Çак ĕçе пĕтĕмĕшле, 130 гектар кĕрхи ырашпа 500 гектар çинчи кĕрхи тулла, Ринат Гареевпа Наркис Валиев пурнăçланă. Павел Матвеев удобрение «Massey Ferquson» техникăпа пушатса тăнă. Ăна илсе килсе тăрас ĕçре Евгений Алимпиевпа Сергей Ефремов тăрăшнă. Николай Шурковпа Геннадий Николаев механизаторсем кĕрхи культурăсене сÿрелессине пурнăçланă. Ринат Хамитов çак ĕçех нумай çул ÿсекен курăксен анисем çинче пурнăçланă.
– Хуçалăхра вăрлăх валли палăртнă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене сăвăрса сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăсенчен тасатнă. Вăрлăха имçамлас ĕçре Виктор Петров, Алевтина Андреева тата Надежда Матвеева тăрăшулăх кăтартрӗç. Хуçалăхри ĕçченсем пурте çĕр пиçсе çитессе кĕтеççĕ, акана тухма хатĕр – пулас тухăçшăн канăçа çухатнă, – тет «Нива» СПКан агрономĕ Анваржон Султонбеков.
Хуçалăх ертÿçи Александр Петров та çанталăк лайăхланасса кĕтнине систерчĕ. Кăçал çуркунне ир килчĕ пулсан та çур акине маларах тухма май килменнине пĕлтерчĕ.
– Юлашки вăхăтра юр-çумăр çуни уй-хир ĕçĕсене тытса тăрать. Кăшт уяртсанах хĕвел çаврăнăш акма тухасшăн. Вăл пирĕн 700 гектар йышăнмалла. Унтан сĕлĕ, пăрçа, кукуруза, донник акма палăртатпăр,– паллаштарчĕ Александр Федорович тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăнă май.
Пĕтĕмĕшле вара «Нива» ял хуçалăх кооперативĕн çурхи ака ĕçĕсене 2300 гектар çинче туса иртермелле. Хуçалăх коллективĕ палăртнине пурнăçа кĕртесси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест, çĕре хывнă вăрлăх кĕркунне тухăçпа çеç савăнтартăрччĕ. Кун пек чухне халăхра «Ку вара пурте Турă аллинче» тенине илтме тÿр килет. Апла пулсан вăл та тăрăшуллă çĕр ĕçченĕсене пулăшасса шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ.
Татьяна СЕМЕНКО ĕçĕ.