Пухăвăн ĕç органĕсене суйласан сăмах хуçалăх ертÿçине Геннадий Семенова (сăн ÿкерчĕкре) пачĕç. Вăл хуçалăха улттăмĕш çул ертсе пырать. Хăйĕн отчетлă докладне Геннадий Николаевич ытларах цифра чĕлхипе çыхăнтарчĕ.
Пĕтĕмĕшле паянхи кун тĕлне хуçалăхăн çĕр ани 3005 гектарпа танлашать. Çав шутра иртнĕ çул пĕрчĕллĕ культурăсем - 1330 гектар, хĕвел çаврăнăшĕ – 530, хура тул – 88, кукуруза - 110, нумай çул ÿсекен курăксем 460 гектар йышăнаççĕ.
– 2024 çулта пурĕ пĕрчĕллĕ культурăсене 11770 цетнер, хĕвел çаврăнăшне 4862 центнер пухса илтĕмĕр. Ку вăл гектар пуçне вăтамран 9 тата 9,2 центнерпа танлашать. Çакă колхоза эпĕ ертсе пыма пуçланине шута илсен, чи пĕчĕк кăтарту шутланать. Сăлтавĕсене те палăртса хăвармалла, вĕсем уй-хирти çĕрсем чирлĕ (йыт пырши ытлашши алхасать) пулнипе çыхăннă, чăн та ку енĕпе эпир алă усса лармастпăр, хими удобренийĕпе усă курса тухăçа ÿстерме майсем шыратпăр.
Тыр-пул тухăçĕ çине кĕрхи ырашăн 70 процентне сенажа хывни те витĕм кÿчĕ. Мĕншĕн тесен йĕпе çанталăка пула ăна вăхăтра пухса илме май килмерĕ. Çавăн пекех 40 гектар йышăнакан пĕрчĕллĕ культурăна утта ямалла пулса тухрĕ, – çĕр ĕçченĕсене хумхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ доклад тăвакан.
Çав вăхăтрах вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ÿсĕмсем пуррине палăртса хăварчĕ. 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 851 пуç выльăх пулнă. Вĕсенчен сăвакан ĕнесем 408 пуç шутланаççĕ. 2024 çулта пĕтĕмĕшле 7608 центнер сĕт суса илнĕ, 2023 çулта – 5604 центнер. Ÿсĕм 2000 центнерпа танлашать. Ку паха аталану – васкамасăр пулсан та палăртнă çулпа малалла утаççĕ.
- Август уйăхĕнче 40 пуç пушмак пăруларĕ. Шăпах çакă сĕт сăвăмĕн кăтартăвне ÿстерме пулăшрĕ. Унсăр пуçне выльăх апачĕн пахалăхне çĕклени те лайăх витĕм кÿчĕ пулĕ тесе шутлатăп, - терĕ Геннадий Николаевич çитĕнĕвĕн тĕп сăлтавĕсене уçса панă май.
Н.К. Крупская ячĕллĕ СПК председателĕн докладĕнче çулталăк хушшинче ĕçлесе илнĕ тупăша укçана çавăрсан 48 млн тенкĕпе танлашни паллă пулчĕ. Çакă вăл 2023 çулхипе танлаштарса 9 млн тенкĕ нумайрах. Ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне выльăх-чĕрлĕх продукцине сутса тупăш (35 млн тенкĕ) илнĕ. Çавăн пекех субсиди шайĕнче патшалăх пулăшăвĕ 3,7 млн тенкĕ пулнă.
Пухăва хутшăнакансен хуçалăхăн тăкакĕсемпе паллашма та май пулчĕ. Кунта тăкаксен ытларах пайĕ ĕç укçипе çыхăннă.
- Çĕршывра чи пĕчĕк ĕç укçин виçине ÿстернĕ май, эпир те хамăр ĕçченсен шалу виçине çĕклеме май тупрăмăр. 2024 çулта ĕç укçин фончĕ 11,5 млн тенке çитрĕ, уйăхри вăтам ĕç укçи 23,1 пин тенкĕпе танлашрĕ, - пĕлтерчĕ Геннадий Николаевич.
Унсăр пуçне хуçалăх ертÿçи налогсемпе (5,1 млн тенкĕ), çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсемпе (9,1 млн), запас пайсемпе (8,1 млн ), электроэнергипе (1,9 млн), минераллă удобренисемпе (1,5 млн) çыхăннă тăкаксем чылай пулнине асăнса хăварчĕ.
Пухура район администраци пуçлăхĕн ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Фанзиль Идрисов, кÿршĕллĕ «Нива» СПК председателĕ Александр Петров, Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Иван Павлов тухса калаçрĕç, кашниех çĕр ĕçченĕсене ăнăçу сунса сĕнÿсем пачĕç.
Кунтах правлени (çичĕ çынран), виçĕ çынран тăракан ревизи комиссийĕн пайташĕсене суйларĕç. Çавăн пекех пухăннисем пурте пĕр саслăн пулса тепĕр виçĕ çуллăха хуçалăх ертÿçи пулма Геннадий Семеновах шанчĕç.
Пуху вĕçĕнче вара ырă йăлапа ĕçре малта пыракансене Хисеп хучĕсем парса чысларĕç, кашни ĕçчен укçан премие тивĕçрĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.
Редакцирен. Н.К. Крупская ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем Г.Н Семенов ертсе пынипе ыркăмăллăх акцийĕсене те хастар хутшăнаççĕ, май çитнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çакна Çĕнĕ Хурамалти культура çурчĕн ĕçченĕ Нэля Тимофеева та палăртрĕ: «Клубра юсав ĕçĕсем ирттернĕ чухне пире СПК нумай пулăшрĕ, паянхи кун та тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр, ăнăçу сунатпăр», - терĕ вăл.