Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
13 Сентябрӗн 2022, 11:47

Ыранхи тухăç паян тунă ĕçрен килет

Нумаях пулмасть Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ СПК 11 млн тенкĕ яхăн тăракан «Полесье» УЭС-280 выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн туяннă. Çĕнĕ техникăпа районта пĕрремĕшсем пулса кукуруза çулма тухнă, халĕ ăна силоса хываççĕ.

Ыранхи тухăç паян тунă ĕçрен килет
Ыранхи тухăç паян тунă ĕçрен килет

Асăннă техникăна опытлă механизатора Юрий Семенова шанса панă. Вĕтетнĕ тухăçа комбайн айĕнчен Суккулти выльăх-чĕрлĕх ферми çывăхĕнчи шăтăка КамАЗпа Размик Павлов турттарса тăрать.
Мĕн чухлĕ рейс тунине тата симĕс масса илсе килнине хăй вăхăтĕнче агроном пулса ĕçленĕ Вячеслав Васильев шута илсе пырать. Борис Андреев Т-150 тракторпа сĕтеклĕ апата пусарса тăрать.
– Кăçал кукуруза начар мар çитĕнчĕ. 80 гектартан 950 тонна хыврăмăр. Культура масси лайăх, вăл пиçсе çитнĕ. Кĕрхи тĕш тырăсене те вăхăтра акса хăвартăмăр. Виктор Сафронов Т-150 тракторпа тăпрана вăрлăх хывма хатĕрлерĕ. 155 гектар лаптăк çине кĕрхи ыраш акрăмăр, 100 гектар çине – кĕрхи тулă. Çак ĕçре СЗ-5,4 сеялкăллă МТЗ-80-па Евгений Апанасов тăрăшрĕ. Сеяльщик тивĕçĕсене Евгений Гордеев пурнăçларĕ. Вячеслав Кузьмин ГАЗ-53 автомобильпе вăрлăх турттарса тăчĕ. Çамрăк механизатор Дмитрий Максимов ЗКК-5-пе асăннă лаптăка пусарчĕ. Ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен çумăр çурĕ. Çакă вăрлăхсене тухăçлă шăтса тухма тата аталанма май парĕ, – ăнлантарса пачĕ хуçалăх агрономĕ Евгений Антонов.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ,
Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: