Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
12 Октябрӗн 2022, 13:10

Анасем çинчи юлашки гектарсем

Кукурузăна силос валли вырса илнĕ хыççăн Мияки районĕнчи «Нива» СПК механизаторĕсем хĕвел çаврăнăш тĕшшине пухма тытăннă.

Анасем çинчи юлашки гектарсем
Анасем çинчи юлашки гектарсем

Репортаж хатĕрленĕ вăхăтра асăннă ĕç хирте виççĕмĕш кун пыратчĕ. Çитмĕл гектар çĕр лаптăкĕ çинче виçĕ Acros-550 комбайн ĕçлетчĕ. Хир карапĕсен штурвалĕсене Юрий Филиппов, Александр Михайлов тата Павел Матвеев опытлă механизаторсем тытса пыратчĕç. Комбайн бункерĕсем кĕске вăхăт хушшинче хĕвел çаврăнăш вăррисемпе тулса тăраççĕ. Тухăçа ана çинчен КамАЗ автомашинăпа Владимир Яковлев, ЗИЛпа Владимирпа Анатолий Яковлевсем, МАЗ автомашинăпа Расим Зигануров турттараççĕ.
– Пирĕн хуçалăхра хĕвел çаврăнăш 600 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне механизаторсем асăннă культурăн 350 гектарне çапса илнĕ. Тухăçлăх гектартан вăтамран 20 центнерпа танлашать. Хăш-пĕр анасем çинчен механизаторсем гектартан 25-27 центнер хĕвел çаврăнăш çапса илеççĕ. Пирĕн ĕçченсем тÿрĕ кăмăлпа, тăрăшса ĕçлеççĕ. Кашни хăйĕн тивĕçне вăхăтра тата кирлĕ шайра пурнăçлать, – паллаштарать хуçалăх ертÿçи Александр Петров. – Кукурузăна силос валли çулса илес ĕçре «Полесье» КЗС комбайнпа Ринат Хамитов лайăх тăрăшрĕ, ăна КамАЗпа Виктор Максимов, МТЗ-81,2 тракторпа Евгений Алимпиевпа Николай Шурков, Сергей Ефремовпа Ульфат Хафизов турттарчĕç. Вĕсем симĕс массăна Кекенти сĕт-çу ферми çывăхĕнчи силос шăтăкне çитерсе тăчĕç. Силоса пусăрăнтарас, тикĕслес ĕçе Вячеслав Богданов К-700 тата Станислав Павлов Т-150 тракторсемпе пурнăçларĕç. Вĕсене пулăшаканĕ, рабочи ĕçне тăваканĕ Борис Алексеев пулчĕ.
Хĕвел çаврăнăш вăррине пухас ĕç пынă чухнех пушаннă анасене Александр Иванов çамрăк механизатор «Versatile» тракторпа сухаланă. Çамрăкăн ашшĕ Константин ĕмĕр тăршшĕ хуçалăхра механизатор пулса тăрăшнă. Иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнчен ывăлĕ те çĕр ĕçне хутшăнчĕ. Хуçалăхра çамрăк кадрсем пулни кăмăла çĕклет, малашне те çĕр çинче çăкăр ÿстерекенсем пулас шанчăк çуратать.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Анасем çинчи юлашки гектарсем
Анасем çинчи юлашки гектарсем
Анасем çинчи юлашки гектарсем
Анасем çинчи юлашки гектарсем
Анасем çинчи юлашки гектарсем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: