Эпир асăннă хуçалăхра вырма ĕçĕсем пуçланнă вăхăтра пултăмăр. Шăпах ун чухне 33 гектар çинчи пăрçана çапса илсе пÿлмене кĕртме ĕлкĕрнĕччĕ.
– Кăçалхи тухăç савăнтарать, ĕçлес кăмăла çĕклет. Пăрçа тухăçĕ – гектартан 33 центнер. Пĕтĕмĕшле ăна 33 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр, – паллаштарать предприяти ертÿçи тĕш тырă кĕлетĕнчи çĕнĕ тухăçа кăтартнă май.
Чăн та, сап-сарă тĕслĕ пăрçана алла тытсан ылтăнпа вылянăн туйăнать. Пурте пĕр виçеллĕ, шутласа хунă шăрçасем тейĕн, пĕрин çинче те хурт-кăпшанкă тупаймăн. Хăйĕн тулаш илемĕпе илĕртнине чăтаймасăр пĕр-икĕ пĕрчине çисе те пăхрăм. Тути те кăмăллă.
Паянхи кун хуçалăхра вырман уй-хирти паттăрĕсен шутне тивĕçлипе Борис Данилов, Владимир Иванов, Виталий Чугунов механизаторсене тата Виталий Семенов водителе кĕртмелле. Эпир вырăнта пулнă кун пĕрремĕшĕ 74 гектар йышăнакан кĕрхи тулла МТЗ-80 трактор çумне çаклатнă ЖВЗ-7 жаткăпа выратчĕ. Борис Вячеславович тыр-пул çитĕнтерес ĕçре вăй хума тытăннăранпа 40 çул ытла та иртнине пĕлтерчĕ. Ун аллинчи техника та çав çулсенче туяннăскер, анчах та шанчăклă та ĕçчен алăра вăл стена çинчи сехет пек пĕр тикĕс ĕçлет – çĕннинчен нимпе те кая мар. Унсăр пуçне ăна Беларус-1523 шанса панă. Тракторист ĕçĕпе хуçалăх ертÿçи те кăмăллă.
– Çакăн пек çынсем çинче хуçалăх тытăнса тăрать. Пирĕн механизатор-комбайнерсем кашниех икшер техника çинче ĕçлеççĕ. Вĕсемех акаççĕ, çум курăкран им-çам сапаççĕ, вырма ĕçне хастар хушăнаççĕ. Хĕл кунĕсенче фермăра та ĕçĕ çителĕклех, –пурнăç чăнлăхĕпе паллаштарать Александров юлташ.
Уй-хирти тухăçа хак панă май эпир юнашарти ана çине куçатпăр. Кунта кĕрхи ыраш тухăçлă çитĕннĕ. Ăна çулнă паккуссем хулăн та парка курăнаççĕ. Ана хĕрринче икĕ комбайн тата КамАЗ автомобиль тăраççĕ, вĕсемпе юнашарах хуçисем.
– Ĕнерхи çумăр ĕçе пуçлама чарать-ха. Ахăртнех, пучахсем нÿрлĕрех. Пĕрер сехет кĕтме тÿр килет, – сăмах хушрĕ çĕр ĕçченĕсенчен пĕри сывлăх сунса алă панă май.
Чăн та, кăнтăрлахи апат умĕн эпир йĕтем çине çитнĕ çĕре çак ана çийĕн тусан вĕçни аякран курăна пуçларĕ.
– Пирĕннисем çапма тытăнчĕç. Апла пурте йĕркеллех, – терĕ Александр Анатольевич çутă кунăн кашни сехечĕ шутра пулнине систерсе.
Хиртен килекен тĕш тырă пĕтĕмпе Меселпуç йĕтемĕ çине кĕрет. Кунти ĕçсене – тырра типĕтессипе сăвăрассине, кĕлете ăсатассине, территоринчи тасалăха тытса тăрассине – Виктор Иванов йĕркелесе пырать. Унпа пĕрле Игорь Петров, Павел Степанов, Алексей Игнатьев мотористсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Вăхăтран-вăхăта Анатолий Николаев тĕп инженер пулăшăвĕ те кирлĕ пулса тухать, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра чылай ĕçе механизациленĕ.
Йышпа тăвакан ĕçре кашни ĕç вырăнĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырма-акара вара уйрăмах. Çавăнпа та ĕçченсене вĕри апатпа тивĕçтерекенсем çинчен те манар мар. Çак тивĕçе «Мичурина» ОООра Маргарита Осиповапа Лариса Никитина поварсем чунне парса пурнăçлаççĕ. Халăхра «тутă çын выçă çÿрекене ăнланмасть» теççĕ. Апла пулсан выçă çын ĕç тĕлне те пĕлмест. Сĕтел çинчи тутлă апат кăмăла çĕклет пулсан ĕç тухăçĕ те пулатех. Кун пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.