Урал сасси
+18 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Октябрӗн 2019, 16:37

Молокомат кил сĕчĕ ĕçтерĕ

Çак кунсенче Пелепей хулинче республикăри пĕрремĕш молокомат ĕçлеме тытăннă. Халăха сĕтпе «Авангард» потребительсен ял хуçалăх кооперативĕн членĕсем тивĕçтереççĕ.

Кооператива иртнĕ çул Метевпуçпа Сименкке ял Канашĕнче пурăнакансем йĕркеленĕ. Унăн йышне 5 çемье кĕнĕ. Вĕсем республика конкурсне хутшăнма кăмăл тунă. Виçĕ тапхăрта вăй виçнĕ‚ ăсса ямалли сĕт сутакан проекта тивĕçлĕ хÿтĕленĕ. Кооператив членĕсем 645 пин ытла тенкĕлĕх грант илме тивĕçнĕ. Анчах проекта пурнăçлама укçа-тенкĕ çитеймен. Çавăнпа кирлĕ хатĕр-хĕтĕре туянма авангардсем проектăн пĕтĕмĕшле хакĕнчен тăхăр процентне хăйсен укçи-тенкине хушнă. Пухăннă укçапа вара 712 пин тенкĕлĕх молокомат тата чĕр тавар пахалăхне тĕрĕслеме кирлĕ оборудовани туяннă. Малашне авангардсем харпăр хушма хуçалăх продукцине суту-илÿре çыхăнтаракансăр сутма пултараççĕ.
Потребительсен ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ - Сименкке ялĕнче пурăнакан Владимир Елисеев. Вăл Пелепей хулинчи сĕт-çу комбиначĕн килĕшĕвĕпе сĕт пуçтаракан пулса тăрăшать.
Мĕн-ха вăл молокомат? Молокомат – çÿллĕ шайри технологисене усă курса ăсса ямалли сĕт сутакан хатĕр. Ун ăшĕнче 100 литрлă катридж‚ сивĕтмелли-ăшăтмалли система тата шыв савăчĕ вырнаçнă. Катриджа кашни кун улăштарса тăраççĕ. Унсăр пуçне тавар туянакансемшĕн информаци экранĕ те пур. Çак оборудованине ытти технологисемпе танлаштарсан вăл малта тăрать.
Кооператив председателĕн мăшăрĕ Надежда Моисеевна каласа панă тăрăх‚ асăннă оборудовани талăкĕпех ĕçлет. Савăтра сĕт пĕтсен‚ автоматлă система ăна хăех çуса тасатать. Унтан телефона сĕт кирли çинчен СМС ярать. Çу кунĕсенче сĕт йÿçсе ан кайтăр‚ хĕлле вара ан пăрлантăр тесе молокомат ăшĕнче кирлĕ температура тăрать. Унсăр пуçне хăйми çийĕнче ан пухăнтăр тесе система ăна яланах пăтратать. Продукцие кунсерен ветеринар лабораторине экспертизăна леçеççĕ. Унтан тин катриджа сĕтпе тултараççĕ. Сĕт çулăхне кооператив членĕсем хăйсемех тĕрĕслесе тăраççĕ. Çак процедурăна сĕт туянакансем умĕнче те тума пулать.
Молокомат ĕçлеме тытăнни нумаях пулмасть. Çавăнпа катриджа 40 литр сĕт яраççĕ. Анчах унта сĕт туянма кăмăл тăвакансем чылаях. Çакна кăтартусемпе те çирĕплетме пулать. Сăмахран‚ Елисеевсен иртнĕ эрнере талăкне катриджа икĕ хутчен 40-шер литр сĕт яма тÿр килнĕ. Вĕсем малашне те туянакансен йышĕ ÿссе пырасса шанаççĕ.
Ăсса ямалли сĕт магазинсенче сутаканнинчен пахалăхĕпе çеç мар‚ йÿнĕ хакпа та уйрăлса тăрать: 1 литрĕ - 35 тенкĕ‚ 1‚5 литрĕ - 52 тенкĕ. Пушă савăта сĕтпе тултарас тесен ятарлă хушăка 1‚ 2‚ 5 тата 10 тенкĕлĕх вак укçасене ямалла.
Ирида НОВИКОВА. Пелепей районĕ.
Читайте нас: