Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
20 Мартӑн 2019, 17:55

Трепелти çĕнĕ ача сачĕ

Март уйăхĕн 4-мĕшĕнче Трепел ялĕнче вăрах кĕтнĕ пулăм пулса иртнĕ.

Çак кун ялта шăпăрлансем валли «Хĕвел» ятлă çĕнĕ ача сачĕ алăкне уçнă. Авăркас районĕнчи администраци ĕçченĕсем вĕрентÿ организацийĕсене аталантарассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртмелли программăна хутшăннă. Вĕсем ялта пурăнакансене шкул çулне çитеймен ачасен учрежденийĕ кирлине шута илсе республикăри Вĕрентÿ министерствине‚ Трепел шкулĕн çуртне тĕпрен юсама субсиди илес тĕллевпе заявка панă. 2018 çулхине район 2‚5 млн тенкĕлĕх субсиди илме тивĕçнĕ. Унччен маларах ытти программăсене хутшăнса шкул тăррине тĕпрен юсанă‚ чÿречисене тата хутса ăшăтмалли хатĕрсене улăштарнă. Шкул зданине çĕнетме пĕтĕмĕшле 6 млн. яхăн укçа-тенкĕ тăкакланнă.
Пĕчĕк трепелсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене‚ ача сачĕн çĕнĕ коллективне саламлама чаплă хăнасем - Авăркас район администраци пуçлăхĕ З.Я.Идрисов‚ Канаш секретарĕ В.И.Федоров‚ Трепел ял Канаш пуçлăхĕ И.С.Захарова‚ вĕрентÿ уйрăмĕн ертÿçи Р.А.Гилязетдинов тата «Салават» КФХ директорĕ В.И.Федоров - килсе çитнĕ.
Зуфар Явдатович ял çыннисене паллă пулăмпа саламланă май‚ ачасене тимлĕх уйăрмаллине тата вĕсемшĕн кирлине тума тăрăшмаллине палăртса хăварнă.
- Эпир ял çыннисен пурнăçĕ лайăхлантăр‚ шкулсем сыхланса юлччăр‚ ача сачĕсем уçăлччăр‚ пепкесем çуралччăр‚ хушма хуçалăхсем аталанччăр тесе ĕçлетпĕр‚ – тенĕ район администраци пуçлăхĕ. - Ача сачĕ уçăлни ялăн аталанăвĕпе çыхăннă. Ялта çамрăк çемьесем тăрса юлĕç‚ ачасен хаваслă кулли янрĕ.
Муниципалитет пуçлăхĕ пухăннисене - ачасене те‚ аслисене те - сывлăх суннă‚ ача садне парне туса музыка центрĕ парнеленĕ.
Район администрацине тата ача садне туса лартас ĕçе хастар хутшăннă çынсене ытти хăнасем те тав сăмахĕсем каланă.
Йăлана кĕнĕ тăрăх хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă‚ унтан ача сачĕ тăрăх экскурсире пулнă: çутă та пысăк вылямалли, çывăрмалли тата санитар пÿлĕмĕсем‚ спортзал‚ столовăй‚ çĕнĕ сĕтел-пукан‚ спорт хатĕрĕсем тата тĕрлĕ тĕслĕ теттесем. Ачасемпе аслисем питĕ хĕпĕртенĕ.
- Эпир курни‚ кĕтнинчен темиçе хут лайăхрах. Кунта пурте илемлĕ‚ хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ‚ ачасене тата ĕçлекенсене питĕ аван пулать‚ – тенĕ ашшĕ-амăшĕсем. – Пирĕн ачасем чи телейлисем‚ мĕншĕн тесен малашне вĕсем çав тери илемлĕ ача садне çÿрĕç.
Чăнах та‚ ача садне хăтлă кăна мар‚ чунтан‚ вак-тĕвеке шута илсе, пысăк тимлĕх уйăрса хăпартса лартнă. Паянхи кун 25 ача алла путевка илнĕ‚ вĕсен хушшинче 1‚5 çултан пуçласа 6‚5 çитичченхисем.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: