Çак вăхăт тĕлне тĕш тырăсен 98% е 1,4 млн гектар çĕр лаптăкĕнчен тухăç пуçтарса илнĕ. 26 пин гектар çинчи кукурузăна тата хура тула пухса илесси юлнă. Çапса илнĕ тĕш тырăсен виçи 3,8 млн тоннăпа танлашнă. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 500 пин тонна ытларах. Вăтам тухăç республикипе гектартан 27 центнертан иртнĕ.
Ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх, тырă çапса илессипе мала Çтерлĕ районĕ тухнă - 250 пин тонна пухса илнĕ. Çĕр аллă пин тонна ытла тырă Чекмагуш, Мелеуз, Илиш, Баймак, Авăркас тата Давлекан районĕсен аграрийĕсем çапса илнĕ. Пысăк тухăç кăтартăвĕсемпе Чекмагушпа Кармаскалă районĕсем савăнтарнă, вĕсем гектартан 43-46 центнер пухса илнĕ. Авăркас, Çтерлĕ тата Гафури районĕсенче – 35 центнер ытла.
Çав вăхăтрах регионта сахăр кăшманне, пахча çимĕçсене, çĕр улмине пуçтарса илес ĕç те вĕçленсе пырать. Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, сахăр кăшман лаптăкĕн 90% пухса илнĕ, пылак тымарăн пĕтĕмĕшле виçи 1,9 млн тоннăпа танлашнă.
- Сахăр завочĕсем талăкне 12 пин тонна чĕр тавара ĕçе кĕртеççĕ, - пĕлтернĕ Ильшат Фазрахманов. -70 пин тонна сахăр туса кăларнă. Заводсен ĕçĕ 2026 çулхи февраль уйăхĕччен тăсăласса палăртатпăр.
Çу культурисен лаптăкĕн 70 ытла процентне, 760 пин тонна çу тумалли культурăсене пухса кĕртнĕ. Пурĕ регионти ял хуçалăх предприятийĕсем тата фермер хуçалăхĕсем 24 пин тонна ытла çĕр улми тата уçă çĕр çинчи пахча çимĕçе пуçтарса илнĕ.
- Пĕтĕм культурăсене пухса илес кампанине 15-20 кун хушшинче вĕçлеме палăртатпăр, - тенĕ ПР ял хуçалăх министрĕ.