Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Июлӗн , 15:00

Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва чыс та мухтав

Улма-çырла ÿстерекенсен ăрăвне пуçарса янă Зиновий Варламович Капитонов çĕр çырли ÿстерес ĕçе 1974 çулта пуçланă.

Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва  чыс та мухтав
Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва чыс та мухтав

Ĕç-пуç çапла пулса иртнĕ. Ун чухне Ĕрĕкмен ялĕнчи «Стальной» колхозăн çимĕç пама пăрахнă хурлăханпа улмуççи ÿсекен 25 гектар çĕр лаптăкĕ пулнă. «Мичурин» совхозăн Юношеский текен уйрăмĕн управляющийĕ Аркадий Павлович Степанов Зиновий Варламовича сада çĕнетме сĕннĕ. З.Капитонов Ĕрĕкмен ялĕнче пурăнакансенчен бригада пуçтарнă та, ĕç пуçланса кайнă.
Пĕрремĕш кунтанах З. Капитоновпа пĕрле Анна Димитриева, Евдокия Капитонова, Елизавета Соколова, Елизавета Андреева, Евдокия Васильева тата Зиновий Варламовичăн мăшăрĕ Федосия Капитонова ĕçленĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех çуртсемпе складсем хăпартма пурасем лартнă, 10 гектар çĕр лаптăкне сеткăпа тытса çавăрнă, хăяр, помидор, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, купăста, дыня тата арбуз лартнă. Пуçтарса илнĕ тухăçа «Мичуринский» совхоз йышăннă.
1975 çулта Зиновий Варламович Чишмари улма-çырла питомникĕпе калаçса татăлса улмуççи хунавĕсемпе çĕр çырли калчисем илсе килнĕ. Çав çулах пуçласа çĕр çырли лартнă. Темиçе сотăйран пуçланă та тепĕр çултан пĕр гектара çитернĕ. Пĕрремĕш тухăçа 1977 çулта пуçтарса илнĕ. Ăна «Мичуринский» совхозра ĕçлекенсене валеçсе тухнă.
– 1988 çулта арендăна 10 гектар çĕр лаптăкĕ илтĕм. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă хыççăн çырла тата пахча çимĕç лартрăм. Хальхи вăхăтра 8 гектар çĕр çырли тата 2 гектар улма-çырла акса ÿстеретпĕр.
Зиновий Капитонов бригадинче ĕçлекенсем тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнă. Ĕç ÿсĕмлĕрех пултăр тесе кашниех кил-йышĕсене те ĕçлеме илсе килнĕ. Олег Димитриев ун чухне сакăр çулта пулнă. Вăл амăшне Анна Васильевнăна пулăшнă. Рим Капитонов вара тăхăр çулта пулнă. Вăл ашшĕ бригадир-садовод пулнипе мăнаçланнă. Арçын ачасем нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман, çуллахи каникулăн илемĕ çинчен манса кайсах аслисемпе пĕр тан вăй хунă. Вĕсем çултан çул лайăхрах ĕçлеме вĕренсе пынă, сад ĕрчетес енĕпе пысăк опыт пухнă. Рим Зиновьевич салтакран таврăннă хыççăн Пушкăрт ял хуçалăх институтне, Олег Мефодьевич сакăр класс пĕтерсен Кушнаренковăри ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Иккĕшĕ те агроном профессине суйласа илнĕ.
Рим Капитонов диплом хÿтĕленĕ хыççăн Германинче стажировкăра пулнă. 1992 çулта хăйĕн хуçалăхне йĕркелесе янă. Хресченпе фермер хуçалăхĕ çырла ĕрчетес енĕпе ĕçленĕ. Çĕр çырли туянакансен шучĕ нумайланса пынипе Рим Зиновиевич «Мичуринский» совхозăн 218 гектар усă курман çĕрĕсене ĕçе кĕртнĕ. Унта çĕр çырли тата тырă йышши культурăсем акнă.
Халĕ Капитоновсен çырла ĕрчетес ĕçне Рим Зиновиевичăн ывăлĕ Станислав малалла тăсать. Р.З. Капитоновăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 400 гектарпа танлашать. Çав шутран 25 гектарĕ – çĕр çырли. Хуçалăхра 36 тĕрлĕ çĕр çырли сорчĕ тĕрĕслев иртнĕ. Пахчаçăсем «Азия», «Роксана», «Мишутка» тата «Талка» сортсене лартса ÿстерме шутлаççĕ. Лаптăксем çинче Итали çĕршывĕнче туса кăларнă шăвармалли агрегатсем вырнаçтарнă. Хуçалăхра икĕ йĕре кăпкалатмалли тата тумламăн-тумламăн шăвармалли меслетпе усă кураççĕ.
Пахчапа сад ĕçĕнче Олег Мефодиевич Димитриев та çитĕнÿсем тăвать. Вăл 30 гектар çинче ултă тĕрлĕ çĕр çырли ÿстерет. Ашшĕне Алексей ывăлĕ пулăшать.
– Эпир çĕнĕ сортсем суйлассипе тата çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе ĕçлетпĕр. Çемье ĕçне Станислав ывăлăмăр малалла тăсать, – палăртать Рим Капитонов.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ.

Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва  чыс та мухтав
Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва  чыс та мухтав
Çур ĕмĕр улма-çырла ÿстерекен ăрăва чыс та мухтав
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: