Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
16 Сентябрӗн 2025, 10:00

Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ

Çуркуннерен пуçласа хура кĕрчченех çĕр ĕçченĕн ларса канма та вăхăт çук. Яланхи пекех çуллахи кунсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Тин кăна хуçалăхсем ака-сухана вĕçленĕччĕ, халĕ мĕн акса, лартса ÿстернине пÿлмене пухса кĕртме те вăхăт çитрĕ. Республикăри хуçалăхсенче йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлет. Çапла пулмасăр, ял хуçалăх ĕçченĕсем çанталăкăн кашни уяр кунĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ.

Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ

Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» КФХ ОООра кĕрхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе пире предприяти ертÿçи Василий Федоров паллаштарчĕ. Василий Иванович – РФ тата ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалах ĕçченĕ, Салават Юлаев орденĕн кавалерĕ, чун-чĕрипе çĕре парăннă, ырă кăмăллă çын. Чăваш арĕ фермер пулмах çуралнă пулĕ. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Вăл мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ. Паянхи кун та çĕр ĕçне чунтан юратать.


Хуçалăхăн суха пуссисен лаптăкĕ 7 пин те 400 гектарпа танлашать. Кăçал кунта пĕтĕмĕшле 3 пин те 80 гектар пĕрчĕллĕ культура акнă пулнă. Çĕр ĕçченĕсем виçĕ эрне каялла тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртнĕ. Пучахĕсене йăтайми ларакан тĕш тырă пысăк тухăç панă – вăтамран пĕр гектартан 44,6 центрнер çапса илнĕ. «Салаватра» çу паракан тата техника культурисене те çитĕнтереççĕ. Эпир килнĕ кун 380 гектар çĕр лаптăкĕ çинчи кукурузăна силос валли çулатчĕç. «Уй-хирсен патшин» çÿллĕшĕ тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ – техника та курăнмастчĕ. Krone хир карапĕн рулĕ умĕнче Виктор Данилов ларать. Тухăçа ана çинчен Александр Михайловпа Рим Давлетов, Иван Филипповпа Владимир Афанасьев КамАЗ машинăсемпе тата Владимир Петров Case тракторпа турттараççĕ. Силоса пусăрăнтарас, тикĕслес ĕçе Алексей Захаров Massey Ferguson тракторпа тата Айбулат Асадуллин Lonking фронталлă погрузчикпа пурнăçлаççĕ. Василий Федоров палăртнă тăрăх, ял хуçалăх ĕçченĕсем асăннă кукуруза анине (86 га) виçĕ кун хушшинче çулса пĕтермелле. Çакăн хыççăн вĕсем хĕвел çаврăнăш çине куçĕç. Çу паракан культурăна 1 534 гектар çинче акнă. Унсăр пуçне «Салават» КФХ ООО соя та ÿстерет. Унăн лаптăкĕ 495 гектарпа танлашать.


Вут çинчи пек хĕрÿ вăхăт пулсан та Василий Иванович тепĕр ана çине çитсе килме сĕнчĕ. Кунта çĕр ĕçченĕсем пылак тымар ÿстернĕ иккен. Асăннă культура 320 гектар йышăнать. Vervaet комбайнсен штурвалĕсене Александр Васильевпа Валерий Кудряшов тытса пыраççĕ. Чăваш арĕсем пылак тымар çимĕçе пĕр талăкне 20-25 гектар çинчен кăлараççĕ. Çав вăхăтрах уй-хирĕн тепĕр вĕçĕнче кăшмана илсе тухас ĕçе те йĕркеленĕ. Техника культурине Андрей Сухарев оператор тиесе ярать, Алевтина Антонова накладнойсене çырса пырать. Чĕр тавара вара Раевкăри сахăр заводне тирпейлеме ăсатаççĕ.


Малалла çул Нукасак ялĕнче вырнаçнă цехсемпе складсене илсе çитерчĕ. Кунта курса тĕлĕнмелли чăнласах нумай пулчĕ. Ĕнер кăна авăнса ÿснĕ сарă тырăран Роман Елизаровпа Олег Матвеев тĕрлĕ сортлă çăнăх авăртаççĕ. Паллах, хатĕр продукциччен тырă темиçе тапхăр урлă иртет. Çăнăхран вара вырăнти пекарньăра тутлă çăкăр пĕçереççĕ. Çак ĕçе те пуçаруллă чăваш арĕ йĕркелесе янă. Пекарньăра талăкне 1,5-2 пин çăкăр пĕçерсе район тăрăх салатаççĕ. Çăкăрĕ вара чăннипех те тутлă. Мĕншĕн тесен ăна экологи енчен таса тыр-пултан, хăмла хушса пĕçереççĕ. Унсăр пуçне цех ĕçченĕсем виçĕ культурăран кĕрпе туса илеççĕ: урпа, пăрçа, тулă. Çăнăха алланă хыççăн сăсăл тăрса юлать, вăл вара выльăх апачĕн рационне кĕрет. Çапла ĕçе йĕркелеме пĕлекен ертÿçĕ ăна та чĕрĕ укçана çавăрать. Сăмах май çакна каласа хăвармалла, Василий Федоров хуçалăхĕ тендер выляса илнипе çак кунсенче Челябинск хулине 60 тонна кĕрпе ăсатма хатĕрленет.


Акă, çумра тепĕр цех вырнаçнă. Шăпах кунта «Нагадак» ятлă ÿсен-тăран çăвĕ тăваççĕ. Чĕр тавартан продукци туса илесси паллах çăмăл мар. Çу çапса илекен оборудовани çĕнĕ йышши те пысăк хăватлă пулни ку ĕçе хăвăртрах тума пулăшать тата чылай çăмăллатать. Хатĕр продукцие савăтсем тăрăх Николай Осипов тултарса тăрать. Çу каяшĕсене выльăх апачĕ валли усă кураççĕ. Паллах, цехсенче эпир çÿлерех асăнса тухнă çынсем кăна ĕçлемеççĕ. Кунта 10 яхăн ĕçчен тăрăшать.


Малашлăх çине шанчăкпа пăхакан ертÿçĕ туса илнĕ продукцие вырнаçтарас ыйтăва та тухăçлă татса панă. В.И. Федоров Толбазă салинче «СалаватАгропродукт» ООО тавара курттăм тата уйрăм сутакан база уçнă. Суту-илÿ çурчĕн управляющийĕ Лилия Булякова каласа панă тăрăх, кунта тавар туянаканăн кăмăлне шута илнĕ. Хуçа халăха кулленех кирлĕ таварпа тивĕçтерме тăрăшать. Тĕрлĕ лавккасем тăрăх çÿреме кирлĕ мар, мĕн пурне те «СалаватАгропродукт» ООО базинчех туянма пулать. Çынсем хаваспах «Салават» КФХ ООО ÿстернĕ тыр-пултан авăртнă çăнăха, пылак тымартан туса илнĕ сахăр песукне, хĕвел çаврăнăшĕнчен çапса илнĕ çăва, кĕрпесемпе выльăх апачĕ çине ямалли хутăшсене туянаççĕ. Çапла сентресем çинче паха продукци пур тесе çирĕплетсе калама пултаратпăр.


«Йышпа ĕç тума, пĕччен пыл çиме аван» тенĕ ваттисем. Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлă пулни яланах пысăк кăтартусем патне илсе пырать. Ушкăнпа пурнăçланă ĕçĕн сумĕ те пысăк. Пуян опытлă фермер паянхи кунпа пĕр утăмпа утассине, техника паркне çĕнетессине те тимлĕх уйăрать. Чи пĕлтерĕшли вара – команда вăйлă пулни. Хуçалăх ĕçе юратакан çынсем çинче тытăнса тăрать. Чылайăшĕсем кунта нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеççĕ. Пурте вĕсем ĕççине ăнăçлă вĕçлесе пÿлме тулли тыр-пул пухса кĕртессе шанса вăй хураççĕ. Паянхи кун Василий Ивановича хуçалăха аталантарма икĕ ывăлĕ нумай пулăшнине те палăртмалла.


Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.

Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх – çитĕнÿ çăлкуçĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас