ.
Т-150 тракторисчĕ Борис Андреев140 гектар çĕр çинче С3 сеялкăпа сĕлĕ акать. Ĕç вĕресе анчах тăрать. Çанталăк уяр та лăпкă тăрсан ака ĕçĕсем вăхăтлă вĕçленмелле.
Татьяна СЕМЕНКО. Мияки районĕ.
Читайте нас: