Ял хуçалăх отрасльне укçа-тенкĕ хывни каялла тупăшпа таврăнакан пулăм. Çакна Пишпÿлек районне 2021 çулта килнĕ «А7 Агро-РБ» агрохолдинг инвестор тĕслĕхĕ çинче те çирĕплетме пулать.
– «А7 – Агро» ял хуçалăх предприятийĕ тулли çаврăмпа – «хиртен лавккари сентресем çине» принциппа - ĕçлет. Пирĕн хамăрăн элеваторсем пур, ял хуçалăх продукцинчен тĕрлĕ таварсем туса кăларассине йĕркеленĕ. Компани çамрăк, 2016 çулта Эрĕнпур тăрăхĕнче ĕçлеме пуçларăмăр, 2017 çулта – Пушкăртстанра. Республикăра агрохолдингăн предприятийĕсем Зианчура, Куюргазă, Балтач, Бурай, Бирск районĕсенче пур. Нумаях пулмасть Пишпÿлек çĕрĕсем çинче хамăрăн палăртнă плансене пурнăçа кĕртме пуçларăмăр. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата тыр-пул çитĕнтересси тĕп енсем пулса тăраççĕ. Кашни подразделени хăй тĕллĕн ĕçлет: кирлĕ техника çителĕклĕ, ял çыннисене ĕçпе тивĕçтеретпĕр. Зианчура районĕнче кивелсе юрăхсăра тухнă сĕт-çу комплексне туянса ăратлă выльăхсем ĕрчетме пуçларăмăр. 2021 çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, пĕр ĕне пуçне вăтамран 11600 литр сĕт суса илтĕмĕр. Ытти районсенче тыр-пул çитĕнтеретпĕр. Пушкăртстанра эпир 50 пин гектар çĕрпе усă куратпăр. Вĕсем çинче тĕрлĕ культура çитĕнтерме пирĕн спутник навигацийĕ тата ГЛОНАС вырнаçтарнă техника пур, мĕнпур хирсене цифровизаци тунă, - паллаштарать «А7-Агро-РБ» агрохолдингăн ĕç тăвакан директорĕ Динар Калимуллин.
Асăннă компани хăйĕн ĕçĕсене Пишпÿлек тăрăхĕнче Кистенлĕ ялĕ (вăл Пăслăк ял Канашне кĕрет) çывăхĕнче пурнăçлать. Район территоринче уйрăм предприяти йĕркеленĕ. Унăн хăйĕн ертÿçи пур, унсăр пуçне туса илнĕ продукцине те уйрăм шута илеççĕ, вырăнти бюджета налог тÿлеççĕ.
Инвесторсем кунта район администраци чĕннипе килнĕ. Малтан консервациленĕ хуçалăха туянса кирлĕ хутсене законпа килĕшÿллĕн алă пусса йĕркене кĕртнĕ. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 4700 гектарпа танлашнă. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕн 9-мĕш кунĕнче пуçласа сухана тухнă. Çак вăхăтран пуçласа уй-хирте ĕç вĕре пуçланă. Малтан вара вĕсем пилĕк çул хушши пушă выртнă.
«А7 –Агро» çĕр ĕçченĕсем кăçалхи çур акине те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кĕркунне çĕре им-çамласа кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çынсен çĕр пайне арендăна илнĕшĕн вĕсене тÿлевпе (пĕр пайшăн 2 центнер комбикорм) саплаштарнă.
– Çуркуннехи тапхăрта икĕ сменăпа ĕçлеме механизаторсен штатне çирĕплетнĕ. Пире ĕçчен алăсем, специалистсем кирлĕ, – тет Динар Дамирович.
Инвестици ыйтăвне малалла тăснă май ертÿçĕ малашнехи плансем çинче те чарăнса тăчĕ.
– Тыр-пул çитĕнтерессипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлĕпĕр. Плансен пĕрремĕш пайне пурнăçлас тĕллевпе усă куракан çĕрсен лаптăкне 10 пин гектара çитерме ĕмĕтленетпĕр. Хĕл кунĕсенче пухусем, суту-илÿ аукционĕсем ирттертĕмĕр. Халĕ компанин 5500 гектар çĕр пур. Çĕнĕ техника туянатпăр. Паянхи кун тĕлне тракторсемпе, автомобильсемпе, акмалли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. Çур аки валли вăрлăх çителĕклĕ, удобрени турттаратпăр. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме пушă ларакан фермăна туянтăмăр, малашне пысăк ăратлă выльăх тытма пуçласшăн, – ыранхи кун çине шанчăкпа пăхнине çирĕплетет Динар Калимуллин. Çав вăхăтрах вăл производствăна çĕнетме тата аталантарма ĕмĕтленнине те пытармарĕ.
Мĕнех, ял çĕрĕ çине çакăн пек инвесторсем килни паха пулăм. Тепĕр чухне Раççейре çÿлти шайрах ялсен шутне чакармалла тенĕ чухне çакăн евĕр ырă пулăмсем иккĕленÿллĕ туйăмсене сирсе яма пулăшаççĕ. Апла ял пурăнать, вăл аталанать. Çакна шанас килет.
Ирина ФОМИНА.
Пишпÿлек районĕ.