Пур хыпар та
Ял хуçалăхĕ
22 Ноябрӗн 2025, 11:00

Машинăпа трактор паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланнă

2025 çулхи 10 уйăх хушшинче Пушкăртстанри агропромышленность предприятийĕсен машинăпа трактор паркĕсем тыр-пул пухса кĕртекен тата выльăх апачĕ хатĕрлекен 111 çĕнĕ комбайнпа, тĕрлĕ класлă 215 тракторпа, хăй тĕллĕн çÿресе пĕрĕхтерекен 40 агрегатпа, çĕре кăпкалатакан тата ака-суха тăвакан 306 машинăпа пуянланнă.

Машинăпа трактор паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланнă
Машинăпа трактор паркĕсем çĕнĕ техникăпа пуянланнă

Укçа-тенке çавăрсан тăкаксем 10,1 млрд тенкĕпе танлашнă. Çакă иртнĕ çулхи çак тапхăрти кăтартуран 460 млн тенкĕ ытларах.


– Юлашки çулсенче техникăна тăтăшах çĕнетни тракторсен паркне çирĕплетме, тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсен шутне ÿстерме, ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чух техника тиевне чакарма май парать, – тенĕ ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов.


Регионти хуçалăхсен пурлăхпа техника базисене çĕнетме çĕнĕ техника туянма тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне саплаштармалли республика программи пулăшать. Çапла 2025 çулта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене 850 млн тенкĕ субсиди уйăрнă.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас