Предприятийĕн тĕп директорĕ Вадим Соколов республика ертÿçине хуçалăхра ыраш культурине вырса-çапас ĕç мĕнле пынине кăтартнă. Вырма ĕçне хăвăртрах пурнăçлама çанталăк условийĕсем кансĕрлеççĕ. Çакна пăхмасăр аграрисем тĕш тырăллă культурăсен начар мар тухăçне пухса илме ĕмĕтленеççĕ. Радий Хабиров пулас тухăçан хакĕпе, комбайнерсен тата механизаторсен ĕç укçин виçипе интересленнĕ. Вадим Соколов сăмахĕсем тăрăх, комбайнерсем вăтамран 30-35 пин илеççĕ. Вырма ĕçĕсене ирттерме хуçалăхăн техники хăйĕн те çителĕклĕ. Çĕнĕ тухăçа вара хальлĕхе сутма шутламаççĕ-ха.
«Базы» ял хуçалăх предприятийĕн çĕрĕсем 43,1 пин гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен тĕш тырăсем 13,3 пин гектар, хĕвел çаврăнăш 2 пин гектар, сахăр кăшманĕ 0,7 пин гектар, выльăх апачĕ хатĕрлемеллисем 6,4 пин йышăнаççĕ. Хуçалăх çулсерен тĕш тырă тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли культурăсем тухăçлă çитĕнтернине палăртмалла. 2018 çулта кунти анасенчен 60,5 пин тонна тырă пухса илнĕ. Тĕш тырăсен тухăçĕ гектар пуçне 45,6 центнер тухнă.
Çаплах Радий Хабиров Рапатово ялĕнчи фермăна çитсе килнĕ. Ку фермăра шурă-хура ĕне ăратне ĕрчетеççĕ. Кунта паянхи самана ыйтакан ĕне сумалли зал пур, кĕтĕве компьютер урлă сăнаса тăмалли, микроклимата тытса тăмалли системăсене пурнăçа кĕртнĕ. Выльăх апачĕпе тивĕçтерессине, салатассине механизациленĕ. Çакă пурте шултра мăйракаллă выльăх шутне, сĕт пахалăхне ÿстерме май парать. Вадим Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, халĕ талăкне ĕне пуçне 27 кг сĕт суса илеççĕ. Унăн калăпăшне ÿстерме майсем тата та пур.
«Базы» ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илессипе çичĕ сĕтпе тавар, пĕр лаша фермисем ĕçлеççĕ. Шултра мăйракаллă выльăх шучĕ 6672 пуçпа танлашать. Вĕсенчен сăвăнаканнисем - 2013 ĕне. Ял хуçалăх предприятийĕ хăвăрт утăмсемпе аталанать. Хуçалăх ертÿçи каланă тăрăх, паян сахалрах макăрмалла, нумайрах ĕçлемелле.