Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
3 Сентябрӗн , 11:00

«Ывăлсем манпа пĕр тан ĕçлеççĕ»

Патшалăх никама пăхăнмасăр пурăнтăр тесен ял хуçалăхĕ малти вырăнта пулмалла. Тĕнчери мӗнпур пуянлăх алăра пулсан та, çимелли çуккипе эсир ыттисене пăхăнатăр. Суту-илÿ пуянлăх кÿрет, анчах ял хуçалăхĕ ирĕклĕх парнелет. Çак сăмахсене француз философĕ Руссо каланă.

«Ывăлсем манпа пĕр тан ĕçлеççĕ»
«Ывăлсем манпа пĕр тан ĕçлеççĕ»

Вăл общество пурнăçĕнче ял хуçалăхĕ пысăк вырăн йышăннине тĕрĕс палăртнипе эпĕ те килĕшетĕп. Енчен те хресченпе фермер хуçалăхĕ пирки калас пулсан, шăпах вăл ÿсен-тăран ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, сад ĕрчетес ĕçре ĕçлекен çыннăн вăй-хăвачĕпе кăмăл-сипетне хăйне евĕрлĕ тĕрĕслемелли меслет пулса тăрать. Фермер ĕçне тĕрлĕ сăмахпа палăртма пулать: професси, пурнăç йĕрки, чун туртни. Анчах кирек мĕнле каласан та ӑна чунпа кăна мар, пуçпа ăнланакан çын çеç илсе пыма пултарать.
Ермеккей районĕнчи Енкрел ялĕнчи Владимир Андреев 14 çул каялла хресченпе фермер хуçалăхне пуçарса янă. Вăл ертсе пыракан хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх тата хурт-хăмăр ĕрчетессипе, ÿсен-тăран çитĕнтерессипе вăй хурать. Иртен пуçласа каçчен ĕçлесен те ывăннине кăтартман Владимир Ильич кăмăллăн йăл кулса калаçăва пуçларĕ.
– Хам ятпа регистрациленĕ хресченпе фермер хуçалăхне 2010 çулта йĕркелерĕм. Паянхи кун çĕр лаптăкĕ 580 гектарпа танлашать. Çав шутра пайçăсен çĕрĕсем те пур. Вĕсен лаптăкĕсем çинче тĕш тырă, хĕвел çаврăнăшĕ, сĕлĕ, урпа, ыраш акса çитĕнтернĕшĕн кашнине 2 центнер тулă паратăп. Утă хатĕрлес ĕçре те пулăшма тăрăшатăп. Çапла пĕр чĕлхе тупса ыйтусене татса паратпăр, пĕрле ĕçлетпĕр. Лайăх тухăç илес тесен кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек тăрăшма тивет. Хăш чухне çанталăк условийĕсем те чăрмав кÿреççĕ. Апла пулин те кирек хăш çулта та хĕвел çаврăнăшĕ хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать. Унсăр пуçне ăна вырнаçтарма та ансатрах. Пĕлтĕр ытти культурăсен тухăçĕ те лайăхчĕ. Сăмахран, тулă –150 тонна яхăн, ыраш – 100 тонна, урпа 70 тонна пуçтарса илнĕччĕ. Техника паркне çĕнетни ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра пурнăçлама май парать. Паянхи кун хуçалăхра виçĕ «Беларус» трактор, икĕ комбайн тата вĕсен çумне çаклатмалли агрегатсем пур. Техникăна патшалăх программипе усă курса çĕнетме тăрăшатăп.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пирки калас пулсан, унăш шутне чакарма тÿр килчĕ. Çакăн пек йышăну тума лару-тăру хистерĕ. Хăй вăхăтĕнче хуçалăхри ĕнесенчен суса илекен сĕте Пелепей хулинчи сĕт-çу комбинатне ăсататтăмăр. Халĕ вара, çемçе сырсен çĕнĕ производствине хута ярсан, вырăнти продукцие ăсатма май килмест: унти ертÿçĕсем çакна сĕт калăпăшĕ пĕчĕк пулнипе çыхăнтараççĕ.
Хуçалăхăн тепĕр юхăмĕ вăл – хурт-хăмăр ĕрчетесси. Çак ĕçе аталантарма лайăх майсем пур: йĕри-тавра вăрмансемпе улăхсем çителĕклех. Паянхи кун 25 пыл хурчĕн çемйине усратăп. Телее, тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕленме усă куракан сиплĕ пыла ыйтакансем, туянакансем çителĕклех, – терĕ Владимир Ильич хуçалăхпа паллаштарнă май.
Арçыннăн хăйӗн пурнăçӗнче виçӗ япала пурнăçламалла тенӗ шурсухалсем: ывăл ача ашшӗ ятне тивӗçмелле, йывăç лартмалла тата пÿрт çӗклемелле. Чăваш арĕ çак тивӗçсенчен виççӗшне те ăнăçлă пурнăçа кӗртнӗ. Хăй аллипе хăпартса лартнă çурта тата унта пурăнакан хаклă çемйине тем пек юратать вăл.
– Ку ĕçре мана мăшăр, ачасем пулăшса пыраççĕ. Сергейпе Данил ывăлсем техникăна юсама, унпа ĕçлеме хăнăхса çитнĕ. Сергей тата пĕртен-пĕр хĕрĕмĕр Ĕпхÿри нефтьпе техника университетĕнче пĕлÿ илчĕç. Данил – Хусанти аграри университечĕн студенчĕ. Çу кунĕсенче вĕсем хуçалăхра манпа пĕр тан ĕçлеççĕ. Манăн сылтăм алă, канаш паракан çын вăл – савнă мăшăрăм Ольга Леонидовна. Вăл Эрехĕрри ялĕнчи шкулта кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçлет, – тет çемье пуçĕ.
Сăмах вăйне пӗлет фермер. Çавăнпа та ăна ахаль, пустуй вакласси уншăн йăлара мар. Владимир Ильич хăй пултаруллă пулнине ӗçӗпе ӗнентерет, çамрăксене те яла юлса харпăр хуçалăх йӗркелеме, тăван тăрăха аталантарма йыхравлать. Вăл ырă кăмăллă меценат та. Вырăнти чылай мероприятие йӗркелеме укçа е тыр-пул парса пулăшать.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Енкрел ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: