Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
29 Апрелӗн , 10:35

Халăхпа канашласа тата малашлăха шанса

Власть тытăмĕ халăха çывăхрах пулмалли çинчен тĕрлĕ канашлусемпе тĕлпулусенче тăтăшах илтме пулать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче те чылай çыраççĕ, кăтартаççĕ, калаçаççĕ.

Халăхпа канашласа тата малашлăха шанса
Халăхпа канашласа тата малашлăха шанса

Ытларах чухне вара çак çыхăнăва вырăнти хăй тытăмлăх органĕ йĕркелет. Сайра хутра пулсан та районти пуçлăхсем те ял-паççулкасене килсе тĕлпулусем ирттереççĕ, вăл е ку ыйтăва татса пама пулăшаççĕ. Мĕнех, куншăн та тавах. Анчах та ял халăхĕ хăйĕн нушисене чылай чухне вырăнтах пурнăçлама тăрăшать. Паллах, вырăнти ял хутлăх администраципе, депутатсемпе, ял старостисемпе тата пуçаруллă çынсемпе пĕрле пухусенче канашласа тата калаçса татăлса.
Çавăн пек пухусенчен пĕри нумаях пулмасть Авăркас районĕнчи Ибрай ял хутлăхне кĕрекен Çĕньял ялĕнче те иртрĕ. Ял Канаш пуçлăхĕ Юрий Ефимов сĕннипе мана та унта хутшăнма тÿр килчĕ, çапла майпа ял çыннин кулленхи пурнăçне тарăнрах хак пама пултартăм. Ăна çĕньялсем уçă сывлăшрах, клуб умĕнчи лапамра, йĕркеленĕ. Ытларах кунта аслă ăру, 50-60 çултан иртнисем, пухăннăччĕ. Пухăвăн кун йĕркинчи ыйтăвĕсем те сахал мар, пÿрне хуçса шутласан икĕ алăри пÿрнесем те çитмеççĕ. Хăшĕ-пĕрисене асăнсах хăварас килет: преступленипе обществăри йĕркене пăсакансемпе профилактика ирттересси, экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешесси тата халăхсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетесси, çĕр пайĕсемпе тивĕçлĕ усă курасси, кил-çуртри çÿп-çап валли контейнерсене вырнаçтарма вырăнсем палăртасси, налог тата шывшăн тÿлемен граждансемпе уйрăммăн ĕçлесси, выльăх-чĕрлĕхсене ветеринари пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ялта кĕтÿ кĕтессине йĕркелесси.
Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнакан Çĕньял халăхĕ паянхи çăмăлах мар лару-тăру çинчен те манмасть. Хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцинче Ибрай ял Канашне кĕрекен ялсенчи 29 каччă çĕршыва хÿтĕлет. Çавăнпа та пухура унти çар çыннисене тата вĕсен çемйисене пулăшу парас ыйтăва та пăхса тухрĕç. Унсăр пуçне çар контракчĕсем пирки те уçă та ăнлантарса паракан калаçу иртрĕ.
Пухăва пухăннисем уйрăм кил-çурт хуçалăхĕсене, урамсемпе обществăлла вырăнсене, масара тирпей-илем, тасалăх кĕртес ыйтăва та пăхса тухрĕç, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинче те чарăнса тăчĕç. Асăннă ыйтупа Николай Алексеев, Валентина Ефимова, Фарит Губайдуллин депутатсем, Зоя Ефимова ял старости, Анатолий Сторублевкин пушар инспекторĕ тухса калаçрĕç.
– Куллен татса памалли ыйтусем чăн та çителĕклех. Вĕсене пĕр ял хутлăх администрацийĕ çеç пурнăçа кĕртсе пĕтереес çук, пурте ял-йышпа пĕрле тумалли ĕçсем. Çавăнпа та эпир ял çыннисемпе канашламасăр, сÿтсе явмасăр нихăçан та палăртнă ĕçе пуçăнман. Кунта депутатсем те, ял старостисем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Ялта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те ял малашлăхĕ çинчен шухăшлани савăнтарать, – кĕскен хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Юрий Никонорович.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Халăхпа канашласа тата малашлăха шанса
Халăхпа канашласа тата малашлăха шанса
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: