2024 çулта пĕтĕмĕшле 2 709,4 тонна тухăç пуçтарса илнĕ. Пĕр гектарти вăтам тухăç 24,5 центнерпа танлашнă. Уйрăмах сахăр кăшманĕн тухăçĕ савăнтарнă, пĕр гектартан 500 центнер пылак тымар кăларнă.
Хуçалăхра туслăх хуçаланать, пĕр-пĕрне пулăшасси те йăлана кĕнĕ. Çĕр ĕçченĕсенчен чылайăшĕ нумай çул хушши фермер патĕнче вăй хурать. Шăпах вĕсем ĕçе пысăк яваплăхпа çÿллĕ шайра пурнăçлаççĕ. Виктор Николаев палăртнă тăрăх, çанталăк час-часах улшăнса тăрать пулин те вĕсен ĕç тухăçĕ савăнтарать. Аграри ĕçченĕсем хăйсен ĕçне питĕ лайăх пĕлеççĕ, техникăпа çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва та хăйсем тĕллĕн татса пама пултараççĕ.
Кăçалхи çурхи ака-суха ĕçĕсем май уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Тĕп ĕçсене вăхăтлă пурнăçланă, халĕ сахăр кăшманĕн, тĕш тыррăн, хĕвел çаврăнăшĕн, пăрçапа тулă хирĕсем лайăх шăтса тухнипе куçа савăнтараççĕ. Хура тула кăна кая юлса çĕре хывнă – май уйăхĕн вĕçĕнче çеç. 100 гектар йышăнакан культурăна икĕ кун хушшинче акса пĕтернĕ. Килте хуçалăх тытакан ĕçченсем валли те 30 гектар нумай çул ÿсекен курăк акса хăварнă.
Ака-суха вăхăтĕнче Герман Николаевпа Алексей Черепанов, Петр Анисимовпа Игорь Семенов тата Юрий Васильев пысăк хастарлăхпа ĕçленĕ. Вăрлăхсене турттарнă çĕрте Валерий Иванов тăрăшнă. Валерий Трифонов моторист техника умĕнче ларнисĕр пуçне хуçалăх ĕçĕсене илсе пырать. Вăл вăрлăха акас умĕн им-çамлать. Çакă ака-сухана хатĕрленнин пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕсенчен пĕри шутланать. Çĕр ĕçченĕн пысăк опычĕ тата тимлĕхĕ вăрлăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлеме, пысăк тухăç пуçтарса илме май парать.
Паллах, тухăçа çухатусăр пуçтарса илес ĕçре хуçалăхра çĕнĕ йышши техника пурри те витĕм кÿрет. Иртнĕ çулхине им-çама сапалакан Туман-3 тата «Зумлион» пысăк хăватлă трактор туянни çĕре кăпкалатас тата удобрени хывас процеса çăмăллатнă. Çăк турттаракан МАЗ уй-хире кирлĕ хатĕрсемпе вăрлăхсене пĕр чăрмавсăр илсе çитерет. Хуçалăхри техникăна çĕнетме 28 миллион тенкĕ тăкакланă, анчах çак инвестицисем хăйсен çимĕçне пама пуçланă.
Виктор Владимирович 20 çул ытла аграри сферинче ĕçлет. Çавăнпа ял хуçалăхĕнчи çитĕнÿ техникăран кăна мар, çынсенчен килнине те лайăх ăнланать. Вăл хăйĕн коллективĕпе мăнаçланать. Кашни ĕçчен пĕтĕмĕшле ĕçе хăйĕн тÿпине хывать – çакă шанăçу çуратать. Вĕсем яланах йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне алă пама хатĕр. Çакă çанталăк тăтăшах улшăнса тăнă самантра е ытти кĕтмен лару-тăрура уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Ертÿçе çемйи те пысăк пулăшу парать. Татьяна мăшăрĕ хĕрÿ тапхăрта яланах çумра, çĕр ĕçченĕсене вĕри те тутлă апатпа тивĕçтерет. Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн студенчĕ Кирилл халех ашшĕне хастар пулăшать, ака-суха ĕçне хутшăнать. Çапла тивĕçлĕ ăру çитĕнни, çемье ĕçне малалла тăсакан пурри савăнтарать.
Надежда ПОПОВА.
Ермеккей районĕ, Уйăлка ялĕ.