Хуçалăх 17 миллион тенкĕлĕх техникăпа хатĕр-хĕтĕр туяннă. Çав шутран 4 миллион тенки хăй тупăшĕнчен, 13 млн «Россельхозбанк» Акционерлă общество çулталăкне 5% процентлă кредит панипе. Сутаканĕ, çĕнĕ техникăна анлăрах сарас тесе, хакне 1 миллион тенке чакарнă.
Çак укçа-тенкĕн пĕр пайĕпе пĕрчĕлесе акакан МАЗГАР сеялка туяннă. Асăннă хатĕр акать çеç мар, çĕре им-çамласа та хăварать. Çак техникăпа хальхи вăхăтра Сергей Аркадьевич Иванов ĕçлет. Ун пулăшаканĕ - Виктор Анатольевич Павлов. «Кузбасс и Т» ПК-8,5 акмалли комплекс вара пĕр вăхăтрах çĕре культиваци туса, сÿрелесе, им-çамласа, вăрлăх акса тата пусарса хăварать. Çĕнĕ, 375 лаша вăйĕллĕ, Versatile 2375 трактор деталĕсене Канадăран илсе килеççĕ, пĕтĕмĕшле Дон-çи-Ростов хулинче пуçтараççĕ. Асăннă техникăна акмалли комплекспа майлаштарса Вячеслав Николаевич Богданова шанса панă. Çав ушкăнра Николай Петрович Петров вăрлăхпа, Александр Анатольевич Капитоновпа Валерий Дмитриевич Алексеев горючипе тивĕçтерекенсем килĕштерсе те тăрăшса ĕçлеççĕ. Паянхи кун асăннă техникăна хута янă.
Çĕнĕ техникăпа паллашас, вăл епле ĕçленине хăй куçĕпе курас тесе Пушкăртстан Республикин Премьер-министрĕн çумĕн ĕçĕсене тăвакан И.И. Фазрахманов ял хуçалăх министрĕ тăватă район витĕр иртнĕ чух ятарласа «Нива» СПК анисене курма кĕнĕ. Ĕçлекенсемпе калаçнă май вăл асăннă техника чи çĕнни, кирли тата усăллă пулнине палăртнă. Мияки районĕнчи «Нива» СПК ăна ахальтен мар туяннă. А.Ф. Петров хуçалăх ертÿçи министрпа калаçнă чух техникăна самана хушнипе туяннине пĕлтернĕ. Çĕнĕ те вăйлă техника ĕç тата тăкак ресурсĕсене перекетлеме май парать. Планра - трактор çумне майлаштаракан ял хуçалăх оборудованине илесси. Пĕлсе тăма: юлашки çул трактор паркне 90%, комбайнсене 100% çĕнетнĕ. 2019 çулхи çу уйăхĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1914 гектар çине акнă. Çав шутра çурхи урпа 354, сĕлĕ 375, хутăш вика 35, пăрçа 55, кукуруза 50 гектар. Хуçалăхăн анисенче çурхи пĕрчĕллĕ тырăсене акса пĕтернĕ, техника культурисене акас ĕç пырать. Хальхи вăхăтра Крупская ячĕллĕ ял хуçалăхăн арендăна илнĕ 618 гектар çĕрĕ çинче ĕç пырать. Планра - Чураево тата Менеузтамак çыннисен 425 гектар пай çĕрĕсенче ака-суха тăвасси.