Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
10 Сентябрӗн , 12:45

Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне çамрăксем хутшăнни савăнтарать

Мияки районĕнчи «Нива» ял хуçалăх ĕçченĕсем типĕ çанталăк йĕркеленнипе усă курса кашни сехете усăллă ирттерме тăрăшаççĕ, çитĕннĕ тыр-пула пуçтараççĕ. Хирте комбайнсем, косилкăсем ĕçлеççĕ, автомашинăсемпе тракторсем тухăçа палăртнă вырăна турттараççĕ.

Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне çамрăксем хутшăнни савăнтарать

- Пирĕн республика чи пысăк тухăç пуçтарса илекен регионсенчен пĕри. Ăна ĕçе кĕртессипе те вăл малти ретре пулмалла. Агропромышленность потенциалĕ паянхи кăтартусенчен чылай пысăкрах. Эпир хамăрăн ял хуçалăх комплексне майĕпен çĕнететпĕр. Чикĕ леш енчи санкцисен вăхăтĕнче те пирĕн отрасль çирĕппĕн аталанать. Хăйсен ĕçĕпе республикăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен ял çыннисене чунтан тав тăватăп, - тенĕ Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров.
Асăннă хуçалăхра 110 гектар çинчи пăрçана пуçтарса илнĕ. Кĕрхи тулăсене вырса пуçтарас ĕçе вĕçленĕ. Кунта виçĕ çамрăк çĕр ĕçченĕ Александр Михайлов, Александр Иванов тата Павел Матвеев ACROS-550 комбайнсем çинче тыр-пула вырнă. Комбайнсем çапакан тырра йĕтем çине Алексей Семеновпа Владимир Яковлев турттарнă. Ăна йĕтем заведующийĕ Алевтина Андреева йышăннă. Ун хыççăн Виктор Петров ЗАВ урлă ирттернĕ.
Çав кун сĕлĕ акнă анасем çинче те ĕç вĕретчĕ. Пĕр ана çинче Ульфат Хафизов хăй тĕллĕн çÿрекен (самоходный) «Чулпан» косилкăпа, тепринче МТЗ-82 трактор çинче ЖВЗ-7 жаткăпа Евгений Алимпиев сĕлĕ выратчĕç.
Тыр-пул пухассипе пĕрлех хуçалăхра кĕрхи тулă акас ĕç те пырать. Уй-хире «Фиат» фирма туса кăларнă «Версатайл» акмалли çĕнĕ комплекс тухнă.
- «Нива» СПК нумай çул хушши тухăçлă ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Пур ял хуçалăх ĕçĕсене те механизаторсем вăхăтлă тата агротехника нормисене пăхăнса пурнăçлаççĕ. Хуçалăхра анасем çине вăхăтлă удобрени хываççĕ, çумсенчен им-çам сапаççĕ. «Нива» - аслă ăрури тыр-пул çитĕнтерекенсем вырăнне çамрăккисем килекен районти хуçалăхсенчен пĕри. Кунта техникăна çĕнетес ĕç те пурнăçа кĕрет. Ку вара лайăх тухăç туса илмелли чи шанчăклă мел, - тесе хак панă Мияки район администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕн пуçлăхĕ Ильдар Хасанов.
Вырăнти механизаторсене пулăшма техникăна хута яма пулăшнă фирма ĕçченĕсем те килнĕ.
Комплекс умĕнче ĕç нумай-ха, пилĕк çĕр гектар кĕрхи тулă акмалла. Çĕнĕ техникăна çамрăк, анчах хăй ĕçне лайăх пĕлекен çĕр ĕçченне Александр Маркова шанса панă.
Акмалли тулла КамАЗ автомашинăпа Владимир Павлов, удобрение МТЗ-82 тракторпа Сергей Ефремов турттарса тăраççĕ.
- Кĕрхи тулă тухăçĕ савăнтарать, паянхи кун тĕлне вăл гектар пуçне 30 центнерпа танлашать. Ман шутпа, кăçалхи çулшăн ку начар мар кăтарту. Анчах пур культура пирки те çакна калаймăн. Сăмахран, пăрçана çуррине çеç пуçтарса илтĕмĕр, ытти тăкăнса пĕтрĕ. Тĕп сăлтавĕ – çанталăк условийĕсем. Çавăн пекех çурхи тулăсен тухăçĕ те начар пулать. Механизаторсемпе специалистсем хăйсен тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа пурнăçлани савăнтарать. Пур техника та юсавлă, кĕтмен-туман çĕртрен ванса ларас пулсан дежурнăйсем пур, хуçалăх агрономĕ анасене асăрхасах тăрать. Пирĕн хуçалăхри тыр-пул ĕçченĕсен тĕп пайĕ – çĕр ĕçĕнче вуншар çул ĕçленĕ механизаторсемпе специалистсем. Халĕ вĕсен вырăнне çамрăккисем килеççĕ. Сăмах май каласан, виçĕ Александрпа Павел çамрăк çĕр ĕçченĕсем шутланаççĕ, - пĕлтернĕ «Нива» СПК ертÿçи Александр Петров.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ.

Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне  çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне çамрăксем хутшăнни савăнтарать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: