Унăн тĕп тĕллевĕ – урă та сывлăхлă пурнăç йĕркине анлăрах сарасси, ял çыннисене общество ĕçне явăçтарасси, ырă та усăллă ĕçсем тума хăнăхтарасси.
Асăннă проект ял çыннисем хастар пулнипе пурнăçа кĕрет. Ăмăртăва пĕчĕк ялсем те хутшăнаççĕ, пысăк кăтартусем тăваççĕ. Проект тĕрлĕ ÿсĕмри ырă кăмăллă çынсене пĕрлештернĕ май обществăна паха витĕм кÿрет.
Çапла Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ял Канашĕ «Урă ял – 2024» конкурса хутшăнса республика тапхăрне тухнă май, 200 пин тенкĕлĕх сертификата илме тивĕçнĕ. Асăннă нухратпа ялти воркаут лапамĕ валли тренажерсен комплексĕ тата вырăнти культура çурчĕ валли проектор туяннă. Çу кунĕсенче тренажерсене вырнаçтарса лартнă. Паянхи кун кунта ачасемпе çамрăксем хаваспах урамри спорт тĕсĕпе туслашаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.