Культура программине Çтерлĕ хулинчен «Тавах», «Телей» ансамбльсем, «Эреш» фольклорпа театр студийĕ, Федоровка районĕнчен «Мерчен» ансамбльсем хăйсен номерĕсемпе пуянлатрĕç. Çак ялта çуралса ÿснĕ Геннадий Челпир çыравçă, поэт, Тетĕрпуç ялĕ çинчен юрă хывнă Евгений Никифоров автор, Константин Петровпа Зимфира Петрова, Татьяна Тимофеевапа Лиза Макарова, Нина Черновапа Татьяна Павлова тата Елена Андреева çамрăк юрăçсем юбилея пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Концертра патриотизм темине те уйрăм вырăн уйăрнăччĕ. Ку жанрпа Федоровка районĕнчи культура çурчĕн ĕçченĕ Вера Денисова палăрчĕ.
Тетĕрпуç ялĕ Çтерлĕпуç районĕнчи пĕртен пĕр чăваш ялĕ шутланать пулсан та, кунта чăваш культури тивĕçлĕ шайра, ял çыннисем авалхи йăла-йĕркесене асра тытни уççăнах палăрчĕ. Кунта ал ĕç ăстисен, чăваш кăларăмĕсен, авалхи чăваш тумĕн, кил хуçалăхри ăпăр-тăпăр, наци апачĕсен куравĕсене йĕркеленĕччĕ. Сăра кăна миçе тĕрлĕччĕ! Вĕсене Агреппина Петровапа Елена Андреева авалхи рецептсемпе тата кофепе, шоколадпа усă курса ятарласа уява хатĕрленĕ. Вăрманти ÿсен-тăрана ярса пĕçернĕ плов вара пурин кăмăлне те кайрĕ. Апат-çимĕç куравĕнче «Тетĕрпуç ялне 210 çул» тесе çырнă хуплу аякранах курăнса тăратчĕ. Ял юбилейĕ тĕлне наци апачĕсене хатĕрлессипе вырăнти кил хуçи арăмĕсем тăрăшнă.
Чăваш йăли тăрăх уявра çамрăк ăрăва та тимлĕх уйăрмалла. Ача-пăчасемпе хаваслă вăйăсем ирттерессипе, вĕсене апатлантарассишĕн Тамара Петровапа Любовь Алексеева яваплăччĕ. Хаваслă ăмăртусене ачалăх авăрне путса ватăсем те хутшăнчĕç.
Уява çамрăксем хастар хутшăнни, ĕç тата вăрçă ветеранĕсене, сумлă ватăсене, мăшăрсене чыслани пухăннисен кăмăлне, мероприятин пĕлтерĕшне çĕклерĕ. Кунта вăрах вăхăт пĕрле пурăннă Тимофеевсен (58 çул), Андреевсен (35 çул), Ивановсен (35 çул), Спиридоновсен (35 çул) çемйисене тата пĕртăван Соколовсен икĕ çемйине (35 тата 40 çул), вăрçă ветеранĕн арăмне 90 çулхи Ольга Николаевна Ермакова педагогика ĕçĕн ветеранне палăртса хăварас килет.
– Ялăн пуянлăхне туслă та çирĕп çемьесенче, сумлă çынсенче, хамăр вăя халăх туслă та тату пурăннинче куратăп. Çынсен хастарлăхĕ, мероприятисене хутшăнас кăмăлĕ пысăк пулни пурте çемьерен килет. Ял юбилейне йĕркелес ĕçре «Çеçпĕл» ансамбль ушкăн пайташĕсене уйрăмах тав тăвас килет. Вĕсем – ял хастарĕсем, мана пур ĕçре те пулăшаççĕ, пуçарусене ырласа йышăнаççĕ. Çавăн пекех ял юбилейне йĕркелес ĕçре айккинче юлман ентешсене тав тăватăп, – юбилей иртнĕ хыççăн шухăшĕсемпе, кăмăл-туйăмĕпе паллаштарать ял старости Ирина Петровна.
Тетĕрпуç ялĕнче чăваш культура вучахĕ вăйлă та пысăк çулăмпа çунни, мероприятие вырăнти халăх тĕплĕн хатĕрленни, Çтерлĕпуç районĕн чăваш культура обществин председателĕ Ирина Петрова пысăк йĕркелÿ ĕçĕ туса ирттернине Çтерлĕпуç район администрацин пуçлăхĕн çумĕ Камиль Хабибуллин, Çтерлĕпуç ял Канаш администраци пуçлăхĕ Фаргат Фаткуллин, «Урожай» ООО директорĕ, район Канаш депутачĕ Ильдар Гаскаров, Çтерлĕпуç районĕнчи культура уйрăмĕн пуçлăхĕ Альфия Тайгунова, чăваш пĕрлĕхĕсен ертÿçисем Юрий Михайловпа Владимир Яковлев, Ольга Ивановапа Оксана Федорова, Нина Кобцевапа Анна Яковлева, Вера Денисова палăртрĕç.
Уяв программинче нумай çĕнĕлĕх курма пулчĕ, вĕсене куракансемпе йĕркелÿçĕсем малашнехи мероприятисенче усă курсан, ăса хывсан аван пулĕччĕ. Ял юбилейĕ хăнасен, куракансен, вырăнти халăхсен кăмăлне кайрĕ, район шайĕнче çавăн пек чаплă мероприяти ирттерме май пуррине çирĕплетрĕ.
Сăмах май каласан, Чăваш культура обществи тăрăшнипе çав кун Гафури районĕнчи Ташлы ялĕн 120 çулхи юбилейĕ те иртрĕ. Унта уяв ирттерессишĕн Ишимбай чăваш культура обществин председателĕ Нина Базарова яваплăччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Çтерлĕпуç районĕ, Тетĕрпуç ялĕ.