Давлекан çĕрĕ çинче пĕр ĕмĕр каялла Кузьминовка ятлă ял йĕркеленнĕ. Ăна пуçарса яраканĕ Иван Семенович Тарасов шутланать. Ял хăвăрт ÿсме пуçланă. Кунта Чуюнчă-Николаевка ялĕнчи çемьесем те куçса килнĕ. Кузьминовкăра пурăнакансенчен ытларах пайĕ мăкшăсемпе чăвашсем пулнă. Ял анлăланса пынă, унăн çыннисем çĕрсене ытларах та ытларах акса тыр-пул çитĕнтернĕ, вăрçă вăхăтĕнче кунта шкул та уçăлнă. Вăрçă хыççăн ялта йĕтем тата ферма туса лартнă.
– Çак çĕр çинче манăн асаттепе асанне, Матвей Николаевичпа Федора Сергеевна Петровсем, пурăннă», – аса илет Давлекан хулинче пурăнакан Сергей Петров. – Эпĕ кунта 1984 çулччен пурăннă. Ял хĕрринче ларакан пĕрремĕш çурт вырăнĕнче ĕлĕк пуçламăш шкулччĕ. Ун чухне Кузьминовкăра лаша, сурăх, фермисем, тырă тасатмалли йĕтем пурччĕ. Тырă упрамалли икĕ кĕлет ларатчĕ. Ялшăн «Уршак» колхоз çирĕп тĕрев шутланатчĕ.
Яла ун чухнехи ватă çын, Кузьма Григорьев ячĕпе Кузьминовка тесе чĕнме пуçланă. Маларах ял тĕрлĕ ял хутлăхĕсен шутне кĕнĕ пулсан, халĕ Кадыргулово ял Канашне кĕрет. Кузьминовка çĕр çул тултарнă тĕле кунта çак ялта пурăннисен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç.
– Асăннă ялта манăн мăн кукаçи-кукамайсем, анне çут тĕнчене килнĕ. Григорий Ивановичăн ашшĕ вара çак яла йĕркеленĕ, – тет Нефтекамск хулинче пурăнакан Артур Фазлыев. – Кунта манăн чи шухăшсăр вăхăт, ачалăх, иртнĕ. Кукаçине лайăх ас тăватăп. Вăл пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ пулсан та ăна нихăçан та манмастпăр. Хамăр мăн асаттесене яланах асра тытатпăр. Эпĕ кунта ятарласа ачасемпе килтĕм. Вĕсен хăйсен йăх-несĕл йывăççи ăçтан тымар янине пĕлмеллех.
Уяв кунĕ уçă сывлăшри сцена çинче Кузьминовка ялĕнче пурăнакансем валли концерт та лартрĕç. Ял çыннисене çак ялтан тухнă, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар ярса пурăнакансем саламларĕç. Мероприяти вăхăтĕнче Кузьминовка ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтра пулса çĕнтерÿпе таврăннисене, ĕмĕрлĕхех çапăçу хирĕнче выртса юлнисене, тыл ĕçченĕсене аса илчĕç. Кузьминовка ялĕнче пурăнакан чи ватă çынсене парнесем парса чысларĕç.
– Эпĕ çак ялта çуралса ÿснĕ. Уява хамăр мăн асаттесене халалласа ирттерме шутларăмăр, Вĕсем çак яла йĕркеленĕ, çерем çĕрсене уçнă. Кузьминовка халĕ пысăк мар пулсан та ялта пурăнакансен тăванĕсем пысăк йышпа килнĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕртен çитнĕ, – тет Давлеканра пурăнакан Александр Тарасов.
Ялăн çĕр çулхи юбилейĕнче ял çыннисем Кузьминовка историне каласа пачĕç. Кунта тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ вĕрентекенсен, почтальонсен ячĕсене аса илчĕç. Юбилей мероприятийĕнче Кузьминовка çĕнĕрен çынсене пĕрле пуçтарчĕ.
– Кунта пирĕн çемье историйĕ пуçланнă. Чи хĕрринчи çуртра, вăл халĕ те ларать, манăн асаттепе асанне пурăннă. Вĕсен пилĕк ача пулнă, пĕри – манăн атте. Çемье çавăрнă хыççăн аттепе анне те Кузьминовкăра пурăнма юлнă. Аттепе аннен виçĕ ывăл пулнă. Истори тепĕр хут таврăнчĕ. Халĕ манăн виçĕ ывăл. Эпир уява пĕрле килтĕмĕр. Эпĕ пĕчĕк чухне кунта пурăннă. Çавăнпа Кузьминовка маншăн – вăй илмелли вырăн. Çак çĕр çинче хăвăн Тăван çĕршывна туятăн. Эпĕ халĕ те кунта килсе çÿретĕп. Тăвансем патне кĕмесен те. Килетĕп, ял, хамшăн хаклă вырăнсем çине пăхатăп та – çитет. Паян Кузьминовкăра çемьесем ăрăвĕ-ăрăвĕпе пуçтарăнчĕç. Апла пулсан вĕсем хăйсен йăх тымарне асра тытаççĕ, – тет Евгений Петров.
Светлана КАЛИМУЛЛИНА.
Давлекан районĕ,
Кузьминовка ялĕ.