Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Нарӑсӑн , 11:20

Шаран районĕнчи чăваш арĕ хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет

Шаран районĕнчи Олег Дмитриев предпринимателĕн «Шаран çĕр çырли» («Клубника Шаран») ял хуçалăх кооперативне республикăра лайăх пĕлеççĕ, унăн продукцийĕ вара анлă сарăлнă.

Шаран районĕнчи чăваш арĕ  хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет
Шаран районĕнчи чăваш арĕ хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет

Хăйĕн ĕçне вăл 2007 çулта темиçе йăрантан пуçланă. Халĕ унăн хуçалăхĕ Шаран районĕнче чи пысăккисенчен пĕри. Сад çырлине кунта 15 гектар лаптăк çинче çитĕнтереççĕ. Олег Дмитриевăн кооперативĕнче çĕр çырлине çулталăк тăршшĕпех ÿстереççĕ. Кун пекки республикăра урăх çук-ха.
Çĕр çырлине теплицăра çитĕнтерес шухăш Олег Николаевичăн пуçĕнче вунă ытла çул каяллах çуралнă. Асăннă çырлана теплицăна пуçласа 2022 çулхи август уйăхĕн 5-мĕшĕнче лартса пăхнă. Пурĕ 6600 тĕп хывнă. Ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕр çырлин тухăçне пухса илнĕ. Теплица лаптăкĕ 500 тăваткал метр йышăнать.
Туймазă районĕнче пахча çимĕçе теплицăсенче ÿстернине курсан: «Мĕншĕн çырлана çакăн пек ÿстермелле мар? Çитменнине пирĕн республикăра теплицăллă сад хуçалăхĕсем çук. Пурте çĕр çырлине уçă йăрансем çинче çеç ÿстереççĕ», – шухăшланă Олег пĕрре мар. Çак ĕмĕтпе хавхаланса теплица хуçалăхĕсем пирки интернет урлă вĕренме пуçланă. Мускаври А.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕпе çыхăннă, Пушкăрт патшалăх аграри университечĕпе, çырласене хуралтăсенче ÿстерекен Мускав облаçĕнчи фирмăсен сечĕсемпе канашланă.
– Мĕншĕн эсир çĕр çырлине ана çине анчах лартмастăр, мĕн валли сире теплицăллă сад хуçалăхĕ? – ыйтаççĕ Олег Николаевичран час-часах.
Предприниматель пĕлтернĕ тăрăх, çырласене хупă йăрансем çинче ÿстерни питĕ тухăçлă. Уçă йăрансем çинчи тухăçа вырнаçтарса пĕтернĕ, хĕллехи сивĕ кунсенче вара хамăр тăрăхра ÿсекен ырă шăршăллă çырлана тем пекех тутанса пăхас килет. Экологи енчен таса, тĕрлĕ сиенлĕ им-çамсăр çитĕнтернĕ çимĕçе хĕлле туянма май пурри тĕлĕнтермĕш мар-и?
Хама илес пулсан, çырлана ăçта туянма май пурри интереслентерчĕ. Олег Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, ăна ытларах сайт урлă вырнаçтараççĕ. Лавккасем заказ парас пулсан вĕсем патне те çитереççĕ.
Олег Дмитриевăн ăнăçлă ĕçĕн кăтартăвĕсем куç умĕнче. 2020 çулхи кĕркунне Ĕпхÿ хулинче «Пирĕн бренд» ятлă апат-çимĕç ярмарки тата «ПродТехЭкспо» ятарлă проект иртнĕ. Ярмарка витĕмĕпе «Чи лайăх продукт» конкурс йĕркеленĕ. «Шаран çĕр çырли» ял хуçалăх кооперативĕ кĕмĕл медаль тата II степень дипломне çĕнсе илнĕ. 2022 çулхи çуркунне Ĕпхÿ хулинче «Агрокомплекс» Пĕтĕм тĕнчери 32-мĕш выставка иртнĕ. Куравра «Чи лайăх продукт» конкурс йĕркеленĕ. Унта Шаранти çырла ÿстерекен хуçалăх ылтăн медаль тата I степень дипломне çĕнсе илнĕ. 2023 çулта «Наш бренд» выставкăра Гран-Прие тивĕçнĕ. Олег Николаевичăн хăйĕн те уйрăм наградисем сахал мар. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем – ПР Ял хуçалăх министерствин тата ПР Пуçлăхĕн Хисеп хучĕсем (2023 ç.).
Предпринимателе çитĕнÿсем тума услам ĕç-хĕлĕнчи пултарулăх çеç мар, пулăшу мелĕсем те май панă. Ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсен пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатасси программăна хутшăнса предприниматель шăвармалли автомат системиллĕ çулталăк тăршшĕпех ĕçлекен «ăслă» теплица тата çырла морсĕ ямалли производство линийĕ туяннă. Иртнĕ кĕркунне усламçă çĕр çырли, хăмла çырли, хура тата хĕрлĕ хурлăхан сокĕ тумалли цех хута янă. Грант укçипе сивĕтмелли авторефрижератор туяннă.
Пахчаçă пĕлтернĕ тăрăх, сад ĕрчетес ĕçре нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Ытларах ĕçлемелле анчах. Ĕçченлĕх вара чăвашра палăрнă ен. Олег Дмитриевăн йăх-несел тымарĕсем те районти Рĕкмен чăваш ялĕпе çыхăннă.
– Çулла йăрансем çинчи çырласене пуçтарма эпир ирхи тăватă сехетре ура çине тăратпăр, тăхăр сехет тĕлне çимĕçе пасара илсе çитеретпĕр. Çырла ÿстерес текен кашни çыннах эпĕ хамăн опытпа паллаштарма хатĕр, – тет Олег Николаевич.
Надежда РОДИОНОВА.
Шаран районĕ.

Шаран районĕнчи чăваш арĕ  хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет
Шаран районĕнчи чăваш арĕ  хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет
Шаран районĕнчи чăваш арĕ хĕлле те çĕр çырли çитĕнтерет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: