Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
28 Майӑн , 11:35

Уй-хирте опытлă çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ

Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ.

Уй-хирте опытлă  çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ
Уй-хирте опытлă çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ

Кунсерен кунта механизаторсем виçĕ Т-150, виçĕ МТЗ-80 тата МТЗ-1221 тракторсемпе ĕçленĕ, сеялкăсем патне уй-хире ГАЗ-53 икĕ машинăпа вăрлăх тата минераллă удобренисем турттарса тăнă.
Йĕтем çине килекен машинăсене вăрлăхпа вăхăтра тивĕçтернĕ. Ака вăхăтĕнче МТЗ-80 КУН трактор рулĕ умне ларнă Николай Семенов (вăлах склад ертÿçи те) Петр Дмитриевăн çăк турттаракан машинин кузовĕ çине вăрлăх тиенĕ. Кунтах Вячеслав Захаров моторист та тăрăшнă. Çăк тиенĕ машина хире кайсан, ун вырăнне çийĕнчех Вячеслав Кузьмин хăйĕн тимĕр учĕпе пырса тăнă. Пĕр хиртен тепĕр хире куçнă вăхăтра Т-150 трактор çумне СЗ-2,1х3 хăмăл (стерневой) сеялка лектернĕ агрегатпа ĕçлекен Виталий Сафронов çула май МТМ çине кĕрсе тухнă. Кунта опытлă специалист Владимир Игнатьев сварка ĕçĕсене пурнăçланă. Вăл хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче сиксе тухнă хăш-пĕр çитменлĕхсене тĕп тума пулăшнă. Виталий Сафронов тепĕр ана çинче урпа акнă. Ăна сеяльщик ĕçне пурнăçлакан Денис Максимов пулăшнă.
Кызыл-Чишма ялĕн чиккипе юнашар вырнаçнă ана çинче Т-150 трактор çумне СЗ-2,1х3 сеялка лектернĕ агрегатпа Вячеслав Сергеев тулă акнă. Сеялка çинче Антон Матвеев тăнă. ЗКК-5 агрегатлă МТЗ-82 тракторпа Александр Яковлев анасене тикĕслесе тухнă. Уй-хир ĕçĕсем пуçланнă вăхăтра вăл кĕрхи культурăсене апатлантарнă, çак ĕçе 500 гектар лаптак çинче пурнăçланă.
Юрий Семенов МТЗ-82 çумне «Веста-8» сеялка агрегачĕ çакнă тракторпа хĕвел çаврăнăшĕ акнă. Николай Егоров лашапа вăрлăх турттарса тăнă. Унтан çак ĕçе хăйĕн машинипе Анатолий Кузнецов пурнăçланă. Çĕре МТЗ-1221 БДМ-4х3па Петр Васильев тата Т-150 БДМ-4х3па Константин Викторов кăпкалатнă.
– Кĕрхи культурăсем 570 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем начар мар хĕл каçнă темелле. Техника культурисене 500 гектар яхăн акнă, выльăх апачĕ валли çитĕнтерекен культурăсене – 120 гектар. Хальхи вăхăтра урпапа эспарцет лайăх шăтса тухнипе савăнтараççĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене 2110 гектар лаптăк çинче пурнăçланă. Вăрлăхсене Вячеслав Захаровпа Ольга Константинова хатĕрлесе тăчĕç. Паянхи кун тĕлне тулă (276 га), урпа (370 га), сĕлĕ (200 га) тата хĕвел çаврăнăшĕ (535 га) çĕре хывасси вĕçленнĕ. Кая юлса çитĕнекен культурăсене те – кукурузăпа (110 га) хура тула – акса пĕтернĕ. Çурхи ака вĕçленнĕ, – ăнлантарса пачĕ хуçалăхри тĕп агроном Евгений Антонов. Евгений Витальевич ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче уй-хире вĕри апат турттарса тăнă. Ăна Нила Николаевапа Лиля Петрова поварсем килти пекех тутлă пĕçернĕ.
Крупская ячĕллĕ СПК ертÿçи Геннадий Семенов хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçлакан тата тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан механизаторсене чунтан тав тăвать. Вĕсем ялан хастарлăхпа палăраççĕ. Уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланинче вĕсен тÿпи пысăк.
– Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен кăçалхи тĕллевсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ, – терĕ Геннадий Николаевич.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.

Уй-хирте опытлă  çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ
Уй-хирте опытлă  çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ
Уй-хирте опытлă  çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ
Уй-хирте опытлă çĕр ĕçченĕсем ĕçленĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: