Чекмагуш районĕнче Андрей Назаров « СП Базы» предприятинче пулнă. Ăна 2017 çулта çак ятпах çÿрекен ял хуçалăх кооперативĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Кунта тĕш-тырă çитĕнтереççĕ, сĕт тата аш-какай туса илеççĕ. Хуçалăх 44 пин гектар çĕрпе усă курать, вĕсенчен 31 пин гектарĕ суха пусси шутланать. 2020 çулта предпрятин уй-хир анисем çинче пĕтĕмĕшле 96,4 пин центнер тĕш-тырă туса илнĕ, вăтам тухăç гектартан 53,3 центнерпа танлашнă. Шултăра мăйракаллă выльăхсен шучĕ кăçалхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 8606 пуç шутланнă, вĕсенчен 2550-шĕ - сăвакан ĕнесем. Хуçалăхра 259 пуç лаша тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продукци туса илесси пирки сăмах хускатас пулсан, вăл юлашки çулсенче пĕр май ÿссе пырать. Иртнĕ çул 22,5 пин тонна сĕт суса, 1277 тонна аш-какай туса илнĕ.
Регион правительствин премьер-министрĕ халĕ республикăра ака кампанийĕ вăй илсе пынине палăртнă.
- Пирĕн тĕп тĕллев ял çыннине уй-хир ĕçĕсене вăхăтра туса ирттерме пулăшасси пулса тăрать. Правительствăн тухăçлă пулăшăвĕ вăхăтра çитмелле пултăр. «СП Базы» ертÿçи мĕн тумаллине лайăх ăнланать, ĕç процесне çÿллĕ шайра йĕркеленĕ,- тенĕ Андрей Назаров. - Эпир ĕç кăтартăвĕсемпе паллашрăмăр, вĕсем асăннă хуçалăх республикăра чи лайăххисенчен пĕри пулнине çирĕплетеççĕ. Предприятин генеральнăй директорĕ Вадим Соколов яваплăха туякан çын. Çакă пысăк хуçалăх ертÿçи мĕнле пулмаллине тата шанса панă çĕрсемпе пĕлсе усă курмаллине кăтартса паракан ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кунта район администрацин пуçлăхĕ Реканс Ямалеев та хăйĕн ĕçне пĕлсе йĕркеленĕ, вăл ĕç коллективĕсемпе тата пуçлăхсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Паян эпир уй-хирте ĕçлекен трактористсемпе, акакансемпе тĕл пулса калаçрăмăр. Çынсем ĕçлеççĕ, кунта ĕç укçипе, хăтлă социаллă условисем туса панипе пурте кăмăллă.
Ял хуçалăх продукчĕсем туса кăларнисĕр пуçне «СП Базы» ООО социаллă ыйтусене те ăнăçлă татса парать. Предпирияти хăйĕн ĕçченĕсем валли çурт-йĕр хăпартать, ялсенче çул-йĕр тăвать, территорисене тирпей-илем кÿртет, ял хутлăх администрацийĕсене культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттернĕ, асăну палăкĕсене юсанă, обществăлла вырăнсене тирпейленĕ чухне пулăшать тесе пĕлтерчĕç республика правительствин пресс-службинче.
Хуçалăхра иккĕмĕш çул «Ача амăшĕн капиталĕ» программа ĕçлет. Ăна виçĕ е ытларах ача çуратнисем тивĕçеççĕ. «СП Базы» ОООра ĕçлекен (ашшĕпе амăшĕнчен пĕри) çур миллион тенкĕ илет.
Андрей Назаровăн черетлĕ тĕлпулăвĕ Буздяк районĕнчи Ш.М Хабибрахманова хресченпе фермер хуçалăхĕнче пулса иртнĕ. Кунта теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех уй-хирти анасен лаптăкесене тĕш-тырăпа пăрçа йышши, çу тумалли культурăсем йышăнаççĕ, пĕтĕмĕшле фермер аллинче 10 пин гектар çĕр. Хресченпе фермер хуçалăхĕ 200 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçнă.
Асăннă хуçалăхра премьер-министр 12 гектар йышăнакан пахча çимĕç çитĕнтерекен теплица комплексĕпе паллашнă.Паянхи кун тĕлне 10 гектарне хута янă, ун çинче продукци туса илеççĕ. Инвестици виçи 2,2 млрд тенкĕпе танлашать.
Андрей Назаров 33 пин тонна тырă йышăнма пултаракан типĕтсе сортламалли комплекса мĕнле хăпартнине уйрăмах тимлĕ тишкернĕ. Унта хăйне евĕр вăрлăх завочĕ пулмалла, экспорта ямалли тĕш-тырă хатĕрлĕç. Объектăн инвестици калăпăше 530 тенкĕпе танлашать.
Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче Андрей Назаров Буздяк, Чекмагуш, Балтач, Илиш, Авăркас тата Элшей районĕсенчи çурхи ака ĕçĕсене хак панă.
- Пĕтĕмĕшле республикăри ял хуçалăх отраслĕ ăнăçла аталанать, анчах та татса памалли ыйтусем пур. Çавăнпа та паянхи тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл – çивĕч проблемăсене тупса палăртасси тата вĕсенчен хăтăлма тивĕçлĕ пулăшу парасси. Пирĕн çынсен нушисене курмалла çеç мар, çĕр ĕçченĕсен проблемисене илтмелле те,- пĕтĕмлетнĕ Андрей Назаров.- Паян эпир чылай ял хуçалăх территорисене вĕçсе тата çÿресе çаврăнни ахаль пулманни пирки иккĕленместĕп. Эпир пĕтĕмлетÿсем туса правительство ĕçĕн системине çирĕплетĕпĕр.