

Вăтăр пилĕк çул каялла Ситек ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Иванов çамрăк каччă малта пыракан «Россия» колхоза механизатор пулса вырнаçнă. Вăл ĕçлĕ пурнăçне тăван ялĕнче ахаль колхозникран пуçланă. Унтан Пелепейри ял хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă хыççăн вĕрсе каламалли оркестрта музыка ротин старшини пулса çарта хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан пĕр вăхăт ялти культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçи, районти çыхăну узелĕн электромонтерĕ пулса ĕçленĕ хыççăн каялла çĕр ĕçне таврăннă. «Россия» колхозран çĕнетнĕ «Канаш» ял хуçалăх производствин кооперативĕнче (СХПК) механизатор, электрик, бригадир, тĕп инженер пулса тăрăшнă. 2006 çулхи март уйăхĕн 6-мĕшĕнче ăна пухура председатель пулма суйлаççĕ. Ун чух кооперативра Ситек тата Такмаккаран ялĕсенчен 150 çын тăрăшнă. Хуçалăхра 920 мăйракаллă шултра выльăхсăр пуçне 55 лаша, 100 ытла пуç сысна пулнă. Унта сĕт-тавар фермин заведующийĕ, зоотехник, осеменатор, хуралçăсем, 18 ĕне сăвакан, 10 выльăх тата 4 пăру пăхакан тăрăшнă. Кооператив ĕçченĕсем пĕрчĕллĕ культурăсем, сахăр кăшманĕ, çĕр улми ÿстернĕ. Техника паркĕнче икĕ К-700, тăватă Т-150, вунă МТЗ-82, виçĕ ДТ-75 гусеницăллă трактор, икĕ Т-4 «Алтай», икĕ КамАЗ, виçĕ ЗИЛ тата тăватă çăк турттармалли ГАЗ автомобиль, тырă выракан ултă комбайн, çаклатмалли механизмсемпе оборудовани – ака пуçсем, сÿресем, дискаторсем, культиваторсем, акакан хатĕрсем – çителĕклĕ пулнă.
Колхозсем аркансан пĕтĕм çĕршывĕпе ял хуçалăхĕнчи йĕркелÿ структурисем çеç мар, таварпа укçа хутшăнăвĕсем те хавшанă. Вăтам ĕмĕрсенчи пек укçа вырăнне бартер – таварпа тавара улăштарнă. Пишпÿлек районĕнче 90-мĕш çулсен вĕçнелле хăйсен «лукьянички» валюта та çирĕпленнĕ. Ĕç укçине çынсене хĕвел çаврăнăш çăвĕпе е сахăрпа, аш-какай комбиначĕсем чĕр таваршăн кăлпассипе тÿленĕ. Финанс лару-тăрăвĕ пур çĕрте те йывăр пулнă.
Часах ситексем кооператив пайташĕсен пухăвĕнче хуçалăх ятне «Канаш» СХПКна «Седяк» ял хуçалăх производство кооперативĕ СПК ят панă, ун ертÿçине Юрий Иванович Ивановах хăварнă. Хуçалăхăн 3000 гектар çĕр лаптăкĕ пулнă, вĕсенчен 2500 гектарĕ çинче ака-суха тунă, тĕш тырă акнă. Вăтам тухăç гектартан 14-15 центнерпа танлашнă. Ун чух укçа-тенкĕ йывăрлăхĕсем çаплах пулнă. Удобренисем, çĕнĕ техника туянма май пулман. Ĕç ушкăнĕнче выльăх пăхакансемпе механизаторсем сахалланма пуçланă. Çавăнпа та производствăна илсе пырас ĕçре улшăнусем кирлĕ пулнă. Çапла майпа 2011 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти 70 ытла ял хуçалăх предприятийĕсен йышĕнче Ситекри «Урожай» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх (ООО) йĕркеленет. Унăн ертÿçи Юрий Иванов пулать. Юрий Ивановичăн пуçне кивĕ машинăпа тракторсен паркне çĕнĕ вырăна куçарас шухăш пырса кĕрет. Ял варринче, складсемпе йĕтем вырăнĕнче пысăк строительство пуçланать. Часах кунта кантур, çутă та анлă столовăй çурчĕсем, механизаторсене канмалли пÿлĕмсем, пилорама, тыр-пул усрамалли пысăк кĕлет вырнаçаççĕ. Айккинчен килекен ĕçченсем валли общежити те уçăлать. Мĕнпур строительство ĕçĕсем 2018 çулта вĕçленеççĕ.
Паянхи кун кунта тырă сăвăрттармалли агрегата çĕнетес ĕçсем пыраççĕ, тырă типĕтмелли хатĕр туянса хута янă. Ситекри ял хуçалăх предприятийĕ аталантăр, анасенче тыр-пул ÿссе тухăç патăр, сĕт-тавар ферминче сĕт, аш-какай продукцийĕ, тивĕçлĕ ĕç укçи илмелли ĕç вырăнĕ пултăр тесен хуçалăхра пысăк ăсталăхлă кадрсем кирлĕ. Вĕсен ячĕсене асăнса хăвармалла: Андрей Григорьев, Сергей Мелихов, Вадим Никитин, Владимир Сурков, Ирина Кудрякова, Альбина Идрисова, Марийăпа Александр Кудряковсем, Николай Петров.
Паянхи кун «Урожай» ОООра 25 çын тăрăшать. Вĕсенчен саккăрăшĕ механизаторсем, вуннă ытла çын выльăх пăхнă çĕрте вăй хураççĕ, управленинче тăватă специалист ĕçлет. Хуçалăхри столовăйĕнче çулталăк тăршшĕпе повар ĕçлекенсем валли апат хатĕрлет. «Урожай» ООО ура çинче çирĕп тăрать. Кунта пасар экономикин çăмăл мар лару-тăрăвĕнче пысăк тухăçлă ÿсен-тăран çитĕнтернипе палăрса тăраççĕ. 2025 çулта вăтам тухăç пĕр гектартан 20 центнерпа танлашнă. Ситексем йăлана кĕнĕ ял хуçалăх культурисемсĕр пуçне хăйсен анисене элитăллă сортлă, пысăк тупăш параканнисене (хĕвел çаврăнăш, рапс, соя, йĕтĕн, пăрçа йышши культурăсем) ÿстереççĕ.
«Урожай» ООО ялти мероприятисен спонсорĕ шутланать. 2024 çулта ятарлă çар операцине гуманитарлă конвойпа УАЗ автомобиль ăсатнă. Ертÿçĕсем çурхи ĕçсем вĕçленсен тата тухăç пуçтарса илсен мала тухнă ĕçченĕсене кашни çулах чыслаççĕ. Кĕскен каласан, хуçалăх малашлăхĕ иккĕленÿллĕ мар,тăван кĕтес шанчăклă алăсенче.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.