

Ăна йышăну тума çăмăлах пулман. Анчах та ачаран çирĕпленнĕ çемье хаклăхĕсем иккĕленме паман. Ашшĕ, Михаил Семенович, хăй вăхăтĕнче «Спартак» совхозра уйрăм управляющийĕ тата Хурамал ял Канашĕн председателĕ пулнăскер, ывăлне ĕçе хаклама тата çĕр çинче çирĕп тăма вĕрентнĕ. Амăшĕ, Алевтина Филипповна, вырăнти шкул директорĕ пулнă, яваплăха туйма тата çывăх çынсемпе ырă кăмăллă пулмалла тесе воспитани панă. Пĕртен-пĕр ывăл пулнă май, Семен хуçалăхри ĕçсене амăшĕ çине çеç тиесе хăварма пултарайман. Çавăнпа та ялта юлма тата çемьене пулăшма йышăну тунă.
Малтанласа фермер ĕçĕсем вăтам пынă: 40 гектар çинчи çĕр лаптăкне ашшĕ-амăшĕн техникипе акнă. Анчах никĕсĕ çирĕп хывăннă – Сергеевсен çемйинче ĕç яланах хисепре пулнă. Çемье лашасем, выльăх-чĕрлĕх, хурт-хăмăр тытнă, çавăнпа та ĕç алăран кайман.
Паянхи ĕç калăпăшĕ пачах урăхла. Семен Михайловичăн аллинче пурĕ 1730 гектар çĕр шутланать. Кăçал та анасем тĕрлĕ культурăсемпе пуян: тулăпа урпа, хĕвел çаврăнăшĕпе йĕтĕн, хура тул тата рапс.
Фермер ял хуçалăхĕнче яланах сыхă та асăрхануллă пулмаллине пытармасть. Топливăпа техника хакĕсем çитĕнтернĕ продукцин хакĕнчен хăвăртрах ÿсеççĕ. Çавăнпа та малашлăха курса тăмалла. Çакăн пек чухне патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ. Юлашки виçĕ çулта хуçалăх субсидисемпе усă курать, патшалăх çĕнĕ техника, удобренисем туяннин тата тĕш-тырă сутнин пĕр пайне саплаштарать.
Эпир килнĕ кун хресченпе фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте тăрăшатчĕç: хирти курăка çулатчĕç, уйрăм хуçалăхсене утăпа тивĕçтеретчĕç. Хатĕр утта пресласа тюксем тунă май килсене леçсе параççĕ.
– Вырма пуçланиччен выльăх апачĕ хатĕрлессине вĕçлемелле. Пирĕн кашнинех хамăрăн хуçалăх, шултра мăйракаллă выльăх пур. Çавăнпа та хĕллене тĕплĕн хатĕрленмелле, апат çителĕклĕ пулмалла, – тет хуçалăх ертÿçи.
Мастерскойра та ĕç вĕресе тăратчĕ. Николай Коновалов водитель-механизаторпа Виктор Земсков механизатор-слесарь техникăна юсатчĕç. Вĕсем кирек мĕнле ĕçе те, двигателе сÿтсе пуçтарнинчен пуçласа сăрласси таран, пурнăçлама пултараççĕ, аллисем ылтăн.
Семен Михайлович ял хуçалăх ĕçĕнче специалистсем пĕр-пĕрне пулăшни тата универсаллă пулни пĕлтерĕшлĕ тесе палăртрĕ. Çак енсене пула кирек мĕнле кăткăс ыйтăва та татса пама пулать. Аграри секторĕнче вара ун пекки кашни кунах сиксе тухать.
Çывăх вăхăтра коллектива çамрăк специалист, Пушкăрт аграри университечĕ пĕтернĕ Татьяна Тураева, килмелле. Хĕр экономика факультетĕнче тĕллевлĕ направленипе пĕлÿ илнĕ. Çавăнпа та хресченпе фермер хуçалăхĕнче ун çине пысăк шанчăкпа пăхаççĕ.
Экономикăри мĕнпур йывăрлăхсене пăхмасăр Семен Сергеев (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри)хуçалăхĕнче ĕçлекенсем малашлăх çине шанчăкпа пăхаççĕ. Кунта çĕре чун-чĕререн юратсан, ĕçе шухăшласа тусан темле йывăр çул та хăйĕн çимĕçне панине ăнланаççĕ.
Асăннă хресченпе фермер хуçалăхĕ социаллă программăсенчен те пăрăнса юлмасть. Предприяти ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу парать. Ял хутлăх администрацийĕ те çĕр ĕçченесене тав туса ăшă сăмахсем калать. Семен Михайлович чылай ыйтусене татса пама май тупать. Хĕл кунĕнче çулсене юртан тасатмалла-и, çулла курăк çулмалла-и е укçа-тенкĕ пулăшăвĕ кирлĕ – фермер яланах ăнланма тăрăшать. Нумаях пулмасть вара ял клубĕн пултарулăх коллективне пулăшнă.
Надежда ПОПОВА.
Ермеккей районĕ, Хурамал ялĕ.