– 1525 тонна вăрлăх ыйтнине тивĕçтермест. Шăтаслăх енĕпе Пишпÿлек районĕнче – 90 тонна‚ Мелеуз тăрăхĕнче – 565 тонна‚ Федоровкăра – 690 тонна‚ çÿпленнĕ енĕпе Архангельск районĕнче – 60 тонна‚ Ермеккей тăрăхĕнче – 120 тонна вăрлăх кондициллĕ мар. Авăркаспа Пелепей‚ Давлеканпа Куюргазă‚ Дуванпа Туймазă‚ Кармаскалăпа Çтерлĕ‚ Чекмагушпа Чишма районĕсенче те кĕрхи культурăсен вăрлăх пахалăхне тĕрĕсленĕ. Паянхи кун ака-суха валли кондициллĕ вăрлăх хатĕрлессипе çыхăннă ĕç малалла пырать. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра 57 вăрлăх хатĕрлекен хуçалăх ĕçлет. Вĕсенче чăн тата элита вăрлăхсен ытларах пайне çитĕнтереççĕ‚ – тесе пĕлтернĕ вăрлăх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен Россельхозцентрăн Пушкăртстан Республикинчи филиалĕн ертÿçин çумĕ Лилия Бакиева.
Пушкăртстанри ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов çакна ăнлантарса панă: вăрлăхлăх хатĕрленĕ тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен 95% – пушкăрт селекцийĕ. Çавăн пекех аграрисем Тутарстанра‚ Саратовпа Эрĕнпур облаçĕсенче ака-суха материалĕсем туянаççĕ.
– Чикĕ леш енчи селекци вăрлăхĕсем пысăк тухăç параççĕ‚ пĕр гектартан 100-120 центнер пухса илме пулать. Çав шутра тырăсен кĕске туналлă тĕсĕсем пулнине палăртса хăвармалла. Пирĕн селекционерсем асăннă ÿсен-тăрансем вырăнти çанталăк условийĕсенче çитĕнччĕр тесе ĕçлеççĕ. Çавăнпа пирĕн хирсенче пĕр гектартан чи нумайи 30 центнер пухса илме пулать‚ – тенĕ министр.
Ильшат Фазрахманов сăмахĕсем тăрăх‚ тĕп тĕллевсенчен пĕри Раççей селекцийĕн вăрлăх виçине 80 процента çитересси‚ 20% çеç ют çĕршывран туянасси пулса тăрать.
Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра сахăр кăшманне 98 процент ют çĕршывран илсе килнĕ вăрлăхран çитĕнтереççĕ‚ хĕвел çаврăнăшне 50 процент чикĕ леш енче туянаççĕ‚ тепĕр çурри – Раççей селекцийĕ.
– Пушкăртстанра хĕвел çаврăнăш акмалли лаптăксене ÿстермессе‚ культурăна 300 пин гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Эпир хамăр усă курнинчен ултă хут нумайрах акатпăр‚ – тенĕ ял хуçалăх ведомствин ертÿçи.
Çав вăхăтрах пăрçа‚ люцерна‚ соя тата выльăх апачĕн культурисене çĕршывра туса кăларнă вăрлăхсенчен çитĕнтернине те палăртса хăварнă.
– Селекци енĕпе тата вăрлăхсем ĕрчетессипе вăй хуракан фермер хуçалăхĕсемпе пĕрле ĕçлекен республика учрежденийĕ кирлĕ. Çитес вăхăтра асăннă темăпа семинар йĕркелĕпĕр‚ – палăртнă ял хуçалăх министрĕ.
Ирида НОВИКОВА.