Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
17 Ноябрӗн 2021, 11:49

Йывăçсем вăрçăра пулнă ентешсене халалласа лартнă палăк вырăнне

Кармаскалă районĕнчи Пекенеш ялĕнчи Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ обществăлла юхăмăн хастарĕсен Георгий Прокопьевăн, Леонид Михайловăн, Нина Митрюкован, Вячеслав Ильмурзинăн пуçарăвĕпе ял çыннисем ноябрь уйăхĕнчи уяв кунĕсенчен пĕринче пулас Çĕнтерÿ паркĕн вырăнĕнче 200 тĕп йывăç лартнă.

Йывăçсем  вăрçăра пулнă ентешсене  халалласа лартнă палăк вырăнне
Йывăçсем вăрçăра пулнă ентешсене халалласа лартнă палăк вырăнне

Хурăн, хыр, кăвак чăрăш хунавĕсене Нина Митрюкова предприниматель хăй укçипе (пурĕ 62 пин тенкĕлĕх) туяннă. Парк валли тесе уйăрнă территори самаях пысăк, вăл 20 сотăйпа танлашать. Малашне кунта вăрçă паттăрĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене, Пекенеш тата Андреевка ялĕсене пуçарса яракансене халалланă мемориал туса лартĕç. ПР чăвашсен Канашĕн ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ Борис Гордеев отставкăри полици полковникĕ çырса хатĕрленĕ «Асра тытмалла» проектпа килĕшÿллĕ спорт площадки тата çамрăк çемьесен аллейи те пулĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн хастарĕ Георгий Прокопьев пĕлтернĕ тăрăх, парк хывас ĕçе пуçăнни вунă çула тăсăлнă ĕнтĕ. Йывăçсене те пĕр хутчен çеç мар лартнă. Анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕç пăчланса пынă. Шаймуратово ял Канаш пуçлăхĕ парк вырăнне хатĕрлеме, территорине хÿме тытса çавăрма хушнă. Анчах кăшт вăхăтран çĕре уйрăм строительство валли уйăрса панă. 2015 çулта ял çыннисем 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă акци витĕмĕпе пулас парк вырăнĕнче 300 ытла йывăç лартнă. Ял халăхĕнчен пухнă укçа-тенкĕпе хÿме тытнă. Анчах та карта çирĕп пулманран çамрăк йывăçсене упраса хăварас ĕçре йывăрлăхсем сиксе тухнă. Çитменнине влаçрисем çĕр лаптăкне те урăх тĕллевпе усă курма шут тытнă. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн хастарĕсем çĕре парк валли хăварма ыйтса район администрацине, прокуратурăна çитнĕ. ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская патне те çак ыйтупа тухнă. Людмила Ивановнапа ветерансемпе ĕçлекен комиссийĕн ертÿçи Борис Гордеев ыйтăва татса парас шутпа Кармаскалă районне çитнĕ. Районти влаçсем парк тăвас ĕçре пулăшса пыма, кирлĕ документсене хатĕрлеме сăмах панă. Ял халăхĕ парк территорине тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăнма, чечексем лартма, вĕсене пăхса тăма шантарнă. Г.А. Прокопьев ачасене те çак ĕçре пулăшса пыма ыйтнă.
– Çакă чи малтан çитĕнекен ăру валли кирлĕ-çке. Паттăрсен ячĕсене ĕмĕрех асра юлмалла тăвасси, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстересси вара пирĕн, аслисен, тĕп тивĕçĕ, – тет Георгий Афанасьевич.
Надежда РОДИОНОВА.
Кармаскалă районĕ,
Пекенеш ялĕ.

Йывăçсем  вăрçăра пулнă ентешсене  халалласа лартнă палăк вырăнне
Йывăçсем  вăрçăра пулнă ентешсене  халалласа лартнă палăк вырăнне
Йывăçсем вăрçăра пулнă ентешсене халалласа лартнă палăк вырăнне
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: