Александр Николаевичăн çирĕп хуçалăхĕнче ир-ирех механизаторсем хăйсене çирĕплетнĕ техникăна ĕçе хатĕрлеççĕ. Ертÿçĕ каланă тăрăх, октябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăрлăх валли ÿстернĕ хĕвел çаврăнăша пуçтараса пĕтернĕ. Пысăк тупăшлă культура районĕпе чи пысăк лаптăк, 1,5 пин гектар ытла йышăнать. Унăн вăтам тухăçĕ гектартан 11 центнерпа танлашать. Çу паракан культурăна тăватă комбайнпа Леонид Поликарповпа Владимир Дмитриев, Сергей Игнатьевпа Рамазан Каримов тата Алексей Егоров пухса илнĕ. Хĕвел çăврăнăш вăррине йĕтем çине КамАз автомобильсемпе Фаниль Янтуринпа Федор Васильев турттарнă. Ăна икĕ хут ЗАВ агрегатпа Артем Владимиров сăвăрттарнă, «Беларус 82.1» тракторне çаклатнă КУН погрузчикпа Петр Васильев тăрăшнă.
Хуçалăхра çитес çулхи тухăç валли çĕре хатĕрлес ĕç те кал-кал пырать: икĕ пин гектар çĕре алнă, кĕрхи культурăсене 360 гектар ытла лаптăк çинче акнă. Халĕ симĕс калчасем шăтса тухнă та ĕнтĕ, куçа савăнтараççĕ. Çак анасем çинче хăватлă «кировецсемпе» Владимир Исаев, Вячеслав Сибагатдинов тата Юрий Ермолаев тăрăшнă.
Вăтăр ытла çынран тăракан механизаторсемпе выльăх пăхакансен пысăк йышне тутлă апатпа Маргарита Иванова, Людмила Дмитриева тата Лира Прохорова поварсем тивĕçтереççĕ. Вĕри апата тата сĕрмелли -çунтармалли материала (ГСМ) çынсем ĕçлекен вырăнсене Гульнара Валиевапа Владимир Иванов илсе çитереççĕ.
А.Н. Милютинăн хресченпе фермер хуçалăхĕн коллективĕн кулленхи кал-кал ĕçĕ савăнтарать тата ытти хуçалăхсемшĕн тĕслĕх шутланать.
Владимир СМОЛОВ. Пишпÿлек районĕ.