Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
18 Майӑн 2022, 11:00

Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ

Ака-суха ĕçĕсене кирек хăçан та ĕçе лайăх пĕлекен çĕр ĕçченĕсене шанса панă. Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ СПКра, районти ытти хуçалăхсенчи пекех, тыр-пул ĕçченĕсен коллективĕ пысăк опытлă çынсенчен тăрать.

Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ
Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ

– Кăçалхи çул та пирĕн хуçалăхра ака-суха кампанийĕ хăйĕн йĕркипе пырать. Механизаторсем çурхи уй-хир ĕçĕсене пысăк яваплăхпа пуçларĕç, техника йĕркерен тухмасăр ĕçлет. Çĕр пахалăхĕ уй-хирсен мĕнпур лаптăкĕсем çинче те ĕçсене илсе пыма май парать. Паянхи кун тĕлне ир çитĕнекен тĕш тырă культурисене акса пĕтертĕмĕр. Хĕвел çаврăнăш тĕшшине çĕре хывассипе çыхăннă ĕçсем май уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçленчĕç. Техника культурисене çывăх вăхăтра акма палăртатпăр, – тет хуçалăхăн агрономĕ Евгений Антонов.
Йĕтем çинче те хĕрÿ ĕç пырать. Унта йĕтем заведующийĕ Николай Сергеев, ЗАВ-20 моторисчĕ Денис Максимов вăй хураççĕ. Ольга Константиновапа Валентина Воронина вăрлăхсене акас умĕн им-çамлаççĕ, хатĕр вăрлăха тиесе яраççĕ.
Хуçалăхăн уй-хирĕсенчен пĕринче Вячеслав Сергеевпа Виктор Архипов механизаторсем Т-150 икĕ тракторпа сĕлĕ акас ĕçре вăй хунă. СЗ-2 прицеплă сеялкăсемпе Владимир Ивановпа Владимир Ерофеев тăрăшнă. Виктор – хуçалăхри чи çамрăк трактористсенчен пĕри. Вячеславăн тĕп профессийĕ – инженер, анчах хĕрÿ тапхăрта вăл трактор рулĕ умне ларать. Вăрлăхпа Вячеслав Кузьмин тивĕçтернĕ. Унăн водитель стажĕ 42 çулпа танлашать. Çапла çĕр ĕçченĕсем 66 гектар сĕлĕ акнă.
Виктор Сафроновпа Анатолий Сергеев сеяльщиксем урпана 200 гектар лаптăк çинче акса хăварнă. Вĕсем патне ГАЗ-53 çинче ĕçлекен опытлă водитель, ĕç стажĕ 43 çул, Петр Дмитриев вăрлăх турттарса тăнă. Пĕтĕмĕшле виçĕ тракторпа 1000 гектар çинче ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă.
110 гектар йышăнакан уй-хирте, ăна хĕвел çаврăнăш тĕшши акма уйăрнă, «Веста-8» сеялкăллă МТЗ-82 тракторпа Юрий Семенов, СУПН-8 сеялкăллă МТЗ-80-па Григорий Антонов тăрăшнă. Вăрлăхпа Николай Егоров пенсионер лашапа турттарса тивĕçтернĕ. Владислав Архипов МТЗ-80 трактор хыçне çаклатнă катокпа асăннă лаптăка пусарнă, урпа хирĕнче те вăлах ĕçленĕ.
Борис Данилов СЗ-5,4 сеялкăллă МТЗ-80-па тулă акнине палăртса хăвармалла. Евгений Апанасов СЗ-3,6 агрегат çинче эспарцетпа илепер (донник) çĕре хывнă. Владимир Павлов ГАЗ-53 автомобильпе вăрлăх турттарса тăна. Сеяльщик тивĕçĕсене Евгений Гордеев пурнăçланă.
Çĕре кăпкалатас ĕçе МТЗ-1221 кустăрмаллă тракторпа Марсель Нургалиев, Реваль Гильманов тата Сергей Васильев пурнăçланă. Сергей май уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенченех уй-хире тухнă, маларах вăл Суккул ялĕнчи выльăх ферминче ĕçленĕ.
Енчен те техника вансан Николай Алексеев опытлă токарь тата Владимир Игнатьев сварщик ăна юсама пикенеççĕ. Уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче тыр-пул ĕçченĕсем валли Лилия Петровапа Нила Николаева поварсем тутлă кăнтăр тата каçхи апатсем пĕçереççĕ.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ.

Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ
Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ
Тĕш тырăсене акса пĕтернĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: