Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
23 Октябрӗн 2022, 16:05

Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ

Çу кунĕсенче пуçланса паянхи кунччен Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче пурăнакансем ял масарĕ çинче ниме мелĕпе пысăк ĕç туса ирттернĕ – вилнисем ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă вырăнта 540 метр бетон карта тытса çавăрнă. Ĕнер ял хастарĕсем ĕçе вĕçлекен субботник ирттернĕ, юлашки 40 метр картана вырнаçтарса пĕтернĕ. 

Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ

Пĕтĕмĕшле çак ĕçе тума (кунта масар хапхипе пĕчĕк алăксем вынаçтарни те кĕнĕ) 800 пин тенке яхăн нухрат тăкакланă. Укçа тенкĕн ытларах пайне (631,2 пин тенкĕ) ял халăхĕ пухнă, тепĕр 200 пинне район администрацийĕ уйăрса панă.

- Пухнă укçан пĕр пайĕ кăшт юлчĕ те. Унпа çитес çул масар патне килекен çула йĕркене кĕртесшĕн. Унсăр пуçна карта хĕррипе улмуççисем лартса тухасшăн. Вĕсем çуркунне шап-шурă çеçке çурсан питĕ те илемлĕ пулмалла,- малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ пире масар çинчи ĕçсене йĕркелесе пыракан Виталий Андреев ял хастарĕ.

Унăн мăшăрĕ пирки те ăшă сăмахсем каласа хăвармалла. Наталья Николаевна масар çинче сăваплă ĕç мĕн пуçланнăранпа ватсапри «Хамăрялсем» ушкăнра пулса иртекен хыпарсемпе кашни кун вăхăтра паллаштарса тăчĕ. Вăл хатĕрленĕ материалсенче кам мĕн чухлĕ укçа хывни, паян е ыран мĕнле ĕçсем тума палăртни, ĕçре кам палăрни таран пĕлме пулатчĕ. Утă вăхăтĕнче те халăха канăç памарĕ унăн рупорĕ. Çакă ĕç тухăçлăхне ÿстерме, палăртнине пурнăçа кĕртме чылай пулăшнине паян пурте ăнланаççĕ. Халĕ те акă, кăçалхи ĕçсене вĕçленĕ май пуçаруллă хĕрарăм çапларах йĕркесем çырать: «Масар çинче йĕрке тăвас эпопея вĕçленчĕ. Паян субботниксене вĕçленĕ кун, ялти чи ăнлануллă (сознательные) çынсем ĕçе хутшăнчĕç. Вĕсен шутĕнче – Владимир Клеин,Виталий Андреев, Николай Жуков, Виталий Никитин, Александр Шишков, Виталий Рыбаков, Александр Агафонов, Александр Николаев, Вадим Николаев. Каччăсем масар картин юлашки 40 метрне тытса çаврăнчĕç. Маттур атьсемĕр! Пысăк тав сире. Александр Агафонова уйрăм тав сăмахĕ каламалла. Вăл юпа шăтăкĕсем чавнă чухне мотобурпа пулăшрĕ, тăвас ĕçе чылай çăмăллатрĕ, çакă вăхăта перекетлерĕ. Ирина Николаевана вĕри чейшĕн пысăк тав. Техĕмле чей кĕрхи çиллĕ çанталăкра питĕ те вырăнлă пулчĕ. Роза Андреевана тав тăватпăр. Роза Васильевна ĕç вĕçленсен ÿркенмен чăваш арĕсене кучченеçпе сăйлама кăмăл турĕ. Эпир палăртнине пурне те туса пĕтертĕмĕр. Хамăр ял çыннисене, кам çак пысăк та сăваплă ĕçе вĕçне çитерме пулăшнă, пысăк тав».

Юрий СНЕГОПАД.

Ишимбай районĕ.

Йĕкенпуç ялĕ.

Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Йĕкенпуçсем пуçланă ĕçе вĕçне çитернĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: