- Йывăр та яваплă ял хуçалăх сезонĕ вĕçленсе килет, - чăннине пĕлтерчĕ агрофирма ертÿçи Сергей Михайлов. – Кăçалхи типĕ çанталăк мĕнпур культурăсен тухăçне сиен кÿчĕ. Анчах çакă алă усмалли сăлтав мар. Пирĕн малашлăх, налог тÿлесси, кредит парăмĕсене татасси тата хуçалăхри ĕçченсене тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтересси çинчен шухăшламалла. Пĕтĕмĕшле хирсен пусă çаврăнăшне унччен маларах кăпкалатман тата ĕçе кĕртмен, çавăн пекех 1530 гектар çинчи çĕртме çĕрĕсене хута яни уй-хир ĕçĕсен уйрăмлăхĕ пулса тăчĕ. Шăпах çакă кăçалхи ял хуçалăх ĕçĕсен лайăх енĕ шутланать.
«Раççейĕн тава тивĕçлĕ фермерĕ» ята тивĕçнĕ ертÿçĕ кĕрхи сухапа çыхăннă цифрăсемпе паллаштарать. Вĕсем чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Сăмах май 1235 гектарне - йывăр дискаторпа, 1540 гектар çĕр лаптăкне акапуçпа тарăн сухаланă. Хуçалăхри кĕрхи культурăсем - ырашпа тулă - 974 гектар йышăнаççĕ. Çак кунсенче çĕр ĕçченĕсем хура тула пуçтарса пĕтернĕ.
- «Кадрсем пурри ыйтусене татса пама пулăшать» совет саманинчех çирĕпленсе юлнă каларăш тĕрĕс пулнине темиçе хутчен ĕнентĕм, - калаçăва малалла тăсрĕ Сергей Михайлов. – Иксан Валиев пуян опытлă инженер-технолог тата Дмитрий Михайлов «Родник» агрофирма директорĕн çумĕ шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех Леонид Лакомкин тракторист ĕçне те палăртса хăвармалла. Вăл çурхи культивацине 1850 гектар çинче пурнăçларĕ, кĕрхи çĕртмене – 1100 гектар çинче. Владислав Никитин малта пыракан комбайнер пĕр-пĕччен 1530 гектар çинчи тухăçа пуçтарса илчĕ. Унсăр пуçне мĕнпур механизаторсен тăрăшулăхне тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Вĕсен шутĕнче – Александр Анисимов, Юрий Мускатин, Александр тата Алексей Никитинсем, Александр Леонтьев. Геннадийпе Михаил Гавриловсем, Геннадий Макеев водительсем те алă усса лармарĕç, тăрăшса ĕçлерĕç. Механизациленĕ йĕтем çинче Александр Старков, Алексей тата Святослав Михайловсем машинистсем вăй хучĕç. Çакăн пек кадрсемпе кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма пулать.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.