- Çар ячĕпе çыхăннă Агрессор F1 купăста çут çанталăк кутăнлăхне парăнмасть тесен те юрать. Купăста пуçĕсем кăлтăклăхĕ (брак) пĕчĕк, сутма юрăхсăр тухăç виçи 6-8% çеç танлашать. Химисĕр çитĕнтернĕ çимĕç тути техĕмлĕ. Вăл ÿсен-тăрансен чирĕпе, фузариозпа, чирлемест.
Мара сорт вара Белоруси селекционерĕсен чи лайăх çитĕнĕвĕсенчен пĕри. Купăста пуçĕсем 4-4,5 килогрампа танлашаççĕ. Вĕсем шап-шурă та шултра, çирĕп. Çав вăхăтрах çимĕç сĕткенлĕ пулса çитĕнет. Асăннă сортăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ пĕр тăваткал метрта 8-10 килограма çитет. Мара хăйсем тĕллĕн купăста йÿçĕтекенсем валли юрăхлă сорт, - паллаштарчĕ Михаил Александров.
Хуçалăх ертÿçи хăйĕн продукцийĕн çитĕнĕвĕсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Сăмахран, фермер савăнăçне пытараймасăр пурнăçри чăнлăхпа тÿр килмен япаласем çинчен каласа кăтартать - кăçалхи купăстана шоколадпа танлаштарать. Чăннипех вăл пÿпленĕ май чĕлхе айĕнче шоколадăн йÿçĕ-пылак тути аса килет, пуçра вара купăста шатăртани илтĕнет…Çав вăхăтра купăста çулçине татса çиес килет.
Михаил Иванович мерчендайзер та, менеджер та мар. Вăл çак профессисене алла илмен. Çакăн йышши çынсене Турăран килнĕ сутăçă тесе калаççĕ. Михаил кăмăлĕпе сăпайлă та вăтанчăк фермер. Апла пулин те çынсемпе час паллашать, пĕр чĕлхе тупать.
Фермер хăйĕн таварне сутма пĕлет. Вăл çак ĕçе продукцие туянакана хистесе е улталаса сутмасть. Михаил Александрович çынпа шанчăклă çыхăну йĕркелеме пĕлнĕрен суту-илÿ ĕçне тухăçлă пурнăçлать. Çирĕм çулпа танлашакан ĕç опычĕ те хăйĕн çимĕçне парать-тĕр.
Кĕрхи сивĕсем çитес умĕн хăярсемпе помидорсене, сухана (Стардаст), кишĕре (Нантская) пухса кĕртнĕ, Аксаково ялĕнчи Садовая урамра вырнаçнă пахча çимĕç путвалне ăсатнă. Купăстана та (Агрессор F1, Мара) çавăнтах Çĕнĕ çул салачĕсем валли вырнаçтарĕç. Çав вăхăтрах фермер çимĕçе Пелепей хулипе Приютово поселокĕнчи суту-илÿ точкисене сутма тăратать.
Халĕ Михаил Александров вулакансене хăйĕн салат рецепчĕпе паллаштарĕ:
- Ытлашши сăмах вакламăпăр. Эпĕ кимчи (халăхра чимча тесе калаççĕ) çиме юрататăп. Купăстан кашни çулçине пăрăç хутăшĕпе сăтăрмалли йĕркене шута илсен, çак апат манăн организма сиен кÿрет тесен те йăнăш пулмĕ. Çавăнпа пăрăçпа сăтăрмалли процедурăна сиктерсе хăваратăп. Унсăр пуçне вакланă купăстана йÿçĕтетĕп. Çакна корей халăхĕнчен вĕрентĕм. Шансамăр, «кăткăс» тата «çăмăл» чимча тути уйрăлса тăмасть…Уйрăмлăх пулмасан мĕншĕн ĕçе йывăрлатмалла?
Вакланă купăстана тăвар шывне хумалла, пăрăç хутăшне блендерпа ирмелле, пурне те пĕрле пăтратмалла, банкăсене ямалла. Салат хатĕр!
Кирлĕ ингридиентсем (7 порци тухать):
Купăста – 1 пуç, чили пăрăçĕ – 3 шт, тăвар – 0,5 пысăк кашăк, ыхра – 40 г, вĕри шыв.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ.