Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
16 Июнӗн 2022, 11:00

Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса

Нумаях пулмасть Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче вырăнти халăх пуçарăвĕпе ял масарĕн картине çĕнетме пуçланă.

Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса
Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса

Малтан йĕкенпуçсем çак ыйтăва пухура йышпа сÿтсе явнă. Кунтах яваплă çынсене (ертÿçине, казначейне) çирĕплетнĕ. Ун хыççăн халăхран укçа-тенкĕ пухса çак ĕçе пуçăннă. Пĕтĕмĕшле 600 метра яхăн картана (масар территорине ÿстернипе пĕрле) улăштармалла. Вăл бетонран пулĕ. Хальлĕхе 100 метра яхăн карталанă.

– Малтан масар хапхине çĕнетрĕмĕр. Ун хыççăн карта тытма пуçларăмăр. Пур ĕçе те ниме шайĕнче йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне 400 пине яхăн укçа пухăнчĕ. Çак пархатарлă ĕçе хамăр ялта пурăнакансем çеç мар, ялтан тухса кайнисем те кăмăлтан хутшăнаççĕ, – пĕлтерчĕ пире масар çинчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Виталий Андреев.
Çавăн пекех вăл ниме ушкăнĕ туслă та тăрăшса ĕçленине, ĕçри хастар нимеçĕсене палăртрĕ. Вĕсен шутĕнче – Владимир Клеин, Мартын Николаев, Петр Васильев, Валерий Карюгин (техникăпа тивĕçтернĕ), Александр Семенов (погрузчикпа пулнă), Николай Филиппов, Валентин Николаев Александр ывăлĕпе тата ыттисем.
– Карта тытнипе пĕрлех 50-60 çул каялла аттесем лартнă тирексене те йăвантартăмăр. Вĕсем 40 метр çÿллĕш ÿссе кайнăччĕ. Çавăнпа та çил-тăвăллă çанталăкра хăрушлăх кăларса тăрататчĕç, палăксемпе хĕрессем çине ÿкме пултаратчĕç. Вĕсене касса сутрăмăр, укçи-тенкине карта тытма уйăратпăр. Çакăн пек майпа 58 пин тенкĕ тупăш турăмăр, – тет ертÿçĕ ĕç калăпăшĕпе паллаштарнă май.
Хĕрарăмсем те ĕçре хастар. Нина Клеина, Ирина Николаева, Лидия Филиппова, Наталья Андреева çумăр çунине пăхмасăр çÿп-çап пуçтарнă, ĕçлекен халăха тутлă кукăльсемпе тата вĕри чейпе сăйланă. Çакă та ĕç çыннин кăмăлне çĕклет. Роза Андреева ял хастарĕ кирлĕ строительство материалĕсене йÿнерех хакпа туянма майсем тупнă.
– Пуçланă ĕçе вĕçлеме укçа-тенки чылай кирлĕ пулать. Çак ĕçре пире район администрацийĕ тата «Победа» ООО пулăшма шантарчĕç, – хăш-пĕр вăрттăнлăхсене уçса пачĕ Виталий Кузьмич.
Юрий СНЕГОПАД.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.

Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса
Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса
Масар хăтлăхĕшĕн тăрăшса
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: