Çак ĕçре «Мичурина» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем те тÿпе хывнă. Кунта çĕр ĕçченĕсем тĕш тырă, техника культурисем çитĕнтерессипе тата аш-какай туса илессипе тăрăшаççĕ, кăткăс саманара та çитĕнÿсем тăваççĕ. Кăçал вĕсем 30 пин центнер пĕрчĕллĕ культурăсем пухса илнĕ. Сăмах май, Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче хуçалăх ертÿçине Александр Александрова Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята парса чыс турĕç. Александр Анатольевич хăйĕн пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарни 30 çул ытла пулать.
Хальхи вăхăтра та мичуринецсем хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн алă усса лармаççĕ – хуçалăхра ĕç çителĕклех. Эпир вырăнта пулнă кун та машинăпа трактор паркĕнче ĕç вĕресе тăратчĕ. Пĕрисем техникăна юсаççĕ, теприсем барда турттармалли савăта йĕркене кĕртетчĕç. Вĕсен ĕçĕсене Анатолий Николаев тĕп инженер йĕркелесе тăрать. Петр Ефимов сварщикпа Андрей Иванов слесарь (гараж ертÿçи те вăлах), Олег Васильевпа Виталий Капитонов трактористсем валли те ĕç пур.
– Хирти ĕçсем вĕçленнĕ пулсан та 107 гектар çинчи сахăр кăшманне завода ăсатаймарăмăр-ха. Унта чĕр тавар çителĕклĕ пулнипе хальлĕхе пылак çимĕçе йышăнмаççĕ. Çавăнпа пухса илнĕ тухăçа хиртех тытма тивет. Анчах та çывăх вăхăтра кăшмана турттарма пуçласса шанатпăр, – тет кирек мĕнле ĕçе те палăртнă планпа тума хăнăхнă Александр Александров директор.
Çав вăхăтрах хуçалăх ертÿçине çĕр ĕçне çамрăксем сахал хутшăнни е пачах та хăнăхманни канăç памасть. Пĕр шутласан ĕç укçи те сахал тÿлеççĕ тесе калаймăн – ĕççи вăхăтĕнче 500 пин тенке яхăн ĕçлесе илекенсем те пур.
– Мĕн пуррипе килĕшме тÿр килет. Совет саманинчи ăрун хăвачĕпе ĕçченлĕхĕ, пуçарулăхĕ сÿнмен-ха. Унсăр пуçне техникăна та çĕнетсех тăратпăр. Кăçал «Беларусь» трактор, калчасене апатлантармалли, им-çам сапса пĕрĕхтермелли тата çĕре кăпкалатмалли тĕрлĕ агрегатсем 10 млн тенкĕ ытлалăх туянтăмăр. Паянхи кун пĕр суха пуçĕпе кăна тĕш тырă туса илсе пулмасть. Пурте кирлĕ. Апла пулсан пурнăç малалла тăсăлать. Пуçа усма кăмăл çук, – малашлăха шаннине систерет Александр Анатольевич.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Авăркас районĕ.