Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
20 Мартӑн , 11:30

Ситекпуçсем хастар ĕçлеме хатĕр

Пишпÿлек районĕнчи Киров ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче отчетлă пуху иртрĕ. Унта çĕр ĕçченĕсем ĕç дисциплинине тĕпрен лайăхлатса производствăра пысăк çитĕнÿсем тума калаçса татăлчĕç, малашлăх планĕсене палăртрĕç.

Ситекпуçсем хастар ĕçлеме хатĕр
Ситекпуçсем хастар ĕçлеме хатĕр

Паянхи кун асăннă кооператив колхоз тытăмне сыхласа хăварма пултарнă районти пĕртен-пĕр пысăк та вăйлă ял хуçалăх предприятийĕ шутланать. Çĕр ĕçне пĕрлехи вăйпа пурнăçлама хăнăхнă Ситекпуç чăваш ялĕн ĕçчен çыннисем иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăха çĕнĕ тĕллевсем лартрĕç.
Районти малта пыракан хуçалăха пысăк опытлă Александр Тихонов ертсе пырать. Президиумпа секретариата суйланă хыççăн Александр Маркелович пуху йĕркипе паллаштарчĕ.
– 2023 çула лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Сезон вăхăтĕнче ĕçлекенсене шута илес пулсан ял хуçалăх предприятийĕнче 44 çын шутланать. Коллективăн тĕп вăйĕ 35 механизаторпа выльăх пăхаканран, правлени членĕсемпе хуçалăх специалисчĕсенчен тăрать. Çак шута склад ертÿçисемпе юсав мастерскойĕсен ертÿçисем, заправщик тата столовăй поварĕ кĕреççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, пирĕн столовăй çулталăк тăршшĕпех ĕçлет. Хĕллехи вăхăтра механизаторсем хастар тăрăшрĕç. Ака ĕçĕсем тĕлне вĕсем пур техникăпа агрегатсене хатĕрлесе юсарĕç. Хамăрăн агрономи служби акмалли вăрлăхсене им-çамласа хатĕрлесе хучĕ. Кам çуркунне пуçланнă-пуçланман ĕçлеме пуçлать, çав нихăçан та тăкак курмасть. Çавăнпа та кăтартусем лайăх пулчĕç. Кĕске вăхăтра ака-суха кампанине вĕçлерĕмĕр. Кунта механизаторсемпе акакансене ырă сăмахсем каламалла. Типĕ çанталăка пула курăк начар çитĕнчĕ пулсан та 350 тонна пысăк пахалăхлă утă, 1 500 тонна силос хатĕрлерĕмĕр. Сенажпа силосăн пахалăхĕ иртнĕ çулхисенчен чылай лайăхрах. Вырма ĕçĕсене кооперативăн тырă вырмалли тăватă комбайнĕпе пухса илтĕмĕр. Вĕсем кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕç. Çавна май июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче эпир кĕрхи культурăсене акма тухрăмăр. Пур культурăсен вăтам тухăçĕ гектар пуçне 17,5 центнерпа танлашрĕ. 2022 çулта гектар пуçне 20 центнер пухса илнĕччĕ. Çанталăк типĕ пулни чăрмав кÿчĕ. Пухса илнĕ пур тухăçа та сортсем çине уйăрса пÿлмесене вырнаçтарнă. Ăна хĕлĕпех вырăнтан вырăна куçартăмăр. Çавăнпа та пирĕн юрăхсăра тухнă тырă çук. Типĕ çанталăкра та 370 гектар çинче хĕвел çаврăнăш ÿстерме пултартăмăр. Унăн вăтам тухăçĕ гектартан 12 центнер тухрĕ. Улăма купалас темерĕмĕр. Пирĕн 2022 çулхи улăм та пур-ха, – паллаштарчĕ лару-тăрупа хуçалăх ертÿçи.
Малалла Александр Маркелович хуçалăхра 621 шултра мăйракаллă выльăх пуррине, вĕсенчен 290-шĕ сăвăнакан ĕне пулнине палăртрĕ. Курăк начар пулни, паллах, сăвăм çине те витĕм кÿнĕ. 2022 çулхипе танлаштарсан, 300 центнер сĕт сахалрах суса илнĕ. Альбина Кошкина лаборант ертсе пыракан дояркăсен ушкăнĕ вара пуç усмасть. Вĕсем çулла туса çитерейменнине халĕ саплаштарма тăрăшаççĕ. 2024 çулхи икĕ уйăх хушшинче сăвăм кăтартăвĕ иртнĕ çулхинчен чылай нумайрах. Çакă сăвăнакан ушкăна пĕрре пăруланă çамрăк пушмаксем хутшăннипе тата ĕнесене паха выльăх апачĕ çитернипе çыхăннă. Иртнĕ çул хуçалăх Пелепейри сĕт-çу комбинатне 6 180 пин центнер сĕт ăсатнă. Сĕте сутнипе пухăннă 18 млн тенкĕ укçа кооператив ĕçченĕсене ĕç укçи тÿленĕ çĕре кайнă.
Пулас ĕне пăруранах паллă. Александр Тихонов пăруламалли уйрăм ĕçне ырăпа палăртрĕ. Ăна нумай çул хушши Елена Семенова ертсе пырать. Вăл тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнине пула пăрусем сывлăхлă та самăр çуралаççĕ. Вĕсен шучĕ çулсеренех 100 процент таран сыхланса юлать. Кăçал пăру витин маччине юсамалла. Вăл питĕ кивелнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмен пулсан хуçалăх тахçанах çука юлĕччĕ.
Ертÿçĕ иртнĕ çулхи тăкаксене те асăнса хăварчĕ: пĕлтĕр 9 515 пин тенкĕлĕх çунтармалли тата сĕрмелли материалсем, 3 425 пин тенкĕлĕх запас пайсем туяннă, 140 тонна минераллă удобрени илсе килнĕ. Налуксемпе кредитсене, уйăрмалли укçа-тенке вăхăтлă тÿлесе пынă. Кооперативра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи паянхи куна 28 166 тенкĕпе танлашать. 2023 çулта тыр-пула ăнăçлă вырнаçтарма май килмен. 45 млн тенкĕлĕх тырă сутнă. Тыр-пул акса тăвассипе çыхăннă тăкаксем тупăшпа тÿр килнĕ. Патшалăх хуçалăха 6 млн тенкĕлĕх субсиди панă. Çакăн евĕр пулăшу ял хуçалăх предприятийĕсене кăткăс лару-тăруран тухма пулăшать.
Ял хуçалăх председателĕн докладĕнче критикăллă тата проблемăллă «кĕвĕсем» те пулчĕç. Хуçалăх кăтартăвĕсем тата та çÿллĕрех шайра та пулма пултарнă, анчах ĕçченсем хушшинчи дисциплина уксахлани ура хурать. Ĕç укçине илнĕ хыççăн (кашни уйăхра 14-мĕш числора) пурте пĕлекен сăлтава пула нумайăшĕ ĕçе кая юлса килме тата ячĕшĕн çеç ĕçлеме пуçлаççĕ. Кун евĕр йĕркесĕрлĕхе пĕтермелле! Ĕлĕкхи тырă тасатмалли агрегат та проблемăллă шутланать, ăна çĕнетсе юсама 40 млн тенкĕ кирлĕ. Пăру витинчи кивĕ мачча йăтăнса анас хăрушлăх пур.
Доклада ял хуçалăх кооперативĕн ĕçне ревизи комиссийĕн пайташĕсемпе хуçалăхăн тĕп специалисчĕсем хак пачĕç. Олег Рузаков тĕп агроном тыр-пул акса ÿстерес ĕçри улшăнусем пирки каларĕ. Пÿлмесенче çурхи ака ĕçĕсене туса ирттерме вăрлăх пур. Ял хуçалăх кооперативĕн тыр-пул акса ÿстемелли çĕрĕ 3 647 гектарпа танлашать. 2024 çулта кĕрхи тулăсене 200 гектар таран пысăклатнă. Халĕ вăл 750 гектара çитнĕ. Вĕсем юр айĕнче начар мар сыхланнă. Кĕркунне лайăх тухăç илес шанчăк пур. Хуçалăх манăçа тухнă сенкер йĕтĕне туса илессине ĕçе кĕртнĕ. Виçĕ ака-суха комплексĕ юр ирĕлнĕ хыççăн çурхи анасем çине тухма хатĕр. 2024 çулта тыр-пул пухса илмелли лаптăк 2 983 гектарпа танлашĕ. Кашни комбайнерпа тыр-пул пухмалли комбайна пысăк тиев тивет: пĕрин-пĕрин 700 ытла гектар пухса илмелле пулать. Кадрсене вырнаçтарса тухасси, кам ăçта ĕçлесси пирки малтанах шутласа хумалла пулать.
Сĕтпе çу фермин лаборанчĕ Альбина Кошкина çамрăк выльăх пăхакансемпе ĕне сăвакансене тав сăмахĕ каларĕ. Ĕнесем нихăçан та выçă тата сумасăр тăмаççĕ. Фермăра яланах пурте йĕркеллĕ.
Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Дмитрий Иванов ăшă мастерскойсенче юсав ĕçĕсем епле пыни пирки каласа пачĕ. Механизаторсем кĕске вăхăт хушшинче Т-150 тата МТЗ-82 тракторсене тĕпрен юсанă. Техникăна лайăх пăхаççĕ: вăхăтлă шыв тата çу яраççĕ. Чи пĕлтерĕшли – ĕçе нихăçан та санăн тата манăн тесе уйăрмаççĕ, туслă пурнăçлаççĕ.
Строительсен бригадирĕ Валерий Яковлев ăшă гаражра тепĕр пÿлĕм уйăрма, сĕтпе çу фермине транспортер вырнаçтарма, пăру витин тăррине илсе пăрахмасăрах маччине улăштарма сĕнчĕ. Кооперативăн фуражирĕ Иван Ерастов çамрăксене лайăх ĕçленĕшĕн мухтарĕ, хĕллехи вăхăтра фураж авăртмалли пÿлĕме ăшă çĕре вырнаçтарма сĕнчĕ.
Районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ Шайнур Лукманов кооператив членĕсен умĕнче тухса калаçрĕ. Вăл ĕçчен коллектива тата СПК ертÿçисене районпа республикăшăн чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Çавăн пекех районти ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ, выльăх-чĕрлĕх шучĕ иртнĕ çулхи шайрах тытăнса тăни, ял хуçалăх предприятийĕсем валли патшалăх сĕт тата аш-какай субсидийĕсем халĕ те уйăрнине пĕлтерчĕ. Выльăх пăхакансене сĕт суса илессин кăтартăвĕсем лайăх пулнишĕн тав туса ăнăçу сунчĕ.
Александр Тихонов пурин сăмахĕсене те пĕтĕмлетсе çитес çулхи тĕллевсене палăртрĕ. Киров ячĕллĕ СПК пайташĕсен отчетлă пухăвĕ постановлени йышăннипе тата ĕç коллективĕнче вăй хуракансене укçан премисем парса чысланипе вĕçленчĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: