Паянхи кун тĕлне пирĕн районта ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă 22 пысăк организаци, 76 хресченпе фермер хуçалăхĕ тата 9 пине яхăн хушма хуçалăхпа пурăнакан пур. Вĕсен хушшинче 2007 çулта никĕсленнĕ, çултан çул тыр-пул ÿстерессипе лайăх кăтартусемпе савăнтаракан, çирĕп аталанакан «Родник» агрофирма тулли мар яваплă пĕрлĕх те пур. Анлă тавракурăмлă, пуçаруллă, çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă Сергей Михайлов хуçалăх мĕн йĕркеленнĕренпех унăн улшăнми ертÿçи шутланать.
Йышăнусем тунă чухнехи йывăр тапхăр тата çĕнни чăмăртанни
Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ, тăван кĕтесне чунтан юратакан, ун пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан, ĕçчен çын çеç ял хуçалăхĕнче тытăнса тăраять. Сергей Михайлов çавăн пек çын та. Хыçра – çитес кунра шанчăклăх паракан, тĕрĕс йышăнусем тума пулăшакан пуян пурнăç опычĕ. Шăпа çак çынна хресченĕн çăмăл мар ĕçне пурнăçлама, тăван Алексеевка тата район центрĕн аталанăвĕшĕн тÿпе хывма пÿрнĕ пулĕ.
Район центрĕнчи вăтам шкулта вĕренсе тухнă хыççăн Тельман ячĕллĕ колхоз направленийĕпе çамрăк каччă Пелепейĕнчи ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Çар хĕсметне кайиччен тата ун хыççăн выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлекен колхоз председателĕн çумĕ таран «ÿснĕ». Унтан Тюменьти индустри институтĕнче куçăн мелпе вĕренсе тухнă, инженер-механик специальноçне алла илнĕ. Асăннă хулара юлса хăйĕн специальноçĕпе ĕçлеме май пулнă, анчах та çамрăка тăван кĕтесĕ куçа курăнман вăйпа туртнă. Çапла вăл 1993 çулта Пишпÿлек районне таврăннă, фермер хуçалăхне йĕркелеме шутланă.
– Çĕнĕ ĕç пуçарса яма, паллах, йывăр. Чылай хĕнлĕх витĕр иртмелле, – каласа парать Сергей Квинтильянович. – Ху мĕн тăвассине лайăх ăнланатăн пулсан, йывăрлăхсем сирĕлеççĕ, сиксе тухакан ыйтусене татса пама пулать. Шикленмелле мар çеç. Фермер стажĕ манăн 29 çул, – калаçăва тăсать С. Михайлов.
Хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, уйрăм предприниматель С.К. Михайлов 2000 çулсенче ăнăçуллă фермер шутланнă. 2007 çулта район ертÿçисем кая юлнă хуçалăхсене ăнăçлă фермерсен аллисене пама шутланă.
– Манпа та çапла пулса тухрĕ. Тельман ячĕллĕ колхоз (совет влаçĕ вăхăтĕнче районта малтисен шутĕнчи миллионер хуçалăх шутланнă) аран çеç ĕçне илсе пынă. Унăн уй-хирĕсемпе фермисем район центрĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Районти ял хуçалăх «пичĕ» шутланнă. Мана банкрота тухнă хуçалăха ертсе пыма ÿкĕтлеме тытăнчĕç. Пĕрремĕш ÿкĕтлекен çын районти хресченпе фермер хуçалăхĕсен ассоциацийĕн председателĕ Иван Константинович Никитин пулчĕ, унтан колхоз бригадирĕ Семен Васильевич Колпаков килчĕ. Район администраци пуçлăхĕ Наиль Габдуллович Гатауллин тата ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Аглянур Каримович Башаров хуçалăха ертсе пыма ыйтрĕç. Вĕсен сăмахне итлеме тÿр килчĕ. 2007 çулхи февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче мана Тельман ячĕллĕ колхоз председательне суйларĕç. Ял хуçалăх производство кооперативĕн правлени ушкăнне те йышăнчĕç. Унта Виталий Иванович Ефремов, Рефкат Минтипилович Шакиров тата Василий Иванович Иванов кĕчĕç. Хамăн ĕçлĕ пурнăçа пуçланă, аттепе Квинтильян Афанасьевичпа çума-çумăн ĕçленĕ хуçалăха каллех таврăнма тиврĕ. Вырăнти колхоз ĕç-хĕлне пĕтĕм çĕршывĕпе пулса иртекен 90-мĕш çулсенчи улшăнусем аркатнă тесе шутлатăп. Вăл вăхăтра пултаруллă колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Протасий Моисеев пуян та паха опытне тĕп тунă. МТМра пĕр ĕçлекен техника та çукчĕ, лайăххисене кама кирлĕ илсе кайса пĕтернĕччĕ. Кĕлетсемпе хуралтăсем юсавсăрччĕ, сĕт-тавар ферминчи мăйракаллă шултра выльăхсем япăх, шăммипе тирĕ çеç. Пĕрре мар ÿкĕнтĕм çак хуçалăха ертсе пыма килĕшнĕшĕн. Пур пек укçа-тенкĕпе асăннă хуçалăха ура çине тăратма, çĕнĕрен йĕркелеме тиврĕ. Малтанлăха укçана çилпе вĕçтерсе янă пекех туяттăм. Вĕсем нихăçан та каялла таврăнмĕç тесе пăшăрханаттăм. Пĕрремĕш çулсем питĕ йывăр килчĕç. Техникăпа укçа-тенкĕ çитместчĕ. Ушкăнри çынсем туслă та çирĕп пулнипе çăмăл мар тапхăра тÿссе ирттертĕмĕр. Лару-тăру йĕркене кĕре пуçларĕ. Хуçалăхăн пуласлăхĕшĕн хăрани ирхи тĕтре пек сирĕлчĕ. Хĕрÿ ĕç тапхăрĕ пуçланчĕ. Мана йывăр вăхăтра пулăшнă, шанчăк парса тăнă çынсене асăнса хăварас килет. Вĕсем – Владимир Петрович Скобелев, Владимир Федорович Корнилов, Владимирпа Андрей Андреевсем, Виталий Иванович Иванов. Хуçалăхра халиччен ĕç ветеранĕсем Михаил Алексеевич Прокопьев, Александр Павлович Старков, Валерий Егорович Кузьмин тата Канафия Файзуллинович Габдуллин тăрăшаççĕ. Маларах çак хуçалăхра ĕçленисене те манмастпăр. Тельман ячĕллĕ колхоз председателĕсем пулса ĕçленĕ В.С. Исаевпа, Г.А. Макеевпа, Н.И. Молчановпа тата А.Е. Ивановпа çыхăну тытатпăр, – иртнине хумханса аса илет хуçалăх ертÿçи.
Хĕрÿ кунсем
Паянхи кун «Родник» агрофирма» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх ура çинче çирĕп тăрать. Тыр-пул ÿстерекен хуçалăхăн 2000 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Унта урпа, кĕрхи ыраш, кĕрхи тата çурхи тулă, сĕлĕ тата хуратул ÿстереççĕ. Кăçал çут çанталăк условийĕсем ункайлă пулмасан та хуçалăх халиччен пулман тухăç – гектартан 33,5 центнер тĕш тырă пухса илме пултарнă. Çакă Пишпÿлек районĕпе çеç мар, республикипе те лайăх кăтарту шутланать! Пĕтĕмĕшле тĕш тырă культурисене 51 300 центнер пухса илнĕ. Кунта С.К. Михайлов минераллă удобренисемпе хими препарачĕсемпе ытлашши усă курманнине те каласа хăварас килет.
– Паллах, им-çамсем ÿсен-тăрана хăвăртрах çитĕнме май параççĕ, çум курăкран хăтараççĕ. Анчах та вĕсемпе усă курсан экологи енчен таса продукт илсе пулмасть. Çавна пула паянхи кун çынсем вар-хырăм онкологи чирĕсемпе ытларах чирлеççĕ. Çавăнпа та май килсен органика удобренийĕпе – тислĕкпе – усă курма тăрăшмалла. Ăна укçа тÿлесе илме те кирлĕ мар, – хăйĕн опычĕпе паллаштарать Сергей Михайлов.
Чылайăшĕ «Родник» агрофирма çĕнĕ технологисемпе усă курмасть, ĕлĕкхилле çĕр лаптăкĕн калăпăшне е ĕçлекенсен шутне ÿстернипе çеç кăтартусене лайăхлатать тесе шутлать. Ку нимех те мар. Кунта урăххи тĕлĕнтерет. Чылай хуçалăх пысăк тупăш паракан хĕвел çаврăнăш ÿстерме тытăнни шиклентерет. Асăннă культура Сергей Квинтильянович сăмахĕсем тăрăх тăпраран паха пайне, гумуса, насус пек сăвăрса илет, тухăçсăрлатать. Çавна пула «Родник» агрофирма 15 çул хĕвел çаврăнăшне ÿстермест. Таса çĕр çинче пысăк тухăç илме элитлă паха вăрлăхсем, техника бази лайăх пулни тата ĕçченсен хастарлăхĕ пулăшаççĕ. Машинăпа трактор паркĕнче икĕ теçеткене яхăн çĕр ĕçĕсене пĕтĕмпе тума май паракан пысăк тухăçлă техника пур. Вĕсен шутне «Дон-1500-Б» тырă выракан 4 комбайн, икĕ К-701 хăватлă трактор, икĕ Т-150, кустăрмаллă МТЗ тракторсем, çăк турттаракан КамАЗ автомобильсем, культиваторсемпе сÿресем, сеялкăсемпе сирпĕткĕчсем (опрыскиватель). Минераллă удобренисемпе вăрлăхсене упрама лайăх кĕлетсемпе техникăна лартмалли гаражсем пур.
– Кирек хăш хуçалăх та производство ĕçĕнче ытти организацисемпе çыхăнса ĕçлет, вĕсем пулăшнипе ура çине тăрать. Çапăçу хирĕнче пĕччен çын – салтак мар, – калаçăва малалла тăсать Сергей Михайлов. – Пишпÿлекри çул-йĕр юсавпа строительство управленийĕпе çыхăнура ĕçлетпĕр. Унăн малтанхи ертÿçи Рамзиль Габдулхаевич Нуриахметов яланах пире пулăшатчĕ. АРСП-7 ăслă ертÿçипе Азат Галимовпа, Пишпÿлекри РТП пуçлăхĕпе Нафис Галимуллинпа, «Мотор» ООО ертÿçипе Николай Федоровпа тачă çыхăнура ĕçлерĕмĕр. Вăрах вăхăт çума-çумăн Анвар Хайретдиновпа (Зирганти МТС) тăрăшрăмăр. Тата «Çутă çул» район хаçачĕ пирĕн хуçалăхăн çитĕнĕвĕсене тăтăшах çутатса тăнине те каласа хăварас килет.
Паянхи кун ялта тĕпленсе çĕр çинче ĕçлес текенсем сахал тесе чылай çын калать. Анчах та пирĕн опыт урăххине çирĕплетет. Пурнăçра улшăнусем çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа пулса иртеççĕ, вĕсемпе пĕрле çынсем те улшăнаççĕ. Хуçалăхра аслисем вырăнне çамрăк ăру килесси куç кĕрет. Агрофирмăра манпа пĕрле Дмитрий ывăл агроном пулса тăрăшать, Святослав ывăл пурлăхпа техника базишĕн яваплă. Манăн заместитель Иксан Валиев та пысăк пулăшу парать. Юлашки 4 çул хушшинче пирĕн кадрсем çитменлĕхĕ çук. Тивĕçлĕ ĕç укçи илекен çынсем ĕçлессишĕн çунаççĕ. Халĕ пирĕн ĕç коллективĕнче 23 çын тăрăшаççĕ: механизаторсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем, ертÿçĕсем тата бухгалтерсем. Вĕсенчен кашниех тÿрĕ кăмăлтан, тăрăшса ĕçлеççĕ, хуçалăха лайăх кăтартусем патне илсе пыраççĕ. Çавăнпа та вĕсен ĕçне хаклама тăрăшатпăр. Сăмахран, юлашки 5 çула илер. 2017 çулта «Профессире чи лайăххи» («Лучший по професси») республика конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă Виталий Андреев тракториста чысларăмăр. 2018 çулта Игорь Прокопьевпа Геннадий Макеев механизаторсем ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. 2019 çулта ĕç ветеранĕсене – 55 çул пĕр аварисĕр тата çул-йĕр инкекĕсĕр руль тытакан Риф Ахмадуллина тата ЗАВ-40 машинистне Александр Федосеева – чысласа уяв турăмăр. Иртнĕ çул ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе Леонид Лакомкин механизатора тата ЗАВ-40 тырă тасатакан агрегатăн операторне Алексей Старкова наградăларĕç. 2022 çулхи районти Сабантуйра ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе Алексей Никитин механизатора чысларĕç. Кĕркунне ял хуçалăх тата тавар туса кăларакан ĕçченĕн кунне паллă тунă чух район тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн Виталий Гаврилов водителе, Дмитрий Михайлов агронома тата вырма вăхăтĕнче лайăх ĕçленĕ Пелепей колледжĕн филиалĕнче вĕренекен Виктор Емельянова администрацин Хисеп хутне парса чысларĕç.
«Родник» агрофирма ертÿçи калаçу вăхăтĕнче хăйĕн патшалăх наградисем çинчен сăпайлăн аса илмест. Вĕсене вăл тăван кĕтесĕн çĕрĕ çинче ырми-канми ĕçлесе тивĕçнĕ-çке. 2005 çулта Сергей Квинтильяновича ПР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе чысланă. 2009 çулхи январь уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ фермерĕ» кăкăр çине çакмалли палла тивĕçнĕ. 2015 çулта унăн ĕçне Раççей Федерацин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне парса хакланă. Çавăн пекех вăл «Пушкăртстан Республикинчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ.
Пуласлăхшăн яваплă
Хуçалăхăн малашлăхра пурнăçламалли плансем пур. Выльăх-чĕрлĕх тата лаша ĕрчетмелли проект хатĕрлеççĕ. Ăна пурнăçлама вырăн та, укçа-тенкĕ те, ĕç опычĕ те çителĕклĕ. Район администрацийĕ тата ял хуçалăх управленийĕ те кирлĕ пулăшу пама хатĕр. Сергей Михайлов çитĕнÿсем çинче чарăнса тăмасть, ытти фермерсен опычĕсене тĕпчет. Нумай пулмасть Шаран районĕнчи пĕр хуçалăхăн тĕш тырă тата сахăр кăшманĕ ÿстермелли малта пыракан технологийĕсемпе паллашнă.
Сергей Квинтильяновичăн тăван кĕтес, тăван çĕршыв юратăвĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. «Родник» агрофирма Алексеевка ялне 100 çул çитнине, «Шурçăл» ачасен пултарулăхĕн фестивальне, пултаруллă çамрăк эстрада юрăçисен «Шăпчăк сасси» фестиваль-конкурсне ирттерме ялан спонсорла пулăшу уйăрать.
– Тăван хуçалăх нумай-нумай çул ура çинче çирĕп тăрасса, малалла аталанасса шанатăп. Çакăн валли пирĕн пурте пур – 15 çул хушшинче ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тивĕçтереççĕ, ĕçлекенсем тăрăшуллă, кăмăлĕсем çĕкленÿллĕ. Пирĕн чи пысăк пуянлăх – тăван çĕр тата унăн çыннисем. Унăн пулăхлăхĕнчен (плодородие)‚ тăпра тытăмĕнчен пирĕн производство малашлăхĕ килет. Ку ыйтупа малалла та ĕçлеме шутлатпăр. Çĕре, тăпрана ытларах органика удобренийĕсемпе апатлантарма, хими препарачĕсемпе сахалрах усă курма тăрăшăпăр. Хуçалăхри ĕçченсене, маларах тăрăшнă ĕç ветеранĕсене пурне те юбилей ячĕпе саламлатăп! – Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне малалла пурнăçлама шантарать Сергей Михайлов.
Владимир СМОЛОВ. Пишпÿлек районĕ.
Редакцирен. «Родник» агрофирма ертÿçи пире те пулăшма майсем тупать. Çулсерен çирĕме яхăн «Урал сассине» хăйĕн ĕçченĕсем валли çырăнса парать.