Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
30 Сентябрӗн 2025, 16:00

Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ

Сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Наумьел ялĕнче пурăнакансем ача-пăча тата вăйă лапамне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Асăннă мероприятие çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне халалланă. Çапла вăл чăн-чăн çемье уявне çаврăннă.

Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ

Проект «Пушкăртстан Республикинчи ял хутлăхĕсене комплекслă аталантарасси» программа шайĕнче пурнăçа кĕнĕ. Строительство ĕçĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 4 136 000 тенкĕпе танлашнă. Нухратăн ытларах пайне – 1 240 000 тенкĕ – район администрацийĕ уйăрнă, тата 60 пин тенкине спонсор панă.

Балыклыкуль ял Канашĕн пуçлăхĕ Любовь Александрова хăйĕн сăмахĕнче ял юлашки уйăхсенче улшăннине палăртрĕ:

 - Кăçалхи çулăн 10 уйăх хушшинче эпир çăлкуçпа купеле тирпей-илем кĕртрĕмĕр, «Реальные дела» программăпа килĕшÿллĕн клуб вырнаçнă çуртăн умне юсарăмăр, ял хутлăхне кĕрекен ялсенче контейнер лапамĕсене йĕркене кĕртрĕмĕр, урамсене çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Паян вара – ачасене валли чаплă парне! – терĕ Любовь Александровна.

Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов ял старостипе Ирина Федоровапа хăйăва каснă май ялти улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ:

- Тăватă çул каялла кунта палăк та, парк та, чиркÿ те çукчĕ. Паян ял сăн-сăпачĕ улшăнать. Çак ĕçре ял çыннисен тивĕçĕ пысăк. Çакăн йышши проектсене команда ĕçĕсĕр пурнăçлама май çук.

Çавăн пекех Арслан Назарович Игорь Иванов подрядчика тата  унăн «Аургазымонтажсервис» организацине тав турĕ.

Мероприяти культура пайĕн ĕçченĕсен уяв концерчĕпе тата вырăнти шкулта йĕркеленĕ апатланупа вĕçленчĕ. Çĕнĕ лапам Наумьелте пурăнакан аслисемпе ачасене илĕртмелли вырăн пулса тăнă ĕнтĕ.  

Данил АНДРЕЕВ.

Авăркас районĕ, Наумьел ялĕ.

 

Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Парне вырăнне – çĕнĕ ача-пăча лапамĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас