Эпир килнĕ кун «Родник» агрофирмăн Канарейка ялĕ çывăхĕнчи хирте ĕç вĕресе тăратчĕ. Александрпа Владислав Никитинсем тата Александр Андреев икĕ Вектор-410 тата Палессе GS12 комбайнсемпе йĕтĕн çапатчĕç, тухăçа хиртен КамАЗ машинăсемпе Геннадий Макеевпа Александр Леонтьев тата Геннадий Гаврилов турттарса тăратчĕç. Юнашар хура тул ÿсекен ана çинче Игорь Прокопьевпа Алексей Николаев ЖВЗ-7 çаклатмалли жаткăпа, Вячеслав Артьемьев самоходнăй тракторпа хура тул çулатчĕç. Игорь Михалович каланă тăрăх, вăл кунне 20 гектара яхăн çĕр лаптăкĕ çинчи хура тула çулма ĕлкĕрет.
Çав вăхăтрах пушаннă анасене Федор Васильев Т-150 тракторпа тата Александр Анисимов К-700 хурçă учĕпе сухалаççĕ. Хĕл лариччен çĕр ĕçченĕсем 1000 гектар çĕр лаптăкне алса хăварма, 300 гектар çĕре дискаторпа кăпкалатма палăртаççĕ. «Родник» агрофирмăн хуçи Сергей Михайлов тухăçа пухас ĕçре килĕшÿ тăрăх Мелеспуç ялĕнчи Константинпа Вячеслав Артемьев уйрăм предпринимательсем хăйсем техникипе пулăшни çинчен те пĕлтерчĕ.
Йĕтем çинче тухăçа Святослав Михайлов заведующийпе Алексей Старков машинист йышăнса вырнаçтараççĕ. Хуçалăхра ЗАВ-20 тата ЗАВ-40 тырă сăвăрттармалли агрегат пур. Кăçал хуçалăх ЗАВ-40 агрегата пĕтĕмпе çĕнетме пултарнă. Асăннă хатĕр пĕр сехетре 40 тонна тырра тасатса кăларма пултарать.
– Паян кун ăшă, анчах та прогноз тăрăх ыранах çанталăк сивĕтесси, çумăр çăвасси, тăм ÿкесси паллă. Хура тул вара сывлăш температури ÿксен çĕр çине выртать, ăна çулма йывăр пулать. Çавăнпа та паян йĕтĕн çулакансене хуратул ани çине куçарма тÿр килчĕ, – çĕр ĕçĕн кăткăслăхĕсемпе паллаштарчĕ пире Сергей Квинтильянович.
«Родник» агрофирмăн пурĕ 4000 гектара яхăн çĕр, тĕрĕсрех каласан çĕр лаптăкĕ 3960 гектарпа танлашать. 570 гектар çĕр лаптăкĕ çинче кĕрхи культурăсене ÿстереççĕ, вĕсенчен 100 гектарне ыраш йышăнать. Йĕтĕне 400 гектар çинче акнă. Паянхи кун тĕлне асăннă культурăна 50-60 гектар çинчен пухса илнĕ. Хура тул 400 гектар çĕр лаптăкĕнче çитĕннĕ, хĕвел çаврăнăшĕ иртнĕ çул 200 гектар йышăннă пулсан кăçал – 900 гектара çитнĕ.
Сергей Квинтильянович кăçалхи тухăçпа кăмăллă.
– Тăватă çул тăршшĕ тыр-пул ăнса пулать-ха. Кăçалхи тухăç та савăнтарать. Туллăн вăтам тухăçĕ гектартан 24 центнерпа, урпа 32 центнерпа, хура тул 12 центнерпа, йĕтĕн 11 центнерпа танлашать. Пăрçапа ясмăка икĕ эрне каярах пуçтарса кĕртрĕмĕр, – хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарать Сергей Михайлов.
Пурĕ «Родник» агрофирмăра 26 çын ĕçлет. Сергей Квинтильянович вĕсем нумай çул ĕçленине, ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине пĕлтерчĕ.
Хуçалăх мал ĕмĕтсемпе пурăнать, çитес çул çĕнĕ комбайн, куçса çÿрекен опрыскиватель туянма, сушилка вырнаçтарма палăртаççĕ.
Сергей Квинтильяновичпа калаçнă май вăл çĕрпе усăллă, унăн тухăçлăхне пысăк сиен кÿрекен культурăсенчен сыхланса, удобренисемпе ăнланса усă курни, хăйĕн ĕçченĕсене хисеплени, вĕсемшĕн яваплă пулни сисĕнчĕ. Чăн-чăн çĕр хуçин çапла пулмалла та пулĕ. Çĕр вара вăл тăрăшуллисене юратать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ.