Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Ноябрӗн 2019, 14:16

Çамрăк фермер ĕç вырăнĕсем уçма ĕмĕтленет

«Шаранские просторы» хаçат пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра «Агростартап» программăпа килĕшÿллĕн грант илме тивĕçнĕ фермер ĕçне пуçăнакан 115 çын шутĕнче çак районти Хурамал ялĕнчи Александр Наумов та пур.

Укçа-тенке патшалăх хыснинчен регионти фермерсемпе ял хуçалăх кооперативĕсене пулăшас тĕллевпе йышăннă проектпа килĕшÿллĕн уйăрнă. Пушкăртстан Республикинче асăннă программа «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство, уйрăм предприниматель пуçарулăхне пулăшасси» наци проекчĕ тăрăх пурнăçа кĕрет.
Тăрăшуллă та пуçаруллă Александр Наумов çамрăк пулин те (вăл 26 çулта) хăйĕн малашлăхне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. Маларах Октябрьски хулинчи нефть колледжĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ, РФ Хĕç-пăшаллă çарĕнче, Самара облаçĕнчи Рощинский хулинчи çар чаçĕнче, разведчиксен ротинче служба иртнĕ. Салтакран таврăнсан вахта мелĕпе Тутарстанри Лениногорск хулинчи строительство компанийĕнче водитель, Октябрьски хулинчи «Ойл-сервис» ОООра бурильщикăн пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ. Çак вăхăт хушшинче Хурамал ялĕнче пурăнакан ашшĕпе амăшне пулăшнă. Вăхăт иртнĕçемĕн, тăван ялта тĕпленсе пурăнас ĕмĕт аталанса пынă. Александр фермер пулса тăван ялĕнче, Хурамалта, уйрăм ĕç пуçарса яма шутланă.
Патшалăх пулăшнипе фермер ĕçне пуçăнакан МТЗ-82.1 трактор тата 22 пуç хура-шурă ăратлă пушмак пăру туяннă. Мăйракаллă шултра выльăха усрама Хурамал ялĕнчи склада çĕнетнĕ, унсăр пуçне 450 гектар çĕре арендăна илнĕ. Унта урпа, илепер (донник), люцерна, клевер тата хуратул акса çитĕнтернĕ.
- Анасен лаптăкне анлăлатма, мăйракаллă шултра выльăх шутне ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма палăртатăп, - çитес çулхи ĕмĕчĕсемпе паллаштарать çамрăк фермер.
Александрăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе иккĕленместпĕр. Мĕншĕн тесен унăн шухăшне тăванĕсемпе çывăх çыннисем те, вырăнти власть ырласа йышăнаççĕ. Вăл хăй те ырми-канми ĕçлеме хатĕр.
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.
Читайте нас: