Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
8 Сентябрӗн 2021, 12:10

Типĕ çанталăк улшăнусем кĕртнĕ

Крупская ячĕллĕ СПКан Суккул ялĕнчи сĕт-çу ферминче чылай çул хушши выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен ушкăнĕ кал-кал ĕçлет. Асăннă коллектива Радик Петров ертсе пырать. Ĕçĕн лайăх кăтартăвĕсене кура фермăн тăрăшуллă йышне пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе чысланă. Выльăх-чĕрлĕх фермин ĕçĕ-хĕлĕпе эпир Радик Николаевича каласа пама ыйтрăмăр.

Типĕ çанталăк улшăнусем кĕртнĕ
Типĕ çанталăк улшăнусем кĕртнĕ

- Суккул ялĕнчи 2№ сĕт-тавар ферминче 78 пушмак, çулталăкран иртнĕ самăртмалли ушкăнра 88 вăкăр, 408 сăвăнакан ĕне, 62 пăру пур. Çавăн пекех хуçалăхра ĕçре усă куракан 26 лаша усратпăр. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине кура япăх мар çитĕнÿсем тума пултаратпăр: талăкне пушмаксем 800 г, вăкăрсем 1100 г, пăрусем 800 г ÿт хушаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмĕшле 467 484 кг сĕт суса илнĕ.
Çак кунсенче кашни ĕнерен сакăршар литр сĕт суса илетпĕр. Паллах, кăтартусем пулччăр тесен выльăхсене çителĕклĕ çитермелле. Паянхи куна май пур таран утă, сенаж, силос, улăм хатĕрленĕ. Анчах та вĕсен калăпăшĕ иртнĕ çулхи шайран сахалрах. Курăк пур çĕрте иккĕмĕш хут çулатпăр, типĕтетпĕр, турттаратпăр. Выльăх-чĕрлĕх шутне сыхласа хăварасшăн. Пытармасăрах калатăп, вĕсене хĕл каçарма апат нумай кирлĕ пулать. Ĕмĕтре тепĕр корпуса хута ярса сăвăнакан ĕнесен шутне ÿстерессиччĕ, анчах та ку ĕçе пурнăçа кĕртме тăхтаса тăма тивет. Паянхи кун хĕвел çаврăнăш çапса илес ĕç пырать. Ăна сутса тунă тупăшпа выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курасшăн.
Фермăра ĕçлĕ лару-тăру хуçаланать, кашни ĕçчен хăйĕн тивĕçне туллин те паха пурнăçлать. Светлана Семеновапа Василий Сулеев пăрусене пăхаççĕ. Василий Николаевич ĕмĕр тăршшĕ выльăхсене пăхнă, халĕ тивĕçлĕ канăва кайнă пулсан та фермăра тăрăшать. Игорьпе Борис Петровсем тислĕк тасатакан транспортер операторĕсем пулса ĕçлеççĕ, вăкăрсемпе лашасене апатлантараççĕ, ĕçтереççĕ. Пушмаксене Антон Матвеевпа Владимир Иванов пăхаççĕ. Суккул ялĕнчи çуллахи 1№ лагерте выльăхсене Геннадий Яковлев, Владимир Варламов, Валерьян Кирилов кĕтÿ кĕтеççĕ. Нумай çул хăйсен ĕçне лайăх пурнăçлакан Светлана Иванова, Рита Яковлева, Надежда Павлова, Лиля Викторова ĕнесене сăваççĕ. Василий Иванов водитель хĕрарăмсене ĕç вырăнне илсе çитерет тата сумалли хатĕрĕн операторĕ шутланать.
Акимбекри çуллахи лагерте сăвăнакан ĕнесене Валерий Антонов, Николай Антонов тата Сергей Трофимов пăхса тăраççĕ. Люция Тихоновапа Людмила Яковлева, Вера Николаевапа Ольга Антонова ĕнесене сăваççĕ. Водитель, учетчик, фураж салатакан, сумалли хатĕр операторĕн тивĕçĕсене Кузьма Максимов пурнăçлать.
Машинăпа сăвакан операторсен хушшинче ăмăрту пырать. Сĕт суса илессипе - Светлана Иванова малта, иккĕмĕш вырăнта - Вера Николаева, Надежда Павлова - виççĕмĕш, - ăнлантарса парать Радик Петров.
Фермăра ĕçлекенсен ĕçĕпе хуçалăх ертÿçи Геннадий Семенов та кăмăллă.
- Выльăх-чĕрлĕх ÿстерекенсем йывăрлăхсене пăхмасăр пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Кашни ĕçчен çине шанма пулать. Хĕл каçма çăмăл пулмасть, анчах та ушкăн пĕрлĕхре ĕçлесен хĕнлĕхсене çĕнтерме пултарăпăр, - шанăçа çухатмасть Крупская ячĕллĕ СПК ертÿçи.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Суккул ялĕ.

Типĕ çанталăк улшăнусем кĕртнĕ
Типĕ çанталăк улшăнусем кĕртнĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: