Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
13 Майӑн 2025, 14:00

Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ

Тăнăçлă та телейлĕ пуласлăхшăн ирсĕр фашистпа пурнăçне хĕрхенмесĕр кĕрешнĕ асатте-кукаçи, тылра ырми-канми фронта пулăшнă асанне-кукамай умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр пуç таятпăр. Çак тивĕçе асра тытса Элшей районĕнчи Ярапай ялĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн палăк уçрĕç.

Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ

Ярапай – пĕчĕк кăна ял, унта 5 çын çеç пурăнать. Анчах пĕчĕк ялăн чунĕ пысăк: таса тÿпеллĕ пуласлăхшăн этем чăтайми терт-асап тÿснĕ асатте-асаннесен ячĕпе палăк лартас тенине пурте ырланă. Инçетре пурăнакансем те тăван ялшăн укçа-тенкĕ хĕрхенмен.
– 2024 çулта масар картине çĕнетсе тирпейлерĕмĕр. Ун чухне пире Акçун ял хутлăх администрацийĕ пулăшнăччĕ, 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнине аванах ăнкаракан ентешсем те сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме 137 пин тенкĕ пухса пачĕç. Хамăрăн çывăх çынсем канлĕх тупнă вырăна тирпей-илем кĕртнĕ хыççăн строительство материалĕсем тăрса юлчĕç. Çапла пĕр каçхине виçĕ çемье – Александровсемпе Красновсем тата Яковлевсем – шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чух ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 19 паттăрне тата тыл ĕçченĕсене сума суса палăк лартас шухăш çуралчĕ. Елена Краснова, вăлах укçа-тенкĕ ыйтăвне хăй çине илнĕскер, çакна ентешсене пĕлтерчĕ, – ĕç мĕнрен пуçланнипе паллаштарчĕ Вячеслав Александров ял хастарĕ.
Ярапай ялĕн пуçаруллă çыннисем çакăнпа килĕшнĕ, пĕр шухăшлă пулса кĕске вăхăт хушшинче укçа ярса панă. Çапла çитмен строительство материалĕсем туянса ĕçе пуçланă.
– Вячеслав Александровпа Вячеслав Яковлев тата ытти ентешĕмĕрсем хăйсен çемйисемпе килсе пĕчĕк лапама карта тытса çавăрчĕç, палăка вырнаçтарса лартрĕç, ун патне çитичченех вак чул сарчĕç, икĕ айккипе чечексем лартма йăрансем туса хатĕрлерĕç… Палăк йĕри-тавра тирпейлĕ те хăтлă, тăван яла таврăнсан ларса ваттисене асăнма вырăн пултăр тесе беседка турĕç, ун тавра та карта тытрĕç. Паллах, палăртнине пурнăçа кĕртме ярапайсен нухрата хăйсен кĕсйисенчен кăларма тиврĕ. Пĕтĕмĕшле 140 пин тенке яхăн тăкакланчĕ. Паян çак сăваплă вырăн чăннипех те ял мăнаçлăхĕ шутланать, – пăлханнине те, савăннине те пытармасăр каласа пачĕ вырăнти пуçаруçă Елена Ильинична.
Халăх вăйĕпе туса лартнă палăка май уйăхĕн 8-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура уçрĕç. Мероприятие çак ялта пурăнакансемпе паянхи кун Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янă ентешсем тата сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Çав шутра Элшей район администраци пуçлăхĕн çумĕ Наиль Хайруддинов, Акçун ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Дмитрий Сидоров, «Боевое братство» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Пелепей районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Рим Багманов тата «Пограничниксен союзĕ» обществăлла пĕрлĕхĕн председателĕ Алексей Кудрявцев пулчĕç. Вĕсенчен кашнийĕ пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламларĕ, палăк çĕкленни историшĕн пĕлтерĕшлĕ, çитĕнекен ăрушăн пысăк ĕç пулнине палăртрĕ. Хăнасем паянхи кун ятарлă çар операцине хутшăнакансен паттăрлăхне те асра тытасси пирки сăмах хускатрĕç. Çакăн хыççăн вăрçăра тата ун хыççăн пуç хунисене шăплăх минучĕпе аса илчĕç, палăк умне чечек кăшăлĕпе чĕрĕ чечексем хучĕç.
Митинг программи пуян пулчĕ, ăна концерт номерĕсем илем кÿчĕç. Çав кунхине пурĕ те пĕр урамран тăракан, улах вырăнта вырнаçнă ялта вăрçă çулĕсене тата Çĕнтерÿ кунне халалланă сăвă-юрăсем янăрарĕç. Вĕсене Кайраклă ялĕнчи «Пилеш» ансамбль, Ирина Федоровапа Ярослав Абдрашитов уйрăм юрăçсем шăрантарчĕç. Ял çыннисемшĕн çак кун вăраха асра юлĕ.
Ирида МАТНИЯЗОВА.
Элшей районĕ, Ярапай ялĕ.

Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Палăк – ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас