Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
21 Августӑн 2025, 11:00

Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп

Кăçал Пушкăртстанри чăваш ялĕсенчен нумайăшĕ, Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал, Мияки районĕнчи Тимеш, Çтерлĕпуç ялĕнчи пĕртен-пĕр чăваш ялĕ Тетĕрпуç тата ыттисем те хăйсен юбилейĕсене паллă турĕç. Юбилей мероприятийĕсенчи репортажсемпе эпир хаçатра паллаштарсах тăтăмăр. Çу кунĕсенчен пĕринче Авăркас тăрăхĕнчи Семен ял Канашне кĕрекен Асавпуç ял çыннисем те ял никĕсленсе кайнăранпа 255 çул çитнине уявланă. Ял юбилейĕ, унăн пурнăçĕ, çыннисем пирки редакци почтине çак ялта пурăнакан Соня Михайлова çырса пĕлтерчĕ.

Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп

Вăхăт хăвăрт шăвать, халĕ çеç ялăн 200 çулхи юбилейне уявланăччĕ. Унтанпа çур ĕмĕр те иртсе кайрĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче Асавпуç ялĕ пуçланса кайнăранпа 255 çул çитнине паллă турăмăр. Уяв питĕ савăнăçлă иртрĕ. Халăх çав тери йышлăн пуçтарăнчĕ. Таврари ялсенчен килекенсем те пулчĕç. Мероприятие хатĕрленсе палаткăсем нумай лартрĕç, çынсем çурчĕсене илемлетрĕç, концерт кăтартрĕç. Куншăн, паллах, мероприятие йĕркелекенсене тав тумалла.
Манăн ялти çитĕнÿсемпе, Асавпуçăн пултаруллă çыннисемпе мухтанас килет. Таврари ялсенче колхозсем пĕтнĕ пулсан та пирĕн «Дружба» СПК сыхланса юлнă, ял хутлăх территорийĕнче пушă выртакан анасем те çук. Ферма тулли выльăх-чĕрлĕх. Ĕçлекенсене ĕç укçи вăхăтлă тÿлеççĕ. Ĕçлекенсем тенĕрен асăннă хуçалăхра ăруран-ăрăва Николаевсем, Кирилловсем, Петровсем, Михайловсем тăрăшса вăй хураççĕ. Халĕ тыр-пул пуçтарас, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç пырать.
Эпĕ ас тунă тăрăх пирĕн колхоза иккĕмĕш председатель ертсе пырать. Г.З. Галеев колхоза вăрçăран таврăннă кунран пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ертсе пычĕ. Каярах ăна колхоз зоотехникĕ Зилавир Максютов улăштарчĕ. Социализмла хуçалăх условийĕсенче те, çĕнĕ экономика лару-тăрăвĕнче те пĕр пекех ăнăçлă ĕçлекен ял хуçалăх ертÿçисем нумай мар. «ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ», «Пушкăртстан Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Халăхсен туслăхĕ» орденсен кавалерĕ Зилавир Хайдарович – «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн улшăнми председателĕ. З.Х. Максютов хăй пурнăçне тăван колхоза, тăван çĕре халалланă. Çĕре, ĕçе хаклакан çемьере çуралса ÿснĕ çын урăхла çул суйласа илме пултарнă-и? Унăн ачалăхĕ илемлĕ те пысăк Семен ялĕнче иртнĕ. Кунтах вăл Альфия Зуфаровна юратнă мăшăрĕпе çемье çавăрнă, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.
«Дружба» ял хуçалăхĕ – Пушкăртстанра чи пысăккисенчен пĕри. Унăн производство участокĕсем Семен, Асавпуç, Тури Бегеняш, Таллык, Кузьминовка, Шланлă, Шĕвĕрлĕ ялĕсенче вырнаçнă. Асăннă ялсенче асфальт çул пур, килĕрен çут çанталăк газĕ çунать, шыв пăрăхĕсем ирттернĕ. Кунта социаллă ыйтусем ялан пĕлтерĕшлисен шутĕнче пулнă. «Дружба» хуçалăх пулăшнипе спортпа сывату комплексĕ, мечет, Семен ялĕнче хăна çурчĕ хăпартрĕ.
Эпĕ хам пенсие кайиччен Çтерлĕ хулинче ĕçлесе пурăнтăм. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн атте-анне çуртне таврăнтăм. Пирĕн анне, Марина Иванова, «Урал сасси» хаçата вăл тухма пуçланă кунран пуçласа мĕн виличченех çырăнса илсе вуларĕ. Анне пурнăçран уйрăлса кайнăранпа вун çичĕ çул çитрĕ. Халĕ хаçата эпир çырăнса илетпĕр, юратса вулатпăр.
Соня МИХАЙЛОВА.
Авăркас районĕ, Асавпуç ялĕ.

Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Асавпуç ялĕн çыннисемпе мăнаçланатăп
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас