Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
7 Августӑн 2022, 15:05

Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç

 Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче «Пурăн ял» («Живи деревня») уяв иртрĕ. Тимешсем иртнĕ çул çеç çÿллĕ шайра ял юбилейне паллă турĕç пулин те кăçал та уява пухăнчĕç. Çак утăма тума вĕсене Ольга Самарина миссионерла проект авторĕ (хăй вăл Кушнаренково районĕнчен) сĕннĕ, Салават тата Кумертау епископĕ Николай владыка пехиллесе хавхалантарнă.

Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç

Малтан вырăнти халăх тата хăнасем ялти кĕлĕ çуртне пухăнчĕç. Ĕлĕк-авал кирек мĕнле ĕçе те кĕлĕрен пуçланнине асра тытса кунта литурги иртрĕ. Ун хыççăн пухăннă халăх маларах шкул пулнă вырăнпа юнашар вырнаçнă уяв сцени патне çул тытрĕ. Кунта ватти-вĕтти икĕ сехете тăсăлнă юрă-кĕвĕ программипе паллашма пултарчĕç. Праçнике йĕркелекенсем, ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем, малтан «Пурăн ял» проектăн ертÿçине Ольга Самаринана сăмах пачĕç.

- Кăçал çакăн евĕр уяв республикара саккăрмĕш хут иртет. Пуçласа ăна Кушнаренковă районĕнчи Ахлыстино ялĕнче 2021 çулта  «Раççейри культура  фончĕн» грантне çĕнсе илнĕ хыççăн йĕркеленĕччĕ. Кăçал çакăн пек уявсем Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал, Ишимбай тăрăхĕнчи Йĕкенпуç чăваш ялĕсенче иртрĕç. Паян акă сирĕн патра уяв кĕрлет,- терĕ Ольга Геннадьевна пухăннисене прасник ячĕпе саламланă май. Унтан вăл Николай владыкăна сăмах пачĕ тата кĕслепе юрăсем шăрантарчĕ.

Çак кун еапархи пуçлăхĕ тимешсемпе хăнасене чăвашла саламланине илтме уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Унсăр пуçне Владыка кирек мĕнле уява та наци тумĕ тăхăнса тухмаллине, çак пулăма ачасемпе çамрăксем хушшинче те сармаллине  асăрхаттарчĕ.

-  Çапла майпа çеç эпир çамрăксене хамăрăн культурăна, историне тата тăван чĕлхене хаклама вĕрентĕпĕр. Çак ĕçе ырана хăвармалла мар, паянах тумалла. Ыран кая юлатпăр, - çирĕплетрĕ вăл.

Салам сăмахĕсем калакансен йышĕнче Тимеш ял Канаш хутлăхĕн адлминистраци пуçлăхĕ Рим Каримов, «Нива» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Александр Петров, ялти Екатерина великомученица ячĕллĕ кĕлĕ çурчĕн старости Вадим Петров пулчĕç.

- Ял тулли пурнăçпа пурăнтăр тесен уншăн кашнинех тăрăшмалла, ăна сад пахчине çавăрмалла. Сад пахчи йывăç лартмасăр, пахча-çимĕç акмасăр илемленмест. Лартса-акнисĕр пуçне  ăна пăхма та пĕлмелле. Çавăн чухне çеç сад юмахри кĕтесе çаврăнĕ,- терĕ Александр Федорович пер ял çыннисене ырă та пархатарлă ĕçсем тума чĕнсе каланă май.

Уяв программине ал ĕç ăстисен ĕçĕсенчен, вырăнти вулавăшри кĕнекесенчен йĕркеленĕ куравсем те пуянлатрĕç. Унсăр пуçне Вероника, Иринăпа Гая  Леонтьевасем, Эльмира Кагарманова тутлă апат çимĕс ăстисем килте тунă сырсен куравĕпе тĕлентерчĕç, хăйсен экологи енчен таса продукцине ас тивсе пăхма сĕнчĕç, заказсем йышăнма та хатĕррине пĕлтерчĕç. Сăмах май,  пултаруллă кулинарсен çак енĕпе Ватсапра «Тутлă сыр» ушкăн та ĕçлет иккен.

Юрă çаврăмĕсĕр, ташăсăр мĕнле уява уяв теме пулĕ-ши? Ялти «Рябинушка» ансамблĕн (ертÿçи – Зоя Ефремова) çăмăл аллинчен пуçланнă концерт программине малалла вырăнти «Çăлкуç» халăх ушкăнĕ (Владимир Павлов),  Снежана Сергеева, Зоя Шуркова, Дмитрий Матвеев, Татьяна Анисимова уйрăм юрăçсем тăсрĕç.  Мероприятие пухăннă халăх вĕсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕ, сцена умĕнчи лапам çине тухса ташлама кăмăл тăвакансем те пулчĕç.

Ял уявĕ вĕçленес умĕн эпĕ 92 çулхи Александра Никитична Алексеева ĕç ветеранĕнчен: «Уяв килĕшрĕ-и?» - тесе ыйтрăм.

- Питĕ те килĕшрĕ. Кунта килнĕшĕн нимĕн чухлĕ те ÿпкелешместĕп. Юрри-кĕввине итленĕ май çамрăклăх та аса килчĕ, - чунне уçса калаçрĕ ватă кинемей.

Юрий СНЕГОПАД.

Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Тимешсем кăçал та ял уявне пухăнчĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: