Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
7 Октябрӗн 2025, 12:00

«Хир карапĕсем» ăмăртмалла ĕçлени – кĕр кунĕн тулли илемĕ

Пушкăртстан Республикинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать, октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра акнă лаптăксен 95 процентне çапса илнĕ. ПР Правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕмĕшле пÿлмесене 3,65 миллион тонна тыр-пул кĕртнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 27,4 центнерпа танлашнă.

Алексей Жилкинпа Александр Михайлов.
Алексей Жилкинпа Александр Михайлов.

Çав вăхăтрах регионта вырма ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Сăмахран, Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи К.Иванов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн (ертÿçи – Максим Маторин) ĕçченĕсем октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче хура тул ани çине ĕçлеме тухнă. Кунта асăннă культурăна 116 гектар лаптăк çинче çитĕнтернĕ.
Максим Валерьевич пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх пĕтĕмĕшле 3 пин гектар çĕрпе усă курать. Вĕсенчен 2,5 гектарĕ çинче урпа, тулă, кĕрхи ыраш, пăрçа тата сĕлĕ çитĕнтернĕ. Тепĕр 500 гектарĕ – нумай çул ÿсекен курăксем. Хура тул ани çинче çаврăм хыççăн çаврăм тăвакан «хир карапĕсен» рулĕсем умĕнче – Алексей Жилкинпа Александр Павлов. Пĕри ACROS комбайн çинче тăрăшса ĕçлет пулсан, тепри – «Полесьепе». Тухăçа хиртен КамАЗ тата ГАЗ автомобильсемпе Александр Михайловпа Афкаль Юлдашев турттараççĕ.
– Технологие пăхăнса акнă тата çу кунĕсенче пăхса тăнă пусă çум курăкĕнчен таса, ани те ĕçлеме тикĕс. Пĕртен-пĕр çитменлĕх – хура тул пусси вырăнĕ-вырăнĕпе йăванни. Ун пек чухне техника хăвăртлăхне чакарма тивет. Унсăрăн тухăçа тăкаксăр пухса кĕртме йывăртарах. Ăнса пулнă хура тула вăхăтра пÿлмене кĕртесси – умри тĕп тĕллев, – савăнăçне пытармасăр калаçрĕ комбайн кабининчен пирĕн пата аннă Алексей Жилкин.
Хура тул тухăçĕ лайăх пулнин вăрттăнлăхĕ хĕресле шăркалантару (перекрестное опыление) меслечĕпе усă курнинче. Максим Валерьевич палăртнă тăрăх, çак ĕçе пурнăçлама хуçалăхри вĕлле хурчĕсем тата уйрăм çынсен утарĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Паянхи кун К.Иванов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн утарĕнче 100 пуç вĕлле пур.
Хĕл хырăмĕ аслине шута илсе хуçалăхри выльăхсене хĕл каçарма хăйсен çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ культурăсенчен апат хатĕрлеççĕ. Сăмах май, асăннă кооперативра 700 ытла шултра мăйракаллă выльăх, унсăр пуçне 60 пуç лаша. Çапла ялпа юнашар вырнаçнă тепĕр уй-хир çинче силос валли ÿстернĕ кукурузăна çулаççĕ. Асăннă культура 120 гектар йышăнать. Сĕтеклĕ выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе пĕр «хир карапĕ» хутшăннă. Унăн рульне Дмитрий Шишкин механизатор тытса пырать. Комбайн иртнĕ май хир пушанса юлни, уй-хиртен çăк турттаракан машинăсем пĕрин хыççăн тепри силос шăтăкĕ патне васкани аграри ĕçченĕсем уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшнине çирĕплетрĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

«Хир карапĕсем» ăмăртмалла ĕçлени –  кĕр кунĕн тулли илемĕ
«Хир карапĕсем» ăмăртмалла ĕçлени – кĕр кунĕн тулли илемĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас