Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
2 Октябрӗн 2025, 09:00

Ямансас ялне – 255 çул

Сентябрь уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫтерлӗ районӗнчи Ямансас çыннисем хăйсен ялĕ никĕсленнĕренпе 255 çул çитнине пысӑк уявпа паллӑ тунă. Мероприятине хутшăннă ял хутлӑх администраци пуçлăхĕ Инна Маркелова, районти депутатсен Канашĕн секретарĕ Люция Шаяхметова тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламланă.

Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул

Юбилей ялти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе «Палан» фольклор ансамблӗ тăрăшнипе йĕркеленнĕ. Уяв вăйă картинчен пуçланнă, унта халăхпа пĕрле хăнасем те хаваспах хутшăннă.
Ял пурнăçне хастар хутшăнакансене, ĕçре палăрнисене, вырăнта пурăнакансенчен чи аслине тата ҫамрӑккине тĕрлĕ шайри наградăсемпе, хаклă парнесемпе чысланă.
Ял хастарĕсенчен пĕрне, Сергей Григорьева та, асăнса хăвармалла. Ун пуçарăвĕпе вырăнти федьшерпа акушер пункчĕпе клуб таврашне хăтлăх кĕртсе бетон лапам сарнă, клуб никĕсне çирĕплетнĕ, крыльцине çĕнетнĕ. Çак ĕç валли Сергей Владимирович хăй укçи-тенкипе кирлĕ таран бетон хутăшĕ туяннă. Вырăнти халăх та çак пуçарăва ырласа клуб никĕсне çирĕплетес, крыльцине юсас ĕçе хастар хутшăннă.
Уявра ал ĕç ăстисен, наци апат-çимĕç, йӑх-несĕл куравĕсене йĕркеленĕ. Ялта çуралса ÿснĕ, халĕ çĕршывăн тӗрлӗ кĕтесĕнче пурӑнакан ентешсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнлакан фотостендсем хатĕрленĕ.
Юбилее пухăннă халăха Çтерлĕ хулинчи «Тавах», «Телей», «Эреш», Авăркас тăрăхĕнчи Меселпуçĕнчи «Шăпчăксем», пултарулăх ансамблĕсем хăйсен номерĕсемпе савăнтарнă. Çавăн пекех мероприяти программине тĕрлĕ спорт вăййисем те кĕнĕ. Унта çамрăксем хаваспах хутшăннă. Юбилей савăнăçлă ташă каçĕпе вĕçленнĕ.
Çтерлĕ хулинчи ЧНК пресс-служби.

Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Ямансас ялне – 255 çул
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас